Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек чух хӑвӑн та хӑвӑртрах вилес килет, вилсе выртам та пӗрех хут, ӗҫӗ те пӗттӗр тесе шухӑшлатӑн.

И вообще от этого всегда хочется самому помереть, думаешь: хоть бы все поскорей кончилось!

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тен, ӗҫӗ те тасах мар.

Может, дело-то не совсем чистое?

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ӗҫӗ акӑ мӗнлескер пулчӗ: чиркӳре вӑл хӑйӗн Евангелине манса хӑварнӑ иккен, кӗнеки сак ҫинче, тепӗр икӗ кӗнеке хушшинче выртса юлнӑ.

Тогда она сказала, что забыла свое евангелие в церкви, оставила его на скамье между двумя другими книгами.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ахалех паллӑ, ҫӗлен тирӗн ӗҫӗ ку.

Мы отлично знали, что это змеиная кожа действует.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Лар та лар трон ҫинче — пӗтӗм ӗҫӗ те ҫавӑ ҫеҫ.

Сидит себе на троне, вот и все.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Сирӗн шӑллӑр, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Шубин, — митрополита та, генерал-губернатора та, министра та жалоба паратӑп, тесе хӑратать; епле пулсан та, Елена кунтан тухса кайнипе ӗҫӗ пӗтет, вӑл ним те тумасть.

— Племянник ваш, — продолжал Шубин, — грозится и митрополиту, и генерал-губернатору, и министру жалобы подать, а кончится тем, что она уедет.

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ӗҫӗ питӗ йывӑрскер пулчӗ ӗнтӗ.

Дело было очень трудное.

XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ун вырӑнне унӑн ӗҫӗ те ҫӑмӑлрах, ӑнланмалларах: турккӑсене ҫеҫ хӑваласа кӑлармалла пысӑк ӗҫ ӗнтӗ, ним те калаймӑн!

Зато и задача его легче, удобопонятнее: стоит только турок вытурить, велика штука!

XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кайран Берсенев унӑн ӗҫӗ ҫинчен сӑмах тапратса: мӗн те пулин кӑтартмӑн-и? тесе ыйтрӗ.

Берсенев навел потом речь на его занятия и спросил: не покажет ли он ему что-нибудь?

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров хӑй куҫса килнӗ хыҫҫӑн тепӗр кун ирхине тӑватӑ сехетре тӑчӗ, Кунцово тавра чупса ҫаврӑнчӗ, ҫырмара шыва кӗрсе тухрӗ, пӗр стакан сивӗ сӗт ӗҫрӗ те ӗҫлеме пуҫларӗ; ӗҫӗ нумай вара унӑн: вӑл вырӑс историне те, правӑна та, политикӑлла экономие те вӗренет, болгарсен юррисемпе летопиҫӗсене те куҫарать, хӗвелтухӑҫӗнчи государствӑсем ҫинчен материалсем те пуҫтарать, болгарсем валли вырӑс грамматикине, вырӑссем валли болгар грамматикине хатӗрлет.

На второй день после своего переселения Инсаров встал в четыре часа утра, обегал почти всё Кунцево, искупался в реке, выпил стакан холодного молока и принялся за работу; а работы у него было немало: он учился и русской истории, и праву, и политической экономии, переводил болгарские песни и летописи, собирал материалы о восточном вопросе, составлял русскую грамматику для болгар, болгарскую для русских.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӗсем пурте сан ҫине пӑхаҫҫӗ, пӗр сан ҫине ҫеҫ: ҫӑлтӑрсен мӗнпур ӗҫӗ те пӗр-пӗрне савакансем ҫине пӑхасси кӑна, ҫавӑнпа та вӗсем илемлӗ те…

Они все на тебя смотрят, на одного тебя: звезды только и делают что смотрят на влюбленных людей, — оттого они так прелестны.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унта ӗҫӗ те нумаях мар вӗт.

Там ведь и работы не так много.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн ачасен ӗҫӗ уншӑн вараланма кирлӗ мар.

Не надо, чтобы тень от этого падала на дела моих ребят.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эппин, ку авиацин малтантарахри ӗҫӗ.

Значит, это прежняя работа авиации.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫӳретӗп эп хамӑн хӗрлӗ-шурӑ вешкӑпа малта, ҫав вӑхӑтрах ыттисен ӗҫӗ манран килнине пӗлсе тӑратӑн.

Просто я бежал со своей красно-белой вешкой вперед и знал, что от меня зависит работа других.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Паллӑ ӗнтӗ, ӗҫӗ пирӗн — вӑрҫӑ мар.

Конечно, наша работа — не бой.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах ӗҫӗ ятра мар.

Но дело не в том, как она называлась.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗҫӗ ак мӗнре: ҫак кунсенче пирӗн АИРта вӗреннине, кайран вӗренӳ полкӗнче хамӑр мӗн туяннине ҫеҫ мар аса илме тиврӗ, ҫӗнӗрен вӗренме те лекрӗ.

Дело в том, что за эти дни нам пришлось вспомнить не только все, что мы «проходили» в школе АИР и запасном учебном полку в нудные часы занятий, но и изучать новое.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗҫӗ ку кичемскер те-ха, ҫапах — ӗҫ.

Это было хотя и скучное, но какое-то дело.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Халь ӗнтӗ эпӗ вӗренсе ҫитрӗм, ӗҫӗ хутран мар, хамран, майне пӗлнинчен килнӗ иккен.

Сейчас я знал, что все дело действительно в моих руках.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней