Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленӗ (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сумлӑ ентешӗсен ячӗпе те стенд хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пирӗн хальхи обществӑра сирӗн ӑстӑнӑрпа туса хатӗрленӗ ӗҫсемпе мӗн пур ҫӗртех анлӑн усӑ кураҫҫӗ.

В нашем современном обществе нет такой сферы, где бы ни использовались разработки вашего интеллектуального труда.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Ҫурхи ӗҫсем валли минерал удобренийӗсем, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем унчченех хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

— Сана Марина Карягина пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Куккуклӑ сехет» ҫӗнӗ спектакльте тӗп роле шаннӑ.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑлах Аньӑна олимпиадӑна хутшӑнма хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Апла пулин те планшетпа усӑ курса электрон мелпе хатӗрленӗ документсене шутлама ҫӑмӑлрах та, хӑвӑртрах та.

Помоги переводом

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫак сӑмахсене тата юрӑ йӗркисене банкетка ҫине ҫырса хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Чӗрӗк ӗмӗр хушши туса ирттернӗ ӗҫсем, ҫитӗнӳсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ май, вӑл нумай ҫул пӗрле ӗҫлекенсене, ӗҫре пулӑшса пыракансене банкетка ҫине ҫырса хатӗрленӗ Тав хучӗсем пачӗ, медальсемпе те хисеп турӗ.

Помоги переводом

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Крым Республикин конституцине хатӗрленӗ чухне Чӑваш Республикин тӗп законӗпе те усӑ курнӑ.

Помоги переводом

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӗле ӑсатма кунта анлӑ программа хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пӗрремӗш пайра - професси ӗҫченӗсене мухтаса та ырласа хатӗрленӗ сӑвӑ-юрӑ, иккӗмӗшӗнче - кинофильмсенчи юрӑ-ташӑ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ Л.Колсанов ертсе пынипе «Ӗҫ ҫыннине мухтаса юрлар халӗ савӑнса» литературӑпа музыка композицийӗн анлӑ программине хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ытарайми чечексен композицийӗнчен куҫа илме ҫук, ӑна культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан Н.Муллина хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Шур ҫырлинчен, хӑмла ҫырлинчен, ҫӑка чечекӗнчен хатӗрленӗ шӗвексем питӗ усӑллӑ.

Помоги переводом

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ача садне ҫӳрекенсем хатӗрленӗ ташӑсене куракансем уйрӑмах хапӑлларӗҫ.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫурхи шыв инкексӗр кайса пӗттӗр тесе пурнӑҫламалли ӗҫсен планне хатӗрленӗ, гидрохатӗрсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме яваплӑ ҫынсене ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Аслӑ Елчӗкри Р.Долговӑпа Т.Прокопьева, районти тӗп больницӑри С.Катинӑпа О.Изратова, О.Агеева тӗрри-ҫаккисене, лентӑран, ҫӑмран хатӗрленӗ ӗҫӗсене куракансем интересленсе паллашрӗҫ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Сӑмахран, Екатерина диплом ӗҫӗ валли 5 тумран тӑракан коллекци хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

«Хӑрушлӑхсӑр ҫул» проекта Чулхула, Хусан, Саранск, Шупашкар, Тольятти, Йошкар-Ола, Самар, Пермь, Чӗмпӗр, Ӗпхӳ хулисенче пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ, - пӗлтерчӗ проект авторӗ, «Чӑваш Енри автомобилистсен «АсАвто» ассоциацийӗ» общество организацийӗн президенчӗ Максим Забалуев. - Ӑна ҫул ҫинче аварисен, вилекенсен, сусӑрланакансен шутне чакарас, автомобилистсемпе ҫуран ҫӳрекенсене пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентес, ҫынсен право пӗлӗвне ӳстерме пулӑшас тӗллевпе хатӗрленӗ».

Помоги переводом

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Сырӑшне ачасем ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе туса та хатӗрленӗ.

Дети, оказывается, вместе с родителями их уже изготовили.

Сивӗ шиклентермесен те выҫлӑх шеллемӗ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/10851.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней