Поиск
Шырав ĕçĕ:
Виҫӗмкун кӑкӑрӑм ҫине медаль те ҫакса ячӗҫ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Иккӗшӗ те аманнӑ: пӗри хӑрах аллине бинтпа ҫакса янӑ, тепри уксахлать.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Шыв хӗрринчи ҫерем ҫинче палатка лартнӑ студент, кӑвайт чӗртсе вут ҫине котелок ҫакса янӑ.
Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
«Ав чӗлхесӗр Олешкӑ арӑмӗ пӑшалне ҫакса кайрӗ», — тесе пӑхса юлаҫҫӗ пӗр урамри ҫынсем."Вот жена немого Олежки понесла своё ружье", - говорят ей в след односельчане.
Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ, сӑпайлӑччӗ.
Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Ҫулла вите умне ҫакса тем таран ҫупах пулӑ типӗтетчӗ.
Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Енчен те ача телефонпа усӑ курма пӗлет пулсассӑн, номерӑра пысӑк цифрӑсемпе хут листи ҫине ҫырса курӑнакан ҫӗре ҫакса хурӑр.
Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05
Куҫа сӑтӑркаласа тӑраттӑм та хуранпа яшка ҫакса яраттӑм.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Ытти чухнехи пек ӗҫ тумӗсемпе мар, илемлӗ чӑваш кӗписем тӑхӑнса, тенкӗсем ҫакса, масмаксем ҫыхса килнӗ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Уяв программине канат туртса вӑй виҫесси‚ чӳлмексене ватасси‚ кӗвентесем ҫакса, михӗсем тӑхӑнса чупасси тата ытти вӑйӑсем пуянлатрӗҫ.
Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
«Чемпион сева-2016» тесе ҫырнӑ лентӑна «Акконд-агро фирма» обществӑн механизаторне Юрий Яковлева ҫакса янӑ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Стена ҫумне ҫакса хунӑ чечек калчиллӗ пластик савӑтсем те ҫӗртме уйӑхӗнче чечеклӗ ешӗл чаршава ҫаврӑнӗҫ.Вывешенные на стены пластиковые посуды рассадой цветов уже в июне станут зеленым занавесом.
Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
Вертикальлӗ клумбӑсем ҫӗр ҫинче юпа пек ҫӗкленисем, стена ҫумне ҫирӗплетнисем, ҫӳлтен ҫакса янисем пулаҫҫӗ.
Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
Ара, текех ирсерен сумка ҫакса шкула утмалла мар.
Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
Тарӑхнӑ фашистсем Петьӑна ҫакса вӗлернӗ.
Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Курсан йывӑҫран пуҫхӗрлӗ ҫакса хураҫҫӗ.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Усал тӑватӑн пулсассӑн, хӑра: вӑл хӗҫне ахаль ҫакса ҫӳремест; вӑл — Турӑ тарҫи, усал тӑвакана тавӑрса хаса параканӗ.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир ҫӳҫӗре ҫивӗтлесе, ылтӑн эреш ҫакса е хӳхӗм тумланса тулашӗнчен ҫеҫ илемлӗ пулма ан тӑрӑшӑр; 4. хирӗҫ чӗнмесӗр тӑрса, йӑваш кӑмӑллӑ пулса чӗрере куҫа курӑнмасӑр тӑракан пӗтес ҫук илемпе илемленӗр — Турӑ умӗнче ҫавӑ хаклӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӑл Иудея ҫӗрӗнче, Иерусалимра мӗн-мӗн тунине, юлашкинчен Ӑна йывӑҫ ҫумне ҫакса вӗлернине пурне те эпир хамӑр курнӑ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эсир йывӑҫ ҫумне ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн аттемӗрсенӗн Турри чӗртсе тӑратрӗ.30. Бог отцов наших воскресил Иисуса, Которого вы умертвили, повесив на древе.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.