Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтнӑ (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, сана мӗншӗн медаль панӑ-ха? — ыйтнӑ салтаксем Шапкинран.

— Ну, а тебе за что же медаль? — спрашивают солдаты у Шапкина.

Медаль // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Малта эс пулнӑ-и? — ыйтнӑ Хотинран.

— Впереди ты был? — спросили у Хотина.

Чи малтан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Чи малтан эсӗ пулнӑ-и? — ыйтнӑ юлташӗсем Гагинран.

— Ты был первым? — спрашивают у Гагина.

Чи малтан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Мӗн ятлӑ? — ыйтнӑ шатраллӑ салтакран.

— Как звать? — обратился к рябому солдату.

Кун пекки ӑҫта пулнӑ... // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Мӗнле майлӑ тӑвӑпӑр? — ыйтнӑ вӑл.

— Как поступать будем? — спрашивает.

Измаил // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Австриецсем вырӑссенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Запросили австрийцы у русских помощи.

Фокшанри ҫапӑҫу // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Ӑҫта капла? — хӑраса ыйтнӑ казаксен сотникӗ.

— Куда это? — заволновался казачий сотник.

Шутлама мар, ҫӗнтерме килнӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Иван Алексеевич каҫару ыйтнӑ майлӑ кулса илчӗ:

Иван Алексеевич улыбнулся извиняюще:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ку мӗн амакӗ пулчӗ? — аллинчи пурттине ӳкерсе ыйтнӑ Матвей Кашулин.

— Что это за штука? — роняя топор, спросил Матвей Кашулин.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна шинель тӑхӑнса ячӗ; пиҫиххине майласа ҫыхнӑ хушӑра ыйтса пӗлчӗ (паҫӑрхи хаваслӑхӗ ун сирелнӗ, сасси кичеммӗн те йӑлӑнса ыйтнӑ пек тухать):

Анна надела шинель; затягивая пояс, спросила (недавнее оживление ее исчезло, и голос был тускл, просящ):

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Новочеркасскра, — хӑвӑрт персе ячӗ те Бунчук, йӑлӑнса ыйтнӑ пек, аллине кӑнтарса тытрӗ:

— В Новочеркасске, — скороговоркой буркнул он и просяще протянул руку:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй тимлесех ыйтнӑ пирки эпир ӑна чарса тӑма пултараймарӑмӑр.

Мы уступили ее горячим настояниям.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ ӗнтӗ чӳречерен турбина урапи ҫавӑрӑнни те, машина тавра Виктор ҫӳрени те курӑнчӗ: вӑл чарӑна-чарӑна, турбинӑран тем ыйтнӑ пек, тайӑлса итлет.

Теперь в окна было видно, как вращался маховик турбины, как Виктор ходил вокруг машины, то прислушиваясь, то наклоняясь, как бы тихонько о чем-то спрашивая турбину.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кам пыракан пурте Сергейпе алӑ тытнӑ, йӑл кулнӑ — хӑшӗ савӑнӑҫлӑн, хӑшӗ вӑтанарах, именсе тӑнӑ пек: ку эпир ӗлӗк палланӑ Сергей Тутариновах-и е пачах урӑх-ши, тен унпа калаҫасса та пачах урӑхла калаҫмалла? — хӑйсенчен хӑйсем ыйтнӑ пек тӑнӑ вӗсем.

Все, кто подходили, пожимали руку, улыбались — кто радостно, кто чуть стесняясь, будто смущаясь: разве это тот же самый Сергей Тутаринов, которого мы знали ранее, или же совсем другой, может, с ним и разговор нужно вести совсем по другому? — стояли и как бы спрашивали самих себя они.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫемен, эсӗ илтмен-и, ӑҫта ҫухалчӗ ҫав пирӗн кандидат? — сӑмах май ӑнсӑртран ыйтнӑ пек ыйтрӗ Тимофей Ильич.

— Семен, а ты случаем не слыхал, где там запропал наш кандидат? — как бы между прочим спросил Тимофей Ильич.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен аялта тӑнӑ, унӑн аллисем шӑннӑ, чышкисем чӑмӑртаннӑ, кӗреҫе е лум ыйтнӑ — ӑшӑнас килнӗ, — лешсене, тӑва кӑшлакансене, ӑшӑ пулнӑ, сивӗ ҫилпе кӳтсе кайнӑ пичӗсем вӗсен йӗпе пулнӑ.

Семен стоял внизу, руки его мерзли, сжимались в кулаки и просили лом или кирку — хотелось согреться, — а тем, кто вгрызался в скалу, было жарко, лица их, пожженные морозом, были мокрые.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Саввӑсӑр пуҫне мана тата кам кӳренет-ши? — ыйтнӑ вӑл хӑйӗнчен хӑй, вара ҫавӑнтах аса илнӗ:

«Кто ж еще, кроме Саввы, на меня обижен? — мысленно спрашивал он себя и тут же отвечал:

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫпа, фермӑна таврӑнсан, вӑл килне чупнӑ, вара куҫӗсене йӑлтӑртаттарса амӑшӗнчен: Сергей килсе каймарӗ-и, — тесе ыйтнӑ.

Вечером, приехав на ферму, она бежала домой и, блестя глазами, спрашивала мать, не приезжал ли Сергей.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл хӑй валли тухса ҫӳремелле мар, ҫӑмӑлтарах ӗҫ ыйтнӑ.

Он попросил себе легкую, не связанную с разъездами работу.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр кун маларах, партин Петроград районӗнчи комитетне пырса, хӑйне Петроград ҫине ҫывхарса килекен Дон казакӗсен 1-мӗш дивизи чаҫӗсене агитатор туса яма ыйтнӑ чух, вӑл ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласса ӗмӗтленнӗччӗ, анчах Нарвӑна ҫитрӗ те иккӗлене пуҫларӗ.

Днем раньше, когда, явившись в Петроградский районный комитет партии, он предложил себя в качестве агитатора для работы среди подходивших к Петрограду частей 1-й Донской дивизии, был уверен в успехе, но добрался до Нарвы — и уверенность в нем поколебалась.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней