Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗсйи тенӗрен, унӑн тӗпсӗрлӗхӗ мӗнрен килнине тӗпчесе пӗлтӗмех эпӗ: икӗ енчи пӗр-пӗрин патне ҫурӑмӗ хыҫӗнче «ҫул уҫнӑ» та пӗрлешсе пысӑкланнӑ!
Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.
Путлӑх Варӗ текен поселок хыҫӗнче ҫула милицин пысӑк мар отрячӗ пӳлсе хума хӑтланчӗ.За поселком Топкая Балка их попробовал перехватить небольшой отряд милиции.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Катари вӑрман хыҫӗнче шурӑмпуҫ хӗмленсе ялкӑшатчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унта, ҫав ҫӳхе тӗтре чаршавӗ хыҫӗнче, манӑҫми тӑван хутор, Аксинья, пӗчӗк пепкисем…
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шурӑ ҫӑлтӑрлӑ ӑмралӑхӗ ҫине кӑпӑк сирпӗнтерсе ҫывхаракан лашана та, пит-куҫӗ хӗремесленсе кайнӑ ҫамрӑк юланута та, ун хыҫӗнче — Дон хӗрринелле сарлакан тӑсӑлакан тӗтреллӗ ҫеҫенхире те Григорий ҫиҫӗм ҫиҫсе илнӗ самантри пек темле сиссе юлмалла мар хӑвӑрт асӑрхарӗ…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вешенски станицӑна кӗрекен Мельников хуторӗ хыҫӗнче, чее маневр туса, Фоминӑн тӑшмана улталама, унран инҫетерех хӑпса кайма май килчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Фомин отрячӗ ҫула тухма хутор хыҫӗнче колоннӑна йӗркеленсе тӑчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗтсе ывӑннипе кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑскер, вӑл кравать ҫине пырса выртрӗ, — кӑтӑш пулчӗ, анчах чӳрече хыҫӗнче ура сасси илтӗннӗ-илтӗнмен хӗрача пек йӑпӑр-япӑр сиксе тӑчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑмака хыҫӗнче каҫӑхса кайсах шӑрчӑк авӑтать.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗрле Великокняжески станица хыҫӗнче хӗҫпӑшаллӑ виҫӗ калмӑк пынӑ та ҫакӑн патне юланутсемпе вӑкӑрӗсене хӑваласа кайнӑ, хӑйне пырӗ тӗлӗнчен кӑтартнӑ:Ночью за Великокняжеской подъехали трое оружейных калмыков, быков угнали, а ему показали на горло:
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗве патӗнчен вӑл — тавҫӑруллӑ та ӑслӑ хуҫа пек — лашине уттарса кайрӗ, анчах тепӗртакран Аксинья еннелле пӑхса илчӗ те, тӗссӗрленнӗ кӑвак кӗпине ҫурӑм хыҫӗнче вӗрсе хӑпартнӑ пек хӑмпӑлчлантарса, сиккипе тӗпӗртеттерсе кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл нӳрӗпе хура тӗс ҫапнӑ хурлӑхан тӗмине тӗкӗнсе пӑхасшӑн, ҫӳхе ҫутӑ кӑвак сийпе витӗннӗ улмуҫҫи турачӗ ҫумне питҫӑмартипе тӗршӗнесшӗн пулчӗ; ишӗлсе пӗтнӗ вӗрлӗк урлӑ утса каҫса, ҫулсӑр-мӗнсӗр, пылчӑк ҫӑрса, сарлака шырлан хыҫӗнче, тӗтреллӗ инҫетпе пӗрлешсе, юмахри пек ем-ешӗллӗн сарӑлса выртакан кӗрхи калча уйне тухса курасси килчӗ…
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йывӑҫсен хыҫӗнче пытанкаласа, тункатасем ҫине такӑна-такӑна ҫул тӑрӑх умлӑн-хыҫлӑн утрӑмӑр.Прячась за деревьями, спотыкаясь о пни и поваленные стволы, пошли гуськом вдоль дороги.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Кӗркури пиччен сарайӗ хыҫӗнче ак ҫакӑн пек пӑта темӗн чухлӗ чиксе тултарнӑ.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Туссем пӗр-пӗрин ҫине сӑмах чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗҫ те пукан хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан пиншакӗ патне пычӗҫ: пиншакӗ ҫинче те пӗр тӳмме те ҫук.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Вӗсем тӑватӑ чакак ӳкерсе хунӑ, чакакӗсем тӑваттӑшӗ те ҫӑварӗсене карнӑ, парта хыҫӗнче лараҫҫӗ, ҫав ӳкерчӗкпе юнашарах доска умӗнче хӳри вӗҫҫӗн тӑракан пулӑсене туса хунӑ, пуллисем пуҫӗсене мӗскӗннӗн сӗнксе тӑраҫҫӗ.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Редакторӗ ун хыҫӗнче тӑрать, вӑл та коридорта мӗн калаҫҫӗ тесе итлесе тӑнӑ пулас.Редактор стоял позади него и, как видно, прислушивался к голосам в коридоре.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Вӑрман хыҫӗнче горн янрани илтӗнчӗ.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Е йывӑҫсен хыҫӗнче такам чӑштӑртатнӑ пек туйӑнчӗ, вара вӑл тепӗр еннелле йӗплӗ чӑтлӑх витӗр васкаса утрӗ.
«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.
Ҫулӑн хӗрринчех ем-ешӗл ҫамрӑк чӑрӑшсем ӳсеҫҫӗ; вӗсен хыҫӗнче, пӗчӗк чӑрӑшсене сыхласа ларнӑ пек, пысӑк та ҫӳллӗ чӑрӑшсем ӳсеҫҫӗ, вӗсен лӑссисем йӗплӗ.
«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.