Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илеҫҫӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑри кооператорсем ял ӗҫченӗсен ытлашши юлнӑ ҫӗрулмине, пахча ҫимӗҫне, аш-какайне, сӗтне йышӑнаҫҫӗ, эмел курӑкӗ семпе чӗртавар тата ыттине те илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Кусем хӑйсенне ҫав тери хӑвӑрт илеҫҫӗ, анчах пурте мар, хуҫан хӑш-пӗрисене шутсӑр нумай кӗттерсе, йытӑлантарса ярса хӑшкӑлтарас йӑла пур.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ӗҫлеме тытӑннӑранпа кашни ҫул тенӗ пекех тӗрлӗрен выставкӑсене хутшӑнса призлӑ вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ, хаклӑ парнесене тивӗҫеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Паянхи куна предприятинче 30 гектар ҫинче хӑмла ҫитӗнет, вӗсенчен 26 гектарӗ ҫинчен тухӑҫлӑ хӑмла татса илеҫҫӗ, 4 гектарӗ - ҫамрӑк-ха.

Помоги переводом

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Ытларах чухне киревсӗр тӗллевлӗ ҫынсем тӗрлӗ сайтри пӗлтерӳсем тӑрӑх таваршӑн укҫа куҫарса паратпӑр тесе ҫынсен банк карточкисен реквизичӗсене пӗлеҫҫӗ те - банкри шут ҫинчи укҫана сӑптӑрса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17

Вӗсем тӑванӗн вилтӑпри патӗнче ларса ӑна лайӑххипе аса илеҫҫӗ, ӑшра кӗлӗ тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Вырӑссем ӑмӑрт кайӑкпа арҫынсене кӑна танлаштараҫҫӗ, чӑвашсем вара хӗрсемпе хӗрарӑмсене мухтанӑ чухне те мӑнаҫлӑ ҫак кайӑка аса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Китай - Раҫҫей ӳнер искусствине хисеплекен тӗнчери пӗртен пӗр ҫӗршыв. Вӗсен Раҫҫей живопиҫне Китай культурине кӗртмелли патшалӑх программи те пур. Китай студенчӗсем куравра манӑн ӗҫсене ӳкерсе илеҫҫӗ. Ҫакна пӑхма питӗ кӑмӑллӑ», - ӑшшӑн кулать художник.

Помоги переводом

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ӗнтӗ паян пӗчӗк Типшӗме урамра та, лавккара та — кирек ӑҫта та палласа илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Анчах ялти пахчана туртса илеҫҫӗ тесе унтан пӑрахса килме тивнӗ.

Помоги переводом

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Юрик амӑшӗнчен аякра, мӑн асламӑшӗпе, ҫитӗннӗ, Пӑлапуҫ Пашьелти шкултах вӗреннӗ, вӑл хоккейла ӑста вылянине ялта халӗ те аса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ҫулла унта утӑ туса илеҫҫӗ вӗсем, тыр-пул ҫитӗнтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Кунне 60 литр сӗт суса илеҫҫӗ вӗсем, ӑна усламҫа параҫҫӗ.

Помоги переводом

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ҫак шкултанах прокат майӗпе йӗлтӗр илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Хисеплӗ ватӑсем общество пурнӑҫӗнче пуҫарулӑх кӑтартаҫҫӗ, компьютер вӑрттӑнлӑхӗсене алла илеҫҫӗ, культура учрежденийӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсенче хӑйсен ӑсталӑхне халӑх умне кӑлараҫҫӗ, вулавӑшсен ҫумӗнчи клубсенче тавракурӑма анлӑлатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Йывӑрлӑхран тухмалли меслете ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков сӗнчӗ: «Участоксен ертӳҫисем бюллетеньсене илеҫҫӗ, ҫакна алӑ пусса ҫирӗплетеҫҫӗ, анчах вӗсене упрамашкӑн территори комиссийӗнче хӑвараҫҫӗ. Ҫакнашкал мелпе эпир пӗлтӗр те усӑ курнӑччӗ. Участок комиссийӗсене вара бюллетеньсене икӗ кун маларах кӑна илсе кайӗҫ — хурал вӑрахлӑха кирлӗ пулмасть».

Способ выход из трудной ситуации порекомендовал председатель ЦИК ЧР Александр Цветков: "Руководители участков получают бюллетени, подтверждают это подписью, но для их хранения оставляют в территориальной комиссии. Этим методом мы пользовались и в прошлом году. За два дня бюллетени забирают в участковую комиссию — охранять долго не придется".

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хаклӑ хӑнасене, жюри председательне, республикӑри культура училищин преподавательне Е. Матлаевана, жюри членӗсене — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗччен юрламалли кафедра преподавателӗнче вӑй хуракан, Карайра ҫуралса ӳснӗ В. Егорова, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин аслӑ преподавательне, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Р. Андреевана, Чӑваш енти тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Н. Андреева, райадминистрацин культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне А. Лебедева, районти искусство шкулӗн директорне Н. Никонорова алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

«Урожай» колхозра вара кашни гектартан 30,3 центнер илеҫҫӗ, «Искра» колхозра - 28 центнер.

В колхозе «Урожай» берут с каждого гектара 30,3 центнера, в колхозе «Искра» - 28 центнеров.

Вырма вӑй илсе пырать // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Комсомольски вӑтам шкулӗнчен 1976 ҫулта вӗренсе тухса алла аттестат илнӗ каччӑна тепӗр ҫулах ҫара илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тинӗссем тӑрӑх, хумсем ҫийӗн // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Драматургсем те урӑх планетӑран мар, сӑнара пурнӑҫран илеҫҫӗ.

И драматурги не с чужой планеты, образы берут из жизни.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней