Поиск
Шырав ĕçĕ:
Часах вӗсем чӑнах та шӑнкӑртатса юхакан шыв шыраса тупнӑ, Том вара: «Ҫӗнӗрен ларса канма вӑхӑт ҫитрӗ», — тенӗ.Скоро они нашли источник, и Том сказал, что пора опять отдыхать.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫуна йӗрӗсем тӑрӑх шӑнкӑртатса шыв юхать.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Утнӑ май шӑнкӑртатса пыни те ҫак куна илем, хавхалану кӳрсе тӑрать.
Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Унти ҫӑл та валакран шӑнкӑртатса юхмалӑх ҫук.
Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
«Шӑнкӑртатса шыв юхать ҫӳллӗ валак пуҫӗнче» сӑмахсене каласанах куҫ умне «Нарспи» поэмӑри сӑнарсем, хирсем, вӑрмансем тухса тӑраҫҫӗ.
Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Акӑ, «Тӗнче тытӑмӗ» композици, Константин Иванов хӑй поэминче сӑнласа панӑ шӑнкӑртатса юхакан валак.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Шыв юххи евӗр шӑнкӑртатса вуланаҫҫӗ У.Эльмен произведенийӗсем, тӗлӗнмелле ҫыпӑҫуллӑ чӗлхепе ҫырать вӑл.
Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулнӑ // В.БОРОВКОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унашкаллисем питӗ йӑнӑшаҫҫӗ: «Муркаш хутлӑхӗ — тӗлӗнмелле вырӑн. Курӑксемпе чечексен ытарайми шӑрши, пӑр пек сивӗ ҫӑлкуҫран шӑнкӑртатса юхакан шывӗ, чӑрӑшсемпе хурӑнсен пӑшӑлтатӑвӗ хӑй мӗне тӑрать. Ҫыннисем тата!
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№