Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, аллӑма ҫӗклесе: «сирӗн таврари халӑхсем хӑйсем мӑшкӑл курӗҫ» тесе тупа турӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак ӑрӑм Израиль килне суя пек курӑннӑ; вӗсем, тупа тунӑскерсем, ҫапла улталанине аса илсен, Вавилон патши хулана ярса илме шут тытнӑ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пекех, Хамӑн аллӑма пушхирте ҫӗклесе, вӗсене халӑхсем хушшине салатса яма, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалама тупа турӑм, 24. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсене пӑрахрӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ, куҫне ашшӗсен йӗрӗхӗсем ҫинчен илмерӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл килӗшӗве пӑсмашкӑн тупа тунине пӑрахӑҫларӗ, акӑ фараона алӑ пачӗ, вӑл ҫакна пурне те турӗ; вӑл чӗрӗ юлмӗ.18. Он презрел клятву, чтобы нарушить союз, и вот, дал руку свою и сделал все это; он не уцелеет.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша йӑхӗнчен теприне илчӗ, унпа туслӑ тӑма килӗшӳ турӗ, ун ҫинчен тупа тутарчӗ, унтан ҫав ҫӗрти вӑйлӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ, 14. ҫакна вӑл патшалӑх пӑхӑнса тӑтӑр, ан ҫӗкленейтӗр, килӗшӳ сыхлантӑр, ҫирӗп тӑтӑр тесе турӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: тупа сӑмахне ним вырӑнне хумасӑр, ҫураҫӑва пӑсса мӗн турӑн эсӗ, Эпӗ сана ҫавна кӑтартӑп, тет.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ сан тӗлӳпе иртсе пыраттӑм та сана куртӑм, ку ӗнтӗ санӑн вӑхӑту, юрату вӑхӑчӗ, пулчӗ; Эпӗ, риза аркине сарса, санӑн ҫарамасна хупӑрларӑм; сана тупа турӑм, санпа ҫураҫу турӑм, тет Турӑ; эсӗ вара Манӑн пултӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнпе Хӑй тупа турӗ: чӑн калатӑп, кунта хӗрлӗ шӑрчӑк пек йышлӑ халӑх килсе тулӗ, вӗсен ҫӗнтерӳллӗ шавӗ янӑраса тӑрӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хампа Хам тупа тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Восор хули сехре хӑпартмӑш, тӗнче кулли, пушхир, ҫын ылханӗ пулӗ, ун таврашӗнчи мӗнпур хула та ӗмӗрхи ишӗлчӗк пулса юлӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне тимлесе итлӗр: Эпӗ Хамӑн аслӑ ятӑмпа тупа турӑм, тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те Ман ятӑма асӑнакан пӗр иудей те пулмӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те: «Ҫӳлхуҫа Турӑ чӗрӗ!» тесе калаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. эпир малашне те хамӑр тупа тунине туса тӑрӑпӑр: ҫӳлти ама турӑ умӗнче тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр — Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче унччен эпир хамӑр та, пирӗн аттесем те, патшасем те, ҫулпуҫсем те ҫапла тӑватчӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Седекия патша вара Иеремийӑна вӑрттӑн тупа тунӑ: пире пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана вӗлермӗп, сана чунна шыракансенӗн аллине те памӑп, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эхер те ҫак сӑмаха итлемесессӗн вара, Хампа тупа тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак кермен ишӗлчӗк купи пулӗ.5. А если не послушаете слов сих, то Мною клянусь, говорит Господь, что дом сей сделается пустым.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах та тупа тунӑ чухне: «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» теме чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 15. ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль ывӑлӗсене Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене вӗсенӗн ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тупа тунине вырӑна килтертӗм — вӗсене сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр патӑм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗнлерех вӑрлатӑр эсир, вӗлеретӗр, аскӑнатӑр, ултавлӑн тупа тӑватӑр, Ваал умӗнче тӗтӗретӗр, хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн ҫӳретӗр!
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ывӑлусем Мана пӑрахрӗҫ, вӗсем турӑ маррисен ячӗпе тупа тӑваҫҫӗ.Сыновья твои оставили Меня и клянутся теми, которые не боги.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем: «Турӑ пур!» теҫҫӗ те, анчах улталаса тупа тӑваҫҫӗ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.