Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрашса (тĕпĕ: кӑшкӑраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫын малтанласа ниҫта хускалмасӑр тӑчӗ, пирӗн сулӑсене бинокльпе пӑхрӗ, унтан кӑшкӑрашса та аллисене сулкаласа ҫырманалла чупса анчӗ.

Человек сначала стоял не шевелясь, наблюдая наши суда в бинокль, потом, с криками и размахивая руками, побежал к воде.

Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ҫитсессӗнех эпӗ чан ҫапса ятӑм: Андрюшка чӑтма ҫук кӑшкӑрашса пӳрте вирхӗнсе кӗчӗ.

Выскочили на берег, я зазвонил в колокол, Андрюшка бросился в дом, отчаянно крича.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Ыттисем тата пӗр аякккине хунӑ вут умне пуҫтарӑннӑ та, кашни хӑй пӗлнӗ пек кӑшкӑрашса, аллисене вут умне тӑсса ӑшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

— Кунта, юлташсем, апла-капла кӑшкӑрашса тӑма кирлӗ мар! —

— Тут нечего, товарищи, такие возгласы выкрикивать! —

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хирӗҫлемест; стариксем ӳрӗк-сӳрӗккӗн, йӗркесӗррӗн кӑшкӑрашса илеҫҫӗ:

Он не возражает; старики несогласно, вразброд выкрикивают:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ватса пӑрахать, эсрел! — ахлатса илчӗ кӗтӳҫӗ; унтан вӑл ҫулне кура мар хӑвӑрт кӗтӳ еннелле чупса кайрӗ, чупнӑ ҫӗртех кӑшкӑрашса пычӗ:

— Обломит, окаянный! — ахнул пастух и с неожиданной для его возраста резвостью пустился к табуну, выкрикивая на бегу:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем харӑссӑн кӑшкӑрашса калаҫма тытӑнчӗҫ; халӑх ушкӑнӗ хумханса кайрӗ, ҫилӗллӗн ҫухӑрашнӑ сасӑсемпе кӗрлерӗ:

Казаки дружно загомонили, толпа качнулась, расплескалась криками.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Генерал, полевой сумка ҫаккине аллипе силле-силле, сапёрсен офицерӗпе ҫилӗллӗн кӑшкӑрашса ятлаҫать:

Генерал, турсуча рукой ремень полевой сумки, гневно выкрикивал, адресуясь к саперному офицеру:

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Выляса ҫӳрекен казак ачисем ун хыҫӗнчен, хӑлхана йӑмӑхтарасла, кӑшкӑрашса, кулса юлчӗҫ:

Провожаемый назойливыми криками игравших на проулке казачат.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫухрӑм ҫурӑ хушши кӑшкӑрашса, саламатпа ҫунтарса васкатса пычӗ вӑл ӑшша пиҫнӗ ӑйӑрне.

Версты полторы торопил взопревшего жеребца плетью и криком.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ай-яй-ай, тыт кунталла!.. — ҫӑвар туллин кӑшкӑрса ячӗ ҫыран хӗрринче кускаласа чупакан украинец, темӗн шутпала пуҫӗ ҫинчен туртса антарнӑ тилӗ тир ҫӗлӗкӗпе сулкаласа, Григорий, урӑм-сурӑм тискеррӗн ӑншӑртланса кайса, лашисене пӗр чарӑнмасӑр хӗтӗртме, кӑшкӑрашса хистеме пуҫларӗ.

А-а-яй, правь!.. — горланил, бегая по берегу, украинец и зачем-то махал сдернутым с головы лисьим треухом, Григорий в диком остервенении не переставая улюлюкал, понукал лошадей.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пулӑ тытакан шурӑ чайкӑсем кӑшкӑрашса Дон ҫийӗн вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Белые чайки-рыболовы с криком носились над Доном.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ӑна пӑлтӑртан та хӳтерсе кӑларчӗ, урса кайсах кӑшкӑрашса, чыхлана-чыхлана ҫуйӑхма тытӑнчӗ:

Аксинья вытесняла его из сенцев, задыхаясь, выкрикивала, бесновалась:

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл кӑшкӑрашса айлӑмалла вӗҫет; пуҫне пӑрса, мерчен пек куҫӗсемпеле ҫиелтен шур пир витнӗ урапасен ярӑмӗ ҫине, сӗткенлӗ тусана чӗрнисемпе пӑтраштаракан лашасем ҫине, ҫул хӗррипе утакан, тусанпа сӑмалаланса кайнӑ шур кӗпеллӗ этемсем ҫине пӑхать.

Он с криком летит в лощину; поворачивая голову, смотрит изумрудным глазком на цепь повозок, обтянутых белым, на лошадей, кудрявящих смачную пыль копытами, на шагающих по обочине дороги людей в белых, просмоленных пылью рубахах.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ҫурӑмне кустӑрма пек авӑнтарнӑ та малта пӗтӗм будкӑна картласа ларать, хулӑн та янӑравлӑ баспа кӑшкӑрашса, лашисене хӳтӗртет.

Колесом согнув спину, сидел он впереди, заслонял в будку свет, пугал лошадей гулким октавистым басом.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем виҫерен иртмесӗр сухал айӗн вӑрттӑн кулкаланӑ, хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе шавлӑн кӑшкӑрашса пакӑлтатнӑ, питне ҫуман ачасем Прокофий хыҫҫӑн витлесе чупса пынӑ.

Казаки сдержанно посмеивались в бороды, голосисто перекликались бабы, орда немытых казачат улюлюкала Прокофию вслед.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Пӑхӑр-ха, темскер выртать кунта» тесе кӑшкӑрашса, михӗ анине салтма тытӑнчӗҫ.

— Посмотрим, что-то лежит тут, — закричали все, бросившись развязывать.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах халь пӗр ӗҫе кӑна тума юрать тата тумалла та: кирек мӗнле хӗҫпӑшал пулсан та, ӑна алла илсе пемелле, пемелле, пемелле, — хир тӑрӑх гитлеровецсем пысӑк ушкӑнпа тискеррӗн кӑшкӑрашса, автомачӗсемпе тӑрӑлтаттарса, аманнисемпе вилнисене юр айне таптаса, пирӗн персе тӑракан салтаксене хирӗҫ пыраҫҫӗ.

Но делать можно и нужно было сейчас только одно: хватать любое оружие и стрелять, стрелять, стрелять огромная толпа гитлеровцев двигалась по полю уже с диким ревом и пальбой из автоматов, двигалась навстречу нашему огню, затаптывая в снег убитых и раненых…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунта вара салтаксем кӑшкӑрашса калаҫнине илтрӗ:

И здесь услышал крики солдат:

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Ҫук, ҫӗленсем, ун пек пулмасть!» — хӑй ӑшӗнче кӑшкӑрчӗ Юргин, хӑйӗнчен сылтӑмра та, сулахайра та пӗтӗм парк тӑрӑх салтаксем кӗрт ӑшне пута-пута, кӑшкӑрашса пӑшал пенӗ еннелле ыткӑннине курсан.

«Не-ет, гады, не выйдет!» — мысленно закричал Юргин, видя, что и вправо и влево от него, по всему парку, навстречу звукам стрельбы, перекликаясь, увязая в снегу, несутся солдаты его роты.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней