Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Аха… — терӗ Эстамп ман ҫине кулӑ палӑрма пуҫланӑ сӑнпа.— Так, — сказал он, смотря на меня с проступающей понемногу улыбкой.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫав пикене хупланӑ алӑк леш енче пукан е пукан евӗрлӗскер ӳкни, савӑт-сапа ҫӗмӗрӗлнӗ чухнехилле сасӑ, «шуйттан илтӗрех ку ҫекӗлсене» тени тилӗрчӗклӗн илтӗнет, тата тепӗртак авӑккӑн кӗмсӗртеткелесен кӗтмен ҫӗртен ҫав тери йӑрӑс пӳллӗ хӗр тухса тӑчӗ: сӑнӗнче хавхаллӑ йӑл кулӑ, ҫӳҫне хитрен ҫыхса хунӑ, янкӑр уҫӑ, тӳсӗмсӗр хура куҫӗсем тимлӗхпе йӑлкӑшаҫҫӗ, сирень сӗмлӗ чаплӑ ҫӳхе пурҫӑн кӗпепе, туфлипе, чӑлхи шупка-симӗс тӗслӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Картишсенчен автансемпе чӑхсем тухаҫҫӗ, лутра хӑйӑр картасен леш енчен сасӑсем илтӗнеҫҫӗ — кулӑ, калаҫу, йӑлӑхтармӑш та вӑрӑм чӗнӳ-йыхрав.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унӑн ӑмӑрланнӑ питне шухӑшлӑ кулӑ ҫутӑпа касрӗ, тепӗр самантранах Ганувер ӑна ҫамкинчен аялалла ал лаппипе шӑлса ывӑтрӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Халӗ эпӗ ҫак ҫынна лайӑхрах тӗпчерӗм: йӑлтӑркка хура куҫсем, хӗрлемес-кӑтра пуҫ, салху сӑн, — ун ҫинче ҫав тери черчен-хитре, кӑштах чирлӗ йӑл кулӑ ҫиҫет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ку — ҫӑмӑллӑхпа киленнӗ чухнехи туртӑнуллӑ, шӑнӑр тухнӑ манерлӗ кулӑ.Это был судорожный, конвульсивный смех человека, потрясенного облегчением.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ассунтӑн тути уҫӑлчӗ, Тинга хуравласа хускалчӗ, — ку пӗр вӑхӑтрах йӑл кулӑ ӗмӗлкине те, мӗн те пулин калас кӑмӑла та евӗрлет.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Иккӗшӗ те тата темӗн каласшӑнччӗ, пӗр вӑхӑтрах куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ те — кулӑ юхӑмӗ тепре пырса ҫапнӑран аллисемпе хевтесӗррӗн сулкалашрӗҫ.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ассунта сӑнӗ халӗ питӗ тимлӗ, илӗртӳллӗ, анчах тарӑхуллӑ пек те; кӗвӗҫӳн кӗтмен ҫӗртен килсе лекнӗ авӑкӗ хыҫҫӑнах Ассунта тӑпӑлкка пӗчӗк кӗлеткине чӗтретекен тӳлек, анчах тытса чарайми вӑрах кулӑ ҫумӑрӗ ҫутарма пуҫларӗ.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Йӑл кулӑ Блюм тӗлӗшпе мар, — сунарҫӑ ун пирки пӗр самант кӑна аса илчӗ, унтан шухӑшӗнче пуйӑсран иртсе кайрӗ те халӗ — хӑйӗнче ҫеҫ.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫӗрлехи аллея ӑмӑррӑн чӑшӑлтатни евӗрлӗ пӑшӑлтату тамалнӑ самантрах Хейль сӑнне сивлек кулӑ хупларӗ; вӑл тарӑннӑн хаш-ш! сывларӗ те — уҫӑмлӑн, анчах малтанхилли тӳлек сасӑпах калаҫма пикенчӗ:
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Унта та кунта пӗр-пӗрне савакансем курӑнаҫҫӗ — сӑнӗсем хумханчӑк, ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑтӑнса, пӗр-пӗрин ҫумне ачашшӑн, анчах сӑпайлӑн тӗршӗнсе уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, пӗшкӗне-пӗшкӗне чечек татаҫҫӗ; ларакансем пуҫӗсемпе пӗрлешнӗ; вӗсен пӳрнисем ҫыхланнӑ, юрату ӗмӗт-тӗлленӗвӗн чеченлӗхне палӑртса — сӑн-пичӗсене куҫкаланчӑк кулӑ ҫутатать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Сӑнӗнче ҫав тери кӑмӑллӑ кулӑ ҫиҫсе илчӗ те — Джис ӑна кулӑпах хуравларӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Жильӑн капмар кӗлетки, уйрӑмах вара чылай хушӑ ҫул ҫӳресе калӑпланнӑ вашават утти, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ӳчӗ, хумханнипе карӑннӑ пит-куҫӗ тата хӑй сисмесӗрех йӑлкӑшса пыни, — ҫак кулӑ ҫав тери тӑкӑска, салхуран та салху ипохондрика та илӗртӳллӗн ҫаврӑнса пӑхтарӗччӗ, — ҫаксене курнӑран ҫул ҫӳревҫе иртен-каян нумай ҫын тӗсеме пикенчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Сӑн-питӗнче ӑнланмалла марри пӗрре — кулӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Тепӗр чухне шӑнтма е вӗрилентерме пуҫлать, — куншӑн савӑнатӑп: ҫак самантсенче манӑн лару-тӑрӑвӑн сивлек-тӗксӗм капанӗ кӗленче евӗр витӗр курӑнса, йӑлтӑртатса юхать тейӗн, янкӑр ҫутӑ пӳлӗмсем пек — фантазипе шанчӑк ҫиҫеҫҫӗ, унта хаваслӑ кулӑ янӑрать; е мана сӳрӗклӗх пусӑрӑнтарать, ҫакӑн чухне аса илӳсене путатӑп.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах Ван-Конет харсӑрлӑх тӑрӑмӗнчен тухайман-ха, ҫавӑнпах-тӑр ывӑлӗн кӑмӑллах мар пӑтӑрмахӗ асне килнӗ май старикӗн сарӑ шӑлӗсен хушшинчен йӗкӗлтевлӗ кулӑ сарӑлчӗ, ҫакӑ, ахӑртнех, — ҫак кун унӑн шӑмӑ сыппи чирӗллӗ философийӗшӗн юлашки парне.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн пысӑках мар хура куҫӗсенче сисӗни-сисӗнми кулӑ мӗлтлетрӗ те вӑл алӑка шӑппӑн хупрӗ — унсӑрӑн лазаретӑн пӗрлехи уйрӑмӗн надзирателӗ калаҫӑва итлеме пултарать, унтан кравать ҫине Давенант урисен вӗҫне ларчӗ, ӑна лӑпкӑ пулма тата шанма ыйтса пуҫне сӗлтрӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Консуэлӑран кулӑ хӑпмасть.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пуҫне пӗксе вӑл пулас упӑшкине куҫ айӗн тӗсет: Ван-Конет чӗнмест, сӑнӗнче тӗксӗм кулӑ, тимлӗхне пуҫтарма хевте ҫитереймест, шурсах кайнӑ, хӗре ӑшӗнче киревсӗр сӑмахсемпе ятлать, япӑх кӑмӑллӑ, аптӑранипе калаҫмашкӑн тытӑнса тӑракан Хуареца ылханать; акӑ тинех Консуэло амӑшӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.