Поиск
Шырав ĕçĕ:
Стар чи ансат меслете хута ячӗ — шурӑ йӑхӑн тӗрлӗ-тӗрлӗ кулли: ачаш кулӑ, юморлӑ тата лирикӑллӑ-туйӑмлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ кулӑ, тата, юлашкинчен, пит-куҫне сиктеркелерӗ-хуҫкаларӗ, — ку шанӑҫа кӗме кирлӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Эпӗ Моллин юлашки куллине ас туса юлса тухса утрӑм; кулли — вӑтам хаваслӑхри, ӑшӑ шӳтлӗ кулӑ теме те юрать; вара «Порт трибунӗ» хӑна ҫуртне ҫул тытрӑм, унта манӑн Дюрока кӗтсе илмелле, анчах — вӑт хӑрушла тӗлӗнтермӗш! — Гро тетепе тӗл пултӑм.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унӑн ача куҫӗсем пек куҫӗсем ман ҫине малтанхи вӑхӑтсенче тӗл пулнӑ чухнехи пекех тӳсмелле мар пӑхатчӗҫ, вӑл куҫсенче мана кулӑ пур пек курӑнатчӗ те, ҫав кулӑ тӑрӑхлакан кулӑ пек туйӑнатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл ырханланса кайрӗ, ҫырӑ куҫӗсем сивӗрех пӑхма пуҫларӗҫ, анчах хӑй ӗлӗкхи пекех савӑнӑҫлӑ та маттур, ӗлӗкхи пекех кӗл тӗслӗ мӑйӑхӗ айӗнче ача кулли пек кӑмӑллӑ кулӑ пытанса тӑрать: «Акӑ вӑл, Никита Мальцев! Мӗнле вӑл! Ку пуҫламӑшӗ кӑна-ха, малалла мӗн пулӗ, — ҫуркунне эпир буденновецсемпе тупӑшӑпӑр ак» — тенӗ пек туйӑннӑ ҫав кулӑ.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн тути ҫинче кулӑ вылять; кулли хӗрӳ туйӑмлӑ мар, куҫӗсем Обломов кӑмӑлне тултарасшӑн пулса шывланман кулли уншӑн, упӑшкишӗн илӗртӳллӗ, ыттисемшӗн пуриншӗн те кӑмӑллӑ; вӑл Обломов ҫине ҫеҫ ӑшшӑн пӑхать, ыттисем ҫине именчӗклӗн те ҫиллессӗн пӑхать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чи кирли – хаваслӑ кулӑ пур ҫӗрте те янӑрани, ачасен ӑшӑ кулли пурсӑмӑра та янравлӑн кӑмӑла ҫӗклени, мирлӗ пурнӑҫ яланах тӗнчере хуҫаланни», – тенӗ вӑл.
«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar
Икӗ пӳртӗн икӗ чӳречинче те икӗ кулӑ — кӑмӑллӑ кулӑ ҫиҫет.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Павӑл, сассӑр куллине кӑлтӑрмачла кустарса ярса, тутине ейсех пӑрахрӗ, Лена пит-куҫне те, ирхи кӗрен чечек пек уҫӑлнӑ тутинче ҫеҫкеленсе, каллех хӳхӗм кулӑ сӗртӗнсе илчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Тем тесен те Ахтупай хӑйне пуклак чӗлхеллӗ этем тесе шутлать, вӑл ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсемпе калаҫма, шӳт тума, тавлашма е пӗр-пӗр япала ҫинчен сӳтсе явма пачах пӗлмест, урамра-мӗнте хӑй калаҫнинчен ытларах ҫынсене итлеме юратать; Ятламас патне вӑл ҫывӑха пыма та шикленет, мӗншӗн тесен купӑс ӑсти чӗлхерен ҫав тери талпас, тем ҫинчен каласа кӑтартма та пултарать, кулӑ ҫук ҫӗртен кулӑ тупать, ӑҫтан кӑна чӗлхи ҫаврӑнать-тӑр унӑн!
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Джессин шурӑ шӑлӗсен хушшине выртнӑ апат хускалма чарӑнчӗ, урисенчен пуҫласа пуҫӗ таранчченех ҫавӑра-ҫавӑра хӗре кулӑ силлет; ҫӑварне чиксе хунине чӑмласа ҫӑтса яма та, кӑларма та вӑйӗ юлмарӗ, ӳсӗресрен хӑранипе хӗп-хӗрлӗскер — Джесси акӑ куллине те, ҫӑмартине те сӗтел ҫине чӑхлаттарса пӑрахрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑна тинкерекен этем йӗрӗнтермӗш ҫак сӑнӑн куллине тунсӑхлӑн кӗтет ахӑр; чӑнах та — кулӑ пит-куҫа улӑштарать: пирӗн умра — кахал те чее ҫын.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл хӑй мӗн калас тенине тепӗр чух каласа ҫитереймест, ҫавӑнпа та хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне манӑн ыйтупа йӑл куллисенчен пӗринпе ҫыхӑнтарчӗ, ҫак кулӑ уҫӑмлӑн ҫапларах евитлет:
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн кӑра, уҫӑмсӑр сӑнӗнче кулӑ — кулӑ пуҫламӑшӗ — палӑрчӗ.На его крутом, замкнутом лице выступила улыбка — начало улыбки.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Консуэло ӑшӑ кулӑпа ҫиҫет, унтан кӑштах тӗксӗмленчӗ, вара каллех, хӗвел пайӑркисен хушшинчи ҫулҫӑсен ирхи вӑййилле, сӑнне телейлӗ кулӑ ҫутатса ҫупӑрларӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӗсен тӗп паллӑ пур: ахаль кулӑ; кулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен кулӑшла, урӑх нимӗн те; юнашар пуррисене нимӗнпе те хакламан-палӑртман кулӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Вӑл хӑйӗн тӗлӗнмеллерех куллипе йӑлкӑшса кӗтесре тӑрать, ҫак кулӑ — сывлӑх сунӑмпа хӑрату хушшинче иккӗленсе аптӑракан ҫын аллине уҫӑмлах мар вылятни евӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сергей Иванович унӑн куҫӗсемпе ӑнсӑртран тенӗ пек тӗл пулать те ҫавна асӑрхать: ҫав куҫсенче халь-халь вӗҫсе каяс пек, халь-халь хӑйӗнчен хӑй пытанас пек ҫӑмӑл кулӑ, йӗкӗлтӳллӗ кулӑ выляса илет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Дипломата шывпа пӗрӗхес пулать, — терӗ кӗтмен ҫӗртен Дубков, ман ҫине йӑлтӑр кулӑпа пӑхса, ҫав кулӑ мана йӗкӗлтенӗ пек, сутӑнчӑкла пек туйӑнчӗ, — унсӑрӑн вӑл ленчӗрех кайнӑ!
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хама мӗн каланине итленӗ май, манӑн питӗм ҫине илемле, телейлӗ тата хампа хам кӑмӑллине палӑртакан тӑрлавсӑртарах кулӑ ирӗксӗртенех чечекленсе тухнине туйрӑм, кунсӑр пуҫне ҫакнашкал кулӑ хам кампа калаҫатӑп, ҫавсен пичӗсем ҫинче пуррине асӑрхарӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пӗлнӗ тата пӗлмен чӗлхесен хутӑшӑвӗсенче пӗр кулӑ кӑна уҫӑмлӑн илтӗнсе тӑрать, ҫав кулӑ пурин те пӗр пек тата ӑна пурте ӑнланаҫҫӗ.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.