Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каснӑ (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чух кӳршӗ-аршӑсем Хветута ҫакӑншӑн самаях ятланӑччӗ, хамӑра каламаллаччӗ, хамӑр каснӑ пулсан, Паласкасра миҫе ҫӗнӗ мунча пулатчӗ тенӗччӗ.

Помоги переводом

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Михаля тӗнче каснӑ ҫын-ха, ӑна-кӑна пӗлекенскер, Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ, партие те унтах кӗнӗ. Калаҫма пултарать. Эппин, Ленинпа пӗр чӗлхе тупатех», — терӗҫ теприсем.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӗмрен те ӑна комсомолецсемпе ҫамрӑксен пухӑвӗсене ҫӳреме чаратпӑр, — ҫивӗч ҫӗҫӗпе каснӑ пек касса хучӗ вӑл.

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар, шӑрши аван мар тесе, сысна тислӗкне картишне кӑларасшӑн пулман, витен пахча енне пысӑк мар чӳрече каснӑ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан хӗрсе кайнӑ вӑхӑтра хан хӗҫне ҫапса ӳкернӗ те вӑйлӑн кӑна мӑйран туртса каснӑ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗмӗл тӑрӑхӗнчи пӗр ялта ҫӗр каснӑ чух элчӗсем ку таврари пӑтӑрмахла ӗҫсем ҫинчен тата нумай илтрӗҫ.

Помоги переводом

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗҫ-пӑшал ҫитменнипе чулсемпе те пенӗ, сенӗкпе те чикнӗ, пуртӑпа та каснӑ.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрман каснӑ, йывӑҫ турттарнӑ, чул-кирпӗч пушатнӑ хушӑра тахӑш вӑхӑтра ӗлкӗреҫҫӗ ӑстасем хӑйсем валли йӑва ҫавӑрма.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Купӑста пуҫне каснӑ пек касатӑп мана хирӗҫ ҫӗкленнӗ ҫынсен пуҫӗсене.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турачӗ мӗнлереххине курас тесе каснӑ тӗле пуртӑ сӑмсипе чакаласа пӑхрӑм.

Помоги переводом

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Каснӑ ӑвӑс, хурӑн, ҫӑка тункатисене ҫиелтен каллех пуртӑпа тикӗслерӗ те черниллӑ кӑранташпа сӑрларӗ, вара ҫул ҫаврашкисем ку йывӑҫсен те чип-чиперех палӑракан пулчӗҫ.

Помоги переводом

Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.

Халь кӑна каснӑ йывӑҫсен ҫул ҫаврашкисем питӗ лайӑх палӑрса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.

Унтан ватӑ хырӗсене каснӑ.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Инҫех те каймарӑмӑр, ватӑ хырсене каснӑ уҫланка пырса тухрӑмӑр…

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Суран яланах каснӑ ҫӗртен ыратать.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

— Ӗлӗкех каснӑ пеккине лартса пымалла пулнӑ…

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Повар сӑмахӗсем чӗрене ҫӗҫӗпе каснӑ пекех туйӑнса кайрӗҫ.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӑрман каснӑ тейӗн ҫав.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫӗҫӗпе чӗрсе каснӑ картсене юр тулнӑран саспаллисем палӑрмарӗҫ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хӗрлӗ хӑю каснӑ пулин те, вӑл ачасене халех йышӑнмӗ: вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлеме лицензи илсе ӗлкӗреймен.

Хотя красная лента и перерезана, он не сразу примет детей: образовательное учреждение не успело получить лицензию для своей работы.

Ача пахчине... ачасене кӗртмен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33596.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней