Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каснӑ (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать-ха, хӗҫ вӗҫӗ ҫеҫ тивнӗ, ӳтне ҫеҫ каснӑ.

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ сахал мар тӗнче каснӑ: кам мӗнлине пӗрре курсах пӗлетӗп.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер пупсене вӑрман каснӑ ҫӗре илсе ҫитерчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Виҫҫӗмӗшӗ ӑна хура ҫӑкӑр чӗллине ытла хулӑм каснӑ пек туйӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку юланутҫи ҫӳҫне нумай пулмасть кӑна каснӑ курӑнать.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таса, тӳрӗ кӑмӑллӑ, эпӗ шутланӑ пек, тахҫан-тахҫан хӗҫ йӑтса тӑшман пуҫне сахал мар каснӑ ҫын умӗнче, — хуравларӗ Аҫтӑрхан майӗпенрех.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑвапине каснӑ чухне, — пӗлтерчӗ вӑл пурте илтмелле, — «Аҫу пек ҫирӗп те вӑйлӑ, ӗҫчен пул, тырпул акса тума та, аллунта пуртӑ тытма та, выльӑх-чӗрлӗх усрама та, тӑшманпа кӗрешме те пултар. Патька-патша пек ӑслӑ, пархатарлӑ, ҫынсемпе тарават, ырӑ кӑмӑллӑ пул. Вӗсем сан ҫинчен ӗмӗр ырӑ сӑмах кӑна калаччӑр», — терӗм.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑвапине каснӑ хыҫҫӑн ачана тухатнӑ шывпа пӗрӗхеҫҫӗ, унтан ӑвӑ тӗтӗмӗпе тӗтӗреҫҫӗ, — мунчара мӗн пулассине каласа пама тытӑнчӗ Хусанкка.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑна чӗринченех лектертӗм пулас: тӗпрен каснӑ йывӑҫ пек лаплатса ӳкрӗ.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ывӑлӗн кӗске каснӑ ҫырӑ ҫӳҫӗнчен ачашла-ачашла илет.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпир таврӑннӑ ҫӗре Гульсум тукмаҫ — каснӑ салма тӑвать, амӑшӗ хуранай хурса ларать.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӳҫне ҫавринкке каснӑ.

Помоги переводом

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫерҫи-салакайӑкӑн «хурах» апачӗ ӳкнӗ ҫӗрте, лӳпем ҫӗр ҫинче, каснӑ туратсен, ытти турат-тӗрет купи выртать, юнашарах такам тивертсе янӑ пӗлтӗрхи ҫулҫӑсен кӑвайчӗ алхасать.

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Лӗх-лӗх-лӗх… — лӗхлетсе илчӗ вӑл (малти катӑк шӑлӗ те самаях сарӑхнӑ), алапаш пиншакӗн кӗсйинчен пуҫлӑ сухан кӑларса ӑна ҫӗҫӗпе ҫурмаран каснӑ май.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лаша хӳри пек хытӑ ҫӳҫне шӑртла каснӑ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Ҫапла, ҫапла, ҫавӑ, каснӑ хӳре, вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ ҫул пӗрремӗш экзамен тытнӑ кун хӑйӗн юлташӗн, Бодров Аркадин, паттӑрла ӗҫӗ ҫинчен сӑмах пытарнӑскер»…

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑкран инҫех те мар клиентсене пӗр шелсӗр таптаса каясла пысӑк хӑвӑртлӑхпа нольсемпе пуҫланакан номерлӗ «тойота» ҫӑмӑл автомашина ҫитсе чарӑнчӗ, унтан, мӑраланса, шыҫам, шӑлан ҫырли питлӗ, йӗкӗр янахлӑ, куҫӗ тӗслех тӗм хура ҫӳҫне кӗске шӑртла каснӑ,ҫӑмпа лавсанран тӗртнӗ пусмаран ҫӗленӗ куҫа ӗмекен хура костюм, хӑмӑрпа симӗс ылмат-хутӑш йӑрӑмлӑ кӗпе, урине лакпа витнӗ хура туфли тӑхӑннӑ, вӑтӑралла хӑвалакан кутамас арҫын тухрӗ, алӑка шалтлаттарса хупрӗ, хӑрӑм тӗслӗ яр-яр галстукне тӳрлетсе илчӗ, вара кӗмӗл питӗркӗчӗллӗ хура дипломатне сулмаклӑн сулкаласа, офисалла танлӑн танкӑшрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тар каснӑ кӗпене, ҫухине ярханах ярса, кӑкӑр тӗлӗнчен тытса силлекелесе илтӗм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Утнӑ май сисмесӗрех куҫӑма пӗр пек ҫӳллӗшре тип-тикӗс каснӑ акаци йывӑҫҫисем хушшинче темӗнле шурӑ пӑнчӑ вӗлтлеткелени хӑй еннелле палт ҫавӑрттарчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Лапракассине ҫитиччен лартса каймӑр-ши? — кӗскен каснӑ «ылтӑн» ҫӳҫӗн пӗр пайӑркине каялла тачӑрах шӑлса вырттарса, яри уҫӑ кӑмӑллӑн чӗвӗлтетсе илчӗ хӗр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней