Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗт сăмах пирĕн базăра пур.
йӗкӗт (тĕпĕ: йӗкӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никам та, ытлашши пӑлханса кайнипе, патька-патша ячӗпе калаҫакан йӗкӗт ытла ҫамрӑккине, кӳсе иккенне асӑрхамарӗҫ те.

Помоги переводом

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫивчӗ чӗлхеллӗ йӗкӗт кунта та аптӑраса ӳкменнине курса, пурте ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Маттур йӗкӗт аллинче ҫивчӗ хӗҫ, ҫирӗп анкар, лайӑх ухӑпа туп-тулли ҫӗмренлӗ укҫу пулмалла.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрӑм пӳллӗ йӗкӗт маларах тухрӗ те: — Патька-патша, Хусанкка сана ырӑ хыпар пӗлтересшӗн, — терӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тимофей тата вӑрӑм пӳллӗ, хӗсӗк куҫлӑ йӗкӗт шала кӗрсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хускалми выртакан йӗкӗт ӳтне ҫӗре хучӗ те вӑл васкавлӑн ун анкарне тытрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗт хӗре хресчен патши Ҫӗрпу хули ҫине килме шутланине хӑй Хусанкка утаманпа пӗрле Ҫавал тӑрӑхӗнчи пуянсемпе улпутсене типшар кӑтартса ҫӳренине кӗскен каласа пачӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫывӑхра никам та ҫук-и? — хуравлас вырӑнне ыйтрӗ йӗкӗт.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ш-ш! — пӳрнисене ҫӳлелле ҫӗклесе шӑпланма хушрӗ ӑна йӗкӗт.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвасен хыҫӗнчен йӗкӗт пуҫӗ курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шикленмесӗр, ӗненӳллӗн йӗкӗт ҫине пӑхрӗ.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Укаслу! — чӗнчӗ каллех йӗкӗт.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Укаслу, — майӗпен чӗнчӗ ҫав вӑхӑтра хӗр патне ҫывхарнӑ йӗкӗт.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тапӑра ҫитсенех учӗ ҫинчен лаплатса ӳкнӗ паттӑр йӗкӗт.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Маттур йӗкӗт — чун савни Тухмасть унӑн чӗринчен, Ҫинҫе ҫинче паллашни Нимрен паха ӗмринче…

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Ак та йӗкӗт Актупай, Ӑсӗ-тӑнӗ пит нумай»…

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Эх, кинемей, кинемей, Пӗр-ик сӑмах пупле-хе, — Ытла йӗкӗт Еркиней.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вырӑсӗ, чӑвашӗ, ҫармӑсӗ те пур: Пур те ҫивӗчӗ те, йӗкӗт те, маттур: Ҫӗр ӗҫлекенсен юнӗпе шӳнисем, Халӑх пурлӑхне кӳпсе кайнисем…

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑт эс кала: сан киле пӗр-пӗр каскӑн паттӑр йӗкӗт пырса кӗрес, кулач пек кӑпӑшка арӑмна вӑрласа тухса каяс, ун вырӑнне сӗтел ҫине акт текен хут хурса хӑварас пулсан — мӗн тунӑ пулӑттӑн?

Помоги переводом

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, класс алӑкӗ кӑри-и-ик уҫӑлчӗ — класа хӑйӑклата-хӑйӑклата, алӑк янахӗнчен тӳнк! такӑнса, кӗре сӑн-питлӗ, йӗрлӗ-йӗрлӗ хура костюм, теветкел хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ яклашка йӗкӗт кӗрсе тӑчӗ, йӑскӑн хура куҫӗсемпе пурне те алчӑравлӑн хыпашласа ҫаврӑнчӗ, вара пӗр пушӑ партта хушшине пырса ларчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней