Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗт сăмах пирĕн базăра пур.
йӗкӗт (тĕпĕ: йӗкӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗкӗт калама чарӑнчӗ те, хӑйӗн калавӗ мана мӗнле кӑмӑла кайнине пӗлесшӗн пек пулса пулӗ, ман ҫине тӗплӗн пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Йӗкӗт чӗнмерӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Тата икӗ кунтан каяҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем, халь тутӑр вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ-ха, — терӗ йӗкӗт повестка илнисем ҫинчен.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Йӗкӗт эпӗ кам пулни ҫинчен тата вӗсен районне мӗн ӗҫпе килни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Апла пулсан, пӗрле кайӑпӑр, манӑн та унта ҫитсе килмелле-ха, — терӗ йӗкӗт.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫур ҫухрӑм пек утсан, мана пӗр сарӑ ҫӳҫлӗ ҫинҫешке ҫамрӑк йӗкӗт хӑваласа ҫитрӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ун хыҫҫӑн ҫирӗм ҫулти паттӑр йӗкӗт лӑпланать, ҫапах та шӑппӑн пӑшӑлтатать:

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вилтӑпри — пӗччен, ҫӗр ӑшӗнче ятсӑр йӗкӗт выртать, вӑл ӗнтӗ нихҫан та, нихҫан та ура ҫине тӑрса тухаймӗ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗри, лутрарах, анчах йӗкӗт пулса ҫитнӗскер, каярахпа Аньӑран рояльпе калама ыйтрӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ун патне Герасим Федотович, талпиҫенпе утхӳри тунисенчен такӑна-такӑна утаканскер, вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗт пекех хӑюсӑррӑн ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович ҫунман сигарета ӗме-ӗме Тураевсен тӗлне ҫывхарнӑ чух вӗсен юман юпаллӑ чӗнтӗрлӗ хапхинчен ҫирӗм пиллӗкрен иртнӗ яштака йӗкӗт ҫивӗччӗн вӑркӑнса тухрӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Манӑн алӑ-ура та ӗҫшӗн тунсӑхла пуҫларӗ, — хутшӑнчӗ калаҫӑва ҫӳхе мӑйӑхлӑ ҫап-ҫамрӑк йӗкӗт.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн — тӑватӑ йӗкӗт, Аҫтӑрхан, Атлай, Имшук, Тимофей-хусах, хӗр-полковникӗн ҫывӑх юлташӗсем, пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗт пекех ларса пырать Укаслу урхамахӗ ҫинче.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл час-часах хӑйӗн ҫийӗнчи йӗкӗт тумне хывса пӑрахасси пирки шухӑшларӗ.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей кунта аманнӑ йӗкӗт пур терӗ.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗлетӗп сан патна нумай маттур йӗкӗт килӗ.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсен ял хӗрӗ, тӑлӑх-турат, йӗкӗт тумне тӑхӑнса ҫар ертсе, манихвес илсе килни пурне те тӗлӗнтерчӗ те, савӑнтарчӗ те.

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн ҫӳрес маттур йӗкӗт пулса, Мӗншӗн ҫӳрес маттур, ай пулса, Хамӑр савнисене илмесен?..

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эпех тӗрӗс мар, — терӗ йӗкӗт. — Эпех тӗрӗс мар. Ыран ирех Ишмука кун ҫинчен пӗлтерес, ыран ирех…»

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней