Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аялта речӗ-речӗпе вуллисене шурӑпа сӑрланӑ лутра улма йывӑҫҫисем курӑнаҫҫӗ.под которым правильными рядами стоят низкие яблони, обмазанные чем-то белым!
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Утӑм кайӑк пек чӑмрӗ турат хушшипе; йӗплӗ хулӑ йывӑҫҫисем ман тум-тире йӑлтах ҫурса пӗтерчӗҫ, карагачӑн типӗ турачӗсем питрен ҫапӑнса юлаҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Улпут ҫурчӗ патне ҫывхарсан, вӑл сад йывӑҫҫисем хушшипе тахшин, шурӑ платье тӑхӑннӑскер, вӗлтлетсе иртнине асӑрхарӗ.Подъехав к господскому дому, он увидел белое платье, мелькающее между деревьями сада.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
12. Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ; 13. эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем, 14. нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк; 15. пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид хальхинче те Турра тархасланӑ, Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: вӗсем патне тӳррӗн ан кай, вӗсенчен пӑрӑн та пурҫӑн йывӑҫҫисем енчен пыр; 15. пурҫӑн йывӑҫҫисем тӑрринче ура сасси пек сасӑ илтӗнсессӗн ҫапӑҫӑва кӗр, ку ӗнтӗ филистимсен тапӑрне пӗтерме Турӑ сан умна тухни пулӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсем ҫине херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан чечексем каса-каса ӳкернӗ.35. И вырезал на них херувимов и пальмы и распускающиеся цветы и обложил золотом по резьбе.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫу йывӑҫҫинчен тунӑ алӑкӑн икӗ хупӑлчи ҫине те херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан чечексем каса-каса ӳкернӗ те ылтӑнпа сӑрнӑ; херувимсене те, пальмӑсене те ылтӑнпа витнӗ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫуртӑн пӗтӗм стени ҫине, икӗ пӳлӗмӗн стенисем ҫине те йӗри-таврах херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан ҫеҫкесем каса-каса ӳкернӗ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хирам вара Соломон патне ҫапла калама ҫынсем янӑ: эсӗ ман патӑма мӗн калама янине эпӗ тӑнласа итлерӗм, кедр йывӑҫҫисемпе кипарис йывӑҫҫисем тӗлӗшӗнчен ху мӗн кӑмӑл тунине пӗтӗмпех тӑвӑп; 9. ман чурасем ӑна Ливанран тинӗс хӗррине турттарса анӗҫ, эпӗ ӑна сулӑсем ҫине тиесе тинӗспе эсӗ кӑтартнӑ вырӑна илсе ҫитерӗп, ҫавӑнта пушатса купалӑп, эсӗ ҫавӑнтан илсе кайӑн; анчах хӑв та тивӗҫтерсем ман кӑмӑла: ман килӗм валли тырӑ кӳрсе тӑмалла ту, тенӗ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: хирӗҫ ан тух, хыҫалтан ҫаврӑн та пурҫӑн йывӑҫҫи ӳсекен ката енчен пыр; 24. пурҫӑн йывӑҫҫисем ҫийӗн ҫын утнӑ пек сасӑ илтсессӗн хускал, ҫавӑн чухне филистимсен ҫарне пӗтерме сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, тенӗ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ырӑ ҫӗре — шывсем юхса выртакан, айлӑмсенче кӳлӗсем сарӑлса выртакан, тусенчен ҫӑлкуҫӗсем тапса тӑракан ҫӗре — илсе каять, 8. [унта] ҫав ҫӗршывра — тулӑ, урпа, иҫӗм, смоква тата нар йывӑҫҫисем, ҫав ҫӗршывра — ҫу йывӑҫҫисем тата пыл, 9. унта хӑвӑн ҫӑкӑрна ытлӑн-ҫитлӗн ҫийӗн, унта ҫитменлӗх мӗнне пӗлмӗн, унти чулра тимӗр тупӑн, унти тусенчен пӑхӑр ката-ката кӑларӑн.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.