Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртаҫҫӗ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗккисем иккӗшӗ юнашар выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑш-пӗр ҫӗрте халӗ те сӳнме ӗлкӗреймен вутпуҫҫисем ерипен йӑсӑрланса выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Турник ҫывӑхӗнчех пӗр пӑт, икӗ пӑт таякан пукансем выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулла унта пӗҫ кӑкӗ таран утӑ, майра кӗпҫи, кӑшкарути, вӑкӑр хӳри тата ытти тӗрлӗ ҫимелли курӑксем ӳсеҫҫӗ, темиҫе ҫӗрте лӑк-тулли пулӑллӑ тӗпсӗр кӳлӗсем (ҫынсем вӗсене ҫапла калаҫҫӗ) йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӗсем тахҫанах юр ҫинче юн юхтарса выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан керменӗнче пищальсем, тупӑ етрисем, сӑнчӑрсем, тимӗр тӑлӑсем купаланса выртаҫҫӗ тет.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юн сурса выртаҫҫӗ халь килӗсенче.

Помоги переводом

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепре пычӗ — чашӑк ҫинче кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑсем кӑна выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрисем, чирлӗреххисем ӗнтӗ, хӳме ҫумӗнче выртаҫҫӗ, теприсем сӗтел хушшинче ҫырса ларакан тиек умӗнче кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ӗнтӗ пирӗн стрелецсен виллисем Булак тӗпӗнче выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта та кунта ҫынсем апат ҫисе лараҫҫӗ, ҫывӑрса выртаҫҫӗ, ҫӑпата хуҫаҫҫӗ, пыйтӑ вӗлереҫҫӗ, ушкӑнпа ахӑрса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Витрене эпӗ ҫав самантрах чупса пырса тытрӑм, анчах ҫук ӗнтӗ, тумлам шыв юлман, пулӑсем ҫӗр ҫинче пӑлт! пӑлт! кӑна сиккелесе выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Акӑ, малтан ҫухалнӑ ҫӑмартасен хупписем те кунта выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Ак инкек: вӗллен тӗпӗ йӑви-мӗнӗпех тухса ӳкнӗ, ҫӗмрӗк вӗлле патӗнче тӑватӑ чӗпӗ хӑранипе пӗри те тепри ҫӑварне уҫса: «Ан тив мана! Ан тив!» — тенӗ пек выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Хӑй кунта, чӗпӗсем патне килсен, аванах лектеретпӗр ӑна; акӑ, чулсем те ҫывӑхрах выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Хӑш самантра мӗн пулса иртнине асӑрхамарӑм, анчах пӑхатӑп та, ман «харсӑр» туссем пӗри пӗр тӗм хыҫне, тепри курӑк ӑшне «чӑмнӑ», мӑч хупнӑ куҫӗсене уҫса пӑхма хӑраса выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Пысӑк та ҫаврака ҫулҫисем шыв ҫинче такам юри сарса тухнӑ пек выртаҫҫӗ, ҫулҫисем хушшине шап-шурӑ чечек папакӗсем шӑкӑри тухса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Апат ҫинӗ хыҫҫӑн пурте нар ҫине тӑсӑлса выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Уҫланкӑ темех те ҫук ӑна: унта та кунта касса янӑ йывӑҫсем, утӑ лавӗ пысӑкӑшех купаласа хунӑ чӑрӑш лӑссисемпе хыр турачӗсен куписем выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫыранта кӗпе валашкипе ӗнесене шӑвармалли юман валашка юнашаррӑн выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней