Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӗрлешӳллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗрлешӳллӗ (тĕпĕ: пӗрлешӳллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрлешӳллӗ ырлӑх Бюровӗн ним ӗҫ те ҫук, кантуртисенчен хӑшпӗрисем яланхи пекех килти ӗҫсем ҫинчен сӑмах ваклаҫҫӗ.

Неотложных дел в канцелярии департамента коммунального благоустройства не было, и чиновники вели, как всегда, разговор, обычный в кругу семьи.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ҫуркунне санӑн сухаҫсемпе пӗрле пурӑнмаллаччӗ ӗнтӗ, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра мӗнле ӗҫлемеллине кӑтартса памаллахчӗ, хӑвӑн та сухалама вӗренмеллеччӗ, ку вӑл колхоз председателӗшӗн сиенлӗ мар.

Я так понимаю, что с весны тебе надо было пожить с пахарями, преподать им пример, как надо в общем хозяйстве работать, да и самому научиться пахать, это дело для председателя колхоза невредное.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр кунне, февралӗн 4-мӗшӗнче, колхозниксен пӗрлешӳллӗ пухӑвӗнче, пурте пӗр сасӑпах кулаксене килйышӗсемпех Ҫурҫӗр Кавказ крайӗнчен кӑларса ямалла тесе йышӑнчӗҫ.

На другой день, 4 февраля, общее собрание колхозников единогласно вынесло постановление о выселении из пределов Северо-Кавказского края кулацких семей.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн пирки ӗнтӗ сире пӗрлешӳллӗ пурнӑҫпа улӑштаратӑп та.

Через это и меняю вас на общую жизнь.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн пулӗ-ши ӗнтӗ ыран пӗрлешӳллӗ пухура?

Что же завтра на обчем собрании будет?

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун ҫинчен эпӗ сире ҫакна калама пултаратӑп: эпӗ Российӑри социал-демократла рабочи партийӗн членӗ, большевиксен фракцийӗнчен, кунта сирӗн патӑра Одессӑри пӗрлешӳллӗ комитетран килтӗм.

На это могу вам ответить, что я есть член Российской социал-демократической рабочей партии, фракции большевиков, посланный сюда к вам от Одесского объединенного комитета.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Вӗренекенсемпе вӗрентекенсен, кунта ӗҫлекенсен пӗрлешӳллӗ пухӑвӗ пырать, — тем пӗлтерес пек каларӗ повар.

— Собрание всех учащихся, преподавателей и служебного персонала, — так же загадочно сказал повар.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ывӑлӗ авлансан Варвари пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Кашни мероприяти ял ҫыннишӗн, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра ырми-канми вӑй хураканшӑн пулнӑ.

Помоги переводом

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

Ҫапла вара тӑватӑ ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗ хыҫҫӑн пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ӑна 1972 ҫул вӗҫӗнче хута яма хевте ҫитернӗ-ҫитернех.

Помоги переводом

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

Ҫав ҫулсенче Суворов ячӗпе хисепленекен пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ертӳҫи Василий Павлов строительство ӗҫӗсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Помоги переводом

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

Иртнӗ ырӑ вӑхӑтри К.Маркс ячӗпе хисепленекен пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхӑн автопарк территорийӗнчи тайлӑк хапха-карта, юхӑннӑ кӗлет-склад, управ тӗлӗнчен те куҫсене хупса иртме пулмарӗ – хуҫалӑх саланнине, арканнине каламасӑрах ӑнланса илме пултарӗ кирек кам та.

Помоги переводом

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Пысӑк шанчӑкпа кӗтнӗ Июлӗн Тӑваттӑмӗше те питӗ ӑнӑҫсӑр иртрӗ: ҫумӑр чашлаттарчӗ, процесси пулмарӗ, тӗнчери чи чаплӑ ҫын (Том шутланӑ тӑрӑх), мистер Бетон, Пӗрлешӳллӗ Штатсен чӑн-чӑн сенаторӗ, ӑна питӗ кӑмӑлсӑр хӑварчӗ, ҫирӗм пилӗк фут ҫӳллӗш улӑп пулмарӗ вӑл, ытти ҫынсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть.

Даже славное Четвертое июля вышло не совсем удачным, потому что дождик лил как из ведра, процессия не состоялась, а величайший человек в мире, как полагал Том, настоящий сенатор Соединенных Штатов Бентон ужасно разочаровал его, потому что оказался не в двадцать пять футов ростом, а много меньше.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Ӗмӗрех Пӗрлешӳллӗ Штатсен президенчӗҫем пуличчен эпир пӗр ҫулталӑк хушши Шервуд вӑрманӗнче вӑрӑ-хурахсем пулса ҫӳрӗттӗмӗр», — тесе ҫирӗплетрӗҫ вӗсем йккӗшӗ те.

Они говорили друг другу, что скорее согласились бы сделаться на один год разбойниками в Шервудском лесу, чем президентами Соединенных Штатов на всю жизнь.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсен экономикине ура ҫине тӑратас тесех пулӗ иртнӗ ҫулсенче районти хуҫалӑхсенче 51 гектар ҫинче хӑмла плантацийӗсем йӗркеленӗччӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Ҫак аркану пуҫланиччен районти пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем ҫулсерен сухаламалли ҫӗрӗн кашни гектарӗ пуҫне 6-7-шер тонна органикӑлла удобрени хыватчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Паян, космос ӗмӗрӗнче, тимӗрҫӗ лаҫҫине пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсене йӗркелес тапхӑрпа ҫыхӑннӑ кинофильмсенче кӑна куратӑн.

Сегодня, в космический век, кузницу ты увидешь только в кинофильмах связанных с эпохой создания коллективных хозяйств.

Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ҫапах унӑн та юн шайӗнче сыхланса юлнӑ сисчӗвленӳ пур: ҫывӑх ҫыннисем пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх йӗркеленнӗ, Хрущев хуҫаланнӑ тапхӑрсене кӳренӳллӗн аса илни ҫынсен асӗнче юлнах: выльӑх шутне е усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗн виҫине кура налука пысӑклатмӗҫ-и?

Помоги переводом

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

1992-1998 ҫулсенче Апас районӗн администраци пуҫлӑхӗ, каярах 2005 ҫулччен Пӑва районӗн тата Пӑва хулин администраци пуҫлӑхӗ – Пӑвари халӑх депутачӗсен пӗрлешӳллӗ канашӗн председателӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ҫуралнӑ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ял ҫыннин ыйту тухса тӑрать: унӑн е уйрӑм хуҫалӑха уйрӑлса тухса фермер пулмалла, е хӑйне тивекен ҫӗр лаптӑкне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха памалла та унчченхиллех ӗҫлемелле.

Перед селянином встает вопрос: или же ему отделиться отдельным хозяйством и стать фермером, или же свою земельную долю дать объединенному хозяйству и работать как прежде.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней