Поиск
Шырав ĕçĕ:
31. Пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫре тӑнӑ чухне вӗсен акӑ мӗн йӑтса ҫӳремелле: кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсене, унӑн каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене 32. тата картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, вӗсен таврашӗнчи мӗнпур япалана, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; вӗсем йӑтса ҫӳремелли япаласене ячӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр; 33. Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче тумалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑйсем ӗҫре тӑнӑ чухне тата ҫӗклемсем йӑтмалла чухне Гирсон килӗ-йышӗ тумалли ӗҫсем акӑ ҫаксем: 25. вӗсен кӗлӗ чатӑрӗн ҫивиттине, пуху чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, ӑна ҫиелтен витмелли кӑвак сӑран ҫивиттине тата пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнти чаршава йӑтса ҫӳремелле 26. тата картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра тытнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава тата вӗсен вӗренӗсене, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; тата вӗсен таврашӗнче мӗн тумаллине пурне те вӗсем ӗҫлесе тӑмалла; 27. кирек мӗнле ҫӗклем йӑтнӑ чухне те, кирек мӗнле ӗҫ тунӑ чухне те Гирсон ывӑлӗсен хӑйсем ӗҫлес ӗҫе Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хушнипе туса пымалла, хӑйсем йӑтса ҫӳрекен мӗнпур япалине пӑхса усрама та вӗсенех хушӑр; 28. Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ; Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Гирсон ывӑлӗсен аллине ҫак япаласене пӑхса усрама памалла.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 18. Кааф йӑхне левитсем хушшинчен пӗтерсе ан пӑрахӑр, 19. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пынӑ чухне вӗсем чӗрӗ юлччӑр, ан вилччӗр тесессӗн, эсир акӑ мӗн тӑвӑр: Ааронпа унӑн ывӑлӗсем пыччӑр та вӗсене кашнине хӑйӗн ӗҫӗ вырӑнне, хӑйӗн ҫӗклемӗ умне тӑратчӑр; 20. вилес мар тесессӗн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн саккун арчи патне пымалла мар, ӑна витнине курмалла мар, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кааф ывӑлӗсем [ҫак левитсем хӑйсен ӑрӑвӗпе, хӑйсен килӗ-йышӗпе] пуху чатӑрӗнче ӗҫлемелли ӗҫ акӑ: вӗсен Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме йӑтса ҫӳремелле.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ Гирсон ывӑлӗсен ячӗсем, ӑру пуҫӗсем: Ливни тата Шимей.18. И вот имена сынов Гирсоновых по родам их: Ливни и Шимей.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ Левий ывӑлӗсен ячӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. акӑ Эпӗ Израилӗн вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗсем вырӑнне Израиль ывӑлӗсен хушшинчен левитсене илтӗм [вӗсем ҫавсем вырӑнне пулӗҫ]; левитсем Манӑн пулмалла, 13. мӗншӗн тесессӗн малтан ҫуралнисем пурте — Манӑн; Эпӗ Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнӑ мӗнпур ывӑл ачана пӗтерсе тухнӑ кун Израилӗн малтан ҫуралнисене — этемрен пуҫласа выльӑх таранах — Хама халалларӑм; вӗсем Манӑн пулмалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сирӗнпе пӗрле пулмалли ҫынсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Елицур, Шедеур ывӑлӗ; 6. Симеон йӑхӗнчен Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ; 7. Иуда йӑхӗнчен Наассон, Аминадав ывӑлӗ; 8. Иссахар йӑхӗнчен Нафанаил, Цуар ывӑлӗ; 9. Завулон йӑхӗнчен Елиав, Хелон ывӑлӗ; 10. Иосиф ывӑлӗсенчен: Ефрем йӑхӗнчен Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; Манассия йӑхӗнчен Гамалиил, Педацур ывӑлӗ; 11. Вениамин йӑхӗнчен Авидан, Гидеоний ывӑлӗ; 12. Дан йӑхӗнчен Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ; 13. Асир йӑхӗнчен Пагиил, Охран ывӑлӗ; 14. Гад йӑхӗнчен Елиасаф, Регуил ывӑлӗ; 15. Неффалим йӑхӗнчен Ахира, Енан ывӑлӗ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать, те: 3. Израиль килӗнчи ҫынсенчен [е сирӗн пата ютран килсе хутшӑннисенчен] кам та пулсан тапӑрта пӑру е сурӑх, е качака пуссассӑн, е кам та пулсан тапӑр тулашӗнче пуссассӑн, 4. ӑна Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ умӗнче Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасассӑн, [пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е ҫӑлӑнӑҫ парни — Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне — кӳме илсе пымасассӑн е кам та пулин тапӑр тулашӗнче, пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасӑр пуссассӑн,] ҫав ҫын ҫинче юн пулӗ: вӑл юн тӑкнӑ, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 5. ҫавӑнпа та Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хирте пусакан парнисене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, священник патне, илсе пыччӑр та вӗсене Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парнийӗ кӳме пусчӑр; 6. юнне священник пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине сирпӗтӗ, ҫӑвне Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳме ҫунтарса ярӗ: 7. вӗсем, йӗрӗхсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрекенскерсем, малашне хӑйсен парнисене йӗрӗхсене ан кӳччӗр.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫын хӑйӗнчен юхса тухнине пула тасамарланни ҫинчен калакан [саккун] акӑ ҫакӑ: унӑн ӳтӗнчен юхса тухаканни юхать пулсассӑн е ҫав юхаканни ӳтӗнче чарӑнса-тытӑнса тӑрать пулсассӑн, ҫакӑ унӑн тасамарлӑхӗ пулать; 4. ҫавӑн пек ҫын выртнӑ кирек мӗнле вырӑн та таса мар; кирек мӗнле япала та, ун ҫине [вӑрлӑхӗ юхакан ҫын] ларсассӑн, таса мар; 5. кам унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 6. кам та кам ӳтӗнчен юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫине ларать, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 7. кам та кам юхтарса ҫӳрекен ҫыннӑн ӳтне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 8. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын таса ҫын ҫине сурсассӑн, таса пулнӑ ҫыннин тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 9. кирек мӗнле лав та, ун ҫинче юхтарса ҫӳрекен ҫын ларса пынӑ пулсассӑн, [каҫченех] таса мар [пулӗ]; 10. ҫав чирлӗ ҫын айӗнче пулнӑ пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; ҫав япалана ҫӗклесе каякан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 11. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын, аллине шывпа ҫумасӑр кама та пулин сӗртӗнсессӗн, ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 12. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын тӑм савӑта сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫӗмӗрмелле, йывӑҫ савӑт-сапана кирек хӑшне те шывпа ҫумалла, [вара таса пулӗ].
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Тӗрлӗ тилҫе чирӗ ҫинчен, кукша чирӗ ҫинчен, 55. тумтир ҫинчи тата кил-ҫуртри тилҫе ҫинчен, шыҫӑ ҫинчен, тимре ҫинчен тата шатра ҫинчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ — 56. ӑна ҫав япаласем хӑҫан тасипе хӑҫан таса маррине кӑтартмашкӑн панӑ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑйне тасатмалла чухне юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, тилҫе чирӗпе чирленӗ ҫын тӗлӗшпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ, тенӗ.32. Вот закон о прокаженном, который во время очищения своего не имеет достатка.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. тилҫе чирӗпе чирлӗ ҫынна тасатмалла пулсассӑн, ун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна священник патне илсе пырӗҫ; 3. священник тапӑр тулашне тухӗ, тилҫе чирӗпе чирлекен ҫын тилҫе чирӗнчен сывалнине курсассӑн, 4. священник тасалакан ҫын валли икӗ таса чӗрӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип, иссоп илсе пыма хушӗ, 5. унтан священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлне тытса пусма хушӗ; 6. хӑй вӑл чӗрӗ вӗҫен кайӑкне, кедр йывӑҫне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, иссопне илӗ, ҫакна тата чӗрӗ вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тӗлне тытса пуснӑ вӗҫен кайӑк юнӗпе йӗпетӗ; 7. унтан тилҫе чирӗнчен тасалакан ҫын ҫине ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, вара ҫав ҫынна таса тейӗ, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хире вӗҫтерсе ярӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Ҫӑм тумтир е йӗтӗн тумтир ҫинчи, е кумӑ, е ураҫҫи ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи тилҫе чирӗ ҫинчен, ҫав япаласем тасине е таса маррине мӗнле пӗлтермелли ҫинчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ, тенӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсенчен сирӗншӗн акӑ мӗн-мӗн таса мар: каюра, шӑши, калтапа унӑн ӑрӑвӗ, 30. анака, хамелеон, летаа, хомет тата тиншемет — 31. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчунран ҫаксем сирӗншӗн таса мар: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Шыври мӗнпур чӗрчунран акӑ ҫаксене ҫийӗр: вӑл ҫырмара пурӑнать-и, тинӗсре-и, юханшывра-и, ҫуначӗпе хуппи пулсассӑн — ҫийӗр; 10. шывра ишсе ҫӳрекеннисенчен, шывра пурӑнаканнисенчен — вӗсем тинӗсре-и, ҫырмара-и — хӑшӗн те хӑшӗн ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, вӗсем пурте сирӗншӗн ирсӗр; 11. вӗсем сирӗншӗн ирсӗр пулмалла: вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисенчен йӗрӗнӗр; 12. ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, шывра пурӑнакан пур чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Аарон Моисее каланӑ: акӑ вӗсем паян Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хӑйсенӗн ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳчӗҫ, маншӑн ҫавӑн пек килсе тухрӗ; ӗнтӗ эпӗ паян ҫылӑхшӑн кӳнӗ парнене ҫиес пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫамӑра юрӑхлӑ пулӗ-ши? тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Моисей] вара Елеазарпа Ифамара — Ааронӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене — питӗ хытӑ ҫилленнӗ, вӗсене каланӑ: 17. мӗншӗн эсир ҫылӑх парнине сӑваплӑ ҫӗрте ҫимерӗр? вӑл аслӑ сӑваплӑ япала-ҫке! ӑна сире халӑх ҫылӑхӗсене каҫарма, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатма панӑ; 18. акӑ унӑн юнне сӑваплӑ вырӑна шала илсе кӗмен, мана хушнӑ пек, сирӗн ку парнене сӑваплӑ ҫӗрте ҫимеллеччӗ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.