Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ вара — сирӗн хушшӑрта ӗҫлесе тӑракан тарҫӑ пек.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӑшӗ аслӑ — кӗрекере лараканни-и, ӗҫлесе тӑраканни-и? кӗрекере лараканни мар-и вара?27. Ибо кто больше: возлежащий, или служащий? не возлежащий ли?
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Фарисейӗ кӗлтума тӑрсан хӑй ӑшӗнче ҫапла каласа кӗлтунӑ: «эй Турӑ! тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратаканскер, хур тӑваканскер, аскӑнланса ҫӳрекенскер мар, ҫакӑ куланай пухакан пек те мар: 12. эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, мӗнпур ӗҫлесе тунинчен вуннӑмӗш пайне Турра паратӑп» тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ниепле чура та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрне курайми пулӗ, е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл ашшӗне ҫапла хуравласа каланӑ: «акӑ эпӗ миҫе ҫул саншӑн ӗҫлесе пурӑнатӑп, нихӑҫан та санӑн сӑмахунтан иртмен эпӗ; ҫапах та эсӗ мана тусӑмсемпе савӑнмашкӑн нихӑҫан та качака путекки те памарӑн; 30. ку ывӑлу, хӑй пурлӑхне аскӑн хӗрарӑмсемпе ҫӳресе салатса пӗтернӗскер, килнӗ те, уншӑн эсӗ ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарнӑ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ питӗ ватӑлса ҫитнӗ хӗрарӑм пророк пулнӑ; качча кайсан вӑл упӑшкипе ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ; 37. ҫав сакӑрвун тӑватӑ ҫулхи тӑлӑх карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр, типӗ тытса, кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ: 68. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ; 69. Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ — 70. ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ, 71. пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ; 72-73. Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ: 74. эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр, 75. пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пушхирте Вӑл тискер кайӑксем хушшинче хӗрӗх кун пурӑннӑ; унта Ӑна шуйттан сӑнанӑ; Ӑна ангелсем ӗҫлесе тӑнӑ.13. И был Он там в пустыне сорок дней, искушаемый сатаною, и был со зверями; и Ангелы служили Ему.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара шуйттан Ун патӗнчен каять, — акӑ ӗнтӗ ангелсем пынӑ та Иисуса ӗҫлесе тӑнӑ.11. Тогда оставляет Его диавол, и се, Ангелы приступили и служили Ему.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫавӑнпа та ӗҫлекенсем пурте усӑсӑр ӗҫлеҫҫӗ: 47. вӗсем мӗн ӗҫлесе тунипе ют ҫӗр ҫыннисем усӑ курӗҫ, вӗсенӗн пурлӑхне ҫаратса пӗтерӗҫ, вӗсенӗн ҫурчӗсене аркатӗҫ, вӗсенӗн ывӑлӗсене чурана кӑларӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен ачисене тыткӑнра та выҫлӑхра ҫуратаҫҫӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӗр ӗҫлесе, акса тӑракан никам та юлмӗ.25. Не останется никого, кто возделывал бы землю и сеял на ней.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Капӑрлат хӑвӑн пит-куҫна: 55. аскӑн ӗҫӳпе ӗҫлесе илесси — ӑшунтах санӑн; ҫакӑншӑн тивӗҫли ҫитӗ сана.54. Украшай твое лице. 55. Мзда блудодеяния твоего в недре твоем; за то и получишь ты воздаяние.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Чӗрӗ юлнисем вара хулана аркатнисемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑнӗҫ.45. а те, которые останутся подвластными ему, будут служить тем, которые навели страх.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Санӑн аслӑ пукану хаклӑран та хаклӑ, Санӑн мухтавна пӗлсе ҫитереймӗн, Санӑн умӑнта ҫилпе вутра ӗҫлесе тӑракан Ангелсен ҫарӗ чӗтресе тӑрать, Санӑн сӑмаху — тӗрӗс, Эсӗ калани — тавлашусӑр чӑнлӑх, 22. Эсӗ хушни — ҫирӗп, Эсӗ хӑрушӑ тытса тӑратӑн, куҫупа тӗпсӗр вырӑнсене типӗтсе хӑваратӑн, Санӑн ҫиллӳ тусене ирӗлтерсе ярать, Санӑн чӑнлӑху ӗмӗр-ӗмӗре пырать!
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
98. Ҫиччӗмӗшӗ мӗн асӑннинчен пуринчен те чаплӑрах пулӗ: вӗсем ӗнтӗ пӗр иккӗленмесӗр савӑнӗҫ, ҫирӗппӗн шанса тӑрӗҫ, пӗр хӑрамасӑр хӗпӗртенӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем пурӑннӑ чухне Камшӑн ӗҫлесе тӑнӑ, Ҫавӑн сӑнне курма васкӗҫ, Унран вӗсем асла кӑларакан ырӑлӑх илӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
89. Пурӑннӑ чухне вӗсем темӗн тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе Ҫӳлти Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсене, Саккун Параканӗн саккунне тӗрӗс-тӗкел упрас теекенсене, кашни сехетрех хӑрушлӑх сыхласа тӑнӑ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Тӑваттӑмӗш кунхине Эсӗ хӗвеле ҫиҫсе ялкӑшма, уйӑха ҫутатма, ҫӑлтӑрсене хӑйсен вырӑнне вырӑнаҫса тухма хушнӑ, 46. тата вӗсене пултарма палӑртнӑ этемшӗн ӗҫлесе тӑма хушнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. эсир ун чухне ҫапла каларӑр: «Эсӗ пире ҫак пушхире мӗншӗн илсе килтӗн — вӗлерсе пӗтерме-и? ҫак пушхирте виличчен египетсене ӗҫлесе пурӑнни лайӑхрахчӗ пирӗншӗн» терӗр.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.