Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каласа (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пурне те хӑй шухӑшласа кӑларнӑ пулин те, епле тӗлӗнмелле каласа кӑтартатчӗ-ха!

Он все выдумывал, но как интересно!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн ҫинчен те пулин е каласа паратчӗ вӑл, е вулатчӗ.

Он просто рассказывал что-нибудь или читал.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малаллине калас тесен, каласа хурам, председательте эпӗ начарах ӗҫлемерӗм.

Забегая вперед, могу сказать, что я был неплохим председателем.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чухне медицина ҫинчен каласа та хӑйне хӑй пӳлет вӑл: — Ҫӑрттан пулӑ пуриншӗн те усӑллах мар, ӑша йывӑрлатать вӑл, — тет.

Иногда он перебивает себя медицинскими примечаниями: — Щука не всякому полезна. Отягчает желудок.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла ӗнтӗ, вӑл пирӗн кӑвайт патне тӑнӑ та авал мӗнле ҫини ҫинчен каласа парать.

Итак, он стоит у нашего костра и рассказывает, как ели в старину.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ каласа пама килӗшмесӗр алӑк патнелле утрӑм.

Я не стал рассказывать и пошел к дверям.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Туркестанах ҫитсе курнӑ пулсан, татахчӗ хуть, каласа парсан та юратчӗ.

Если бы мы дошли до Туркестана, тогда другое дело.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман каласа парас килмерӗ: ара хӑйне мӗнле пысӑка хурать те вӑл.

Мне не хотелось ей рассказывать: уж больно она задавалась.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя ҫав сӗтел патне тенкел лартрӗ те аллине сӗтел ҫине, пуҫне алли ҫине хурса: — Ну, каласа пар? — терӗ.

Катя подвинула к нему стул, села, устроилась, поставив под голову руку, и сказала: — Ну, рассказывай.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна Петькӑпа иксӗмӗр Туркестана кайни, Мускава килсе лекни ҫинчен каласа патӑм.

Я ей рассказывал, как мы с Петькой пошли в Туркестан и застряли в Москве.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петькӑна курас тесе хам епле тунсӑхласа ҫитнине каласа та парас ҫук.

Не могу передать, как я скучал без Петьки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вуланӑ хушӑрах тата кӑвакала нимӗҫле капла та, французла ҫапла калаҫҫӗ тесе каласа кӑтартатчӗ.

Мимоходом она сообщала нам, что по-немецки утка так-то, а по-французски так-то.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав кӑвакал ҫинчен вара виҫӗ урокра та каласа паратчӗҫ: географипе те, ҫутҫанталӑк ҫинчен вӗреннӗ чухне те, вырӑсла вӗреннӗ чухне те.

Это были сразу три урока: география, естествознание и русский.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мӗнле вӗрентнине чӑннипе каласа та парас ҫук.

Право, мне даже трудно объяснить, чему она нас учила.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Максимыч тата Палашӑна сире вӑл ҫапӑҫу чух хуларан тухнӑ вӑхӑтсенче тӑтӑшах аякран курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Палаша слышала также от Максимыча, что вас он часто издали видит на вылазках.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Господа, саккунлӑ йӗрке тӑрӑх каласа, хӑвӑр шухӑшӑрсене пӗлтерӗр, — терӗ генерал.

Господа, подайте голоса ваши по законному порядку.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Каласа парӑр-ха пире хӑвӑр шухӑшӑра!

Cкажите нам ваше мнение!

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ тӑтӑм та, малтан кӗскен Пугачевпа унӑн шайки ҫинчен, унтан самозванец лайӑх хӗҫпӑшала хирӗҫ тӑма пултараяс ҫук тесе, хамӑн сӑмаха ҫирӗплетсех каласа патӑм.

Я встал и, в коротких словах описав сперва Пугачева и шайку его, сказал утвердительно, что самозванцу способа не было устоять противу правильного оружия.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Каласа парӑр ха эсир пире хӑвӑр шухӑшӑрсене.

— Извольте объяснить нам ваше мнение.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пурте вырнаҫса ларса, кашнин умнех пӗрер стакан чей лартса панӑ хыҫҫӑн, генерал ӗҫ ҫинчен тата лайӑх ӑнланмалла каласа пачӗ: — Халӗ ӗнтӗ, господасем, — терӗ генерал, — пӑлхавҫӑсене хирӗҫ мӗнле кӗрешесси пирки сӑмах татмалла.

Когда все уселись и всем разнесли по чашке чаю, генерал изложил весьма ясно и пространно, в чем состояло дело: — Теперь, господа, — продолжал он, — надлежит решить, как нам действовать противу мятежников.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней