Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫынни (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫар ҫынни тесе эп пит пӑхсах тӑмастӑп, — ватник тӑхӑннӑ ҫын турткалашнӑ, анчах Мажаров ӑна ҫирӗп тытнӑ.

А то ведь я не погляжу, что военный, — ватник рванулся, но Мажаров железной хваткой держал его.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл тулашӗнчен те ҫар ҫынни пек пулман, ҫар тумӗ ӑна яштака та тӑпӑл-тӑпӑл вӑрҫӑччен пачах та ҫар ҫынни пулманнипе уҫӑмлӑрах палӑртнӑ ҫеҫ: симӗс гимнастерки, ҫурӑм ҫинче мӑкӑрӑлса, сарлака пиҫиххи айӗнчен хутламӑн-хутламӑн тухса тӑнӑ; кӑпӑшка та ҫутӑ хӑмӑр ҫӳҫне пусса лапчӑтайман картусӗ пуҫ ҫинче ламсӑр та куштанла ларнӑ; ҫутӑ харшӑллӑ куҫлӑхӗ вара сарлака янах шӑммилӗ пичӗ ҫинче пачах та вырӑнсӑр пек туйӑннӑ; тен, унӑн кӑшт айванрах пит-куҫӗнче ҫирӗплӗхпе тӳсӗмлӗх пулманран ҫапла курӑннӑ пулӗ вӑл.

Он даже внешне мало походил на военного человека, форма не делала его стройным, подтянутым, она лишь подчеркивала его глубоко штатский вид: гимнастерка защитного цвета коробилась на спине, большими раструбами торчала из-под широкого ремня; неуклюже и ухарски сидела на голове фуражка, не в силах примять пышные каштановые волосы; и уж совсем неуместными казались на широкоскулом лице очки в светлой роговой оправе, может быть, потому, что лицо его с несколько неопределенным и наивным выражением было лишено той непреклонности и сдержанности.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл лаша патне чупса пычӗ те урхалӑха хӑвӑртрах пушатса ячӗ (хула ҫынни ун пек хӑвӑрт тума пултарас ҫук темелле), чӳлӗкне салтрӗ, йӗвене карт! туртса пушатрӗ, лашана ура ҫине тӑратрӗ.

Он подбежал к лошади, с непривычной для городского жителя сноровкой быстро отпустил подпругу, рассупонил ее и, рванув на себя узду, поднял лошадь на ноги.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Е ҫынни ҫавнашкал-и эсӗ?

Или у тебя уж натура такая?

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынни ватӑ, уксах, ларас пулнӑ килте…

Старый и хромой человек, ему бы вся статья дома сидеть…

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эх, эс те! — Разведка командирӗ вара, — Ставрополь ҫынни, патша ҫарӗнче унтер-сверхсрочник пулнӑскер, чаҫран киле ҫара ҫерҫи пек пырса кӗресси мӗн пек йывӑррине хӑй тӳссе курнӑскер, — сарлака кӑкӑрӗ ҫумӗнчен чылаях йывӑр вӑчӑраллӑ сехет вӗҫерчӗ, каларӗ:

— Эх, ты! — И командир разведки — ставрополец, в прошлом унтер-сверхсрочник, сам не раз ходивший домой из старой армии в отпуск, знавший на опыте, как горько являться из части голодранцем, — снял со своей широкой груди часы и невероятно массивную цепку, сказал:

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫук, эпӗ строй ҫынни мар.

Нет, я не строевой.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пулӑшу ыйтма килсеччӗ-и? — ыйтрӗ Григорий, Кавказ ҫынни аллине чӑмӑртаса ыраттарнӑшӑн тарӑхнине халӗ те ирттереймесӗр.

— За помочью прибегал? — обратился Григорий, все еще неприязненно ощущая на ладони рукопожатие кавказца.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Каргин ҫынни — йӑхӗ-несӗлӗ тӑрӑх казак мар Петр Семиглазов коммунист пулчӗ.

Это был каргинский коммунист из иногородних, Петр Семиглазов.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун умӗнче ҫамрӑках мар сӑнла Тепикински станица ҫынни, шинелӗн ҫухи ҫинче сӳсленчӗк хӑмач татӑкӗсем ҫеҫ юлнӑ шурӑ ҫӳҫлӗ, ҫинҫе кӑкӑрлӑ казак тӑчӗ.

Перед ним стоял немолодой казак Тепикинской станицы, белобрысый, узкогрудый, с клочьями красного банта на отвороте шинели.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрҫӑ ҫынни унран — чикан пачӑшкӑна ларнӑпа пӗрех.

Из него вояка, как из цыгана поп.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӑн Кӑмрӑк ҫынни курнӑ, ырӑ мар килеҫҫӗ, тет.

Человек видал с Большого Громка, рассказывал, будто нехорошо идут.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эрне ҫурӑ отпускра пулатӑп та, унтан правленине каймалла, тен, фронтах яраҫҫӗ пулӗ, — терӗ самаях хӗрӗнкеленӗ Степан, сӑмахсене сахалтарах ют ҫӗршыв ҫынни пек хуҫкаласа калаҫма пуҫласа.

Отпуск имею себе на полторы недели, а там являться в правление и, небось, на фронт, — говорил Степан, хмелея и понемногу утрачивая заграничный свой выговор.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫынни ҫук ҫырма.

— Писать некому.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Либераллӑ интеллигенцие тата ҫакӑ ҫырлахтарнӑ: Краснов генерал ҫарпа муштра ҫынни ҫеҫ мар, кунпа пӗрлех, хӑть мӗн каласан та, вӑл писатель пекки пулнӑ; унӑн офицерсен пурнӑҫӗнчен илсе ҫырнӑ калавӗсене хӑй вӑхӑтӗнче «Нива» ҫумӗнче тухнӑ кӗнекесенче килӗштерсе вуланӑ; эппин, писатель-тӗк, — мӗнле пулсан та, культурӑллӑ ҫын-ҫке-ха.

Либеральную интеллигенцию удовлетворяло то обстоятельство, что Краснов не только генерал, человек строя и военной муштровки, но как-никак и писатель, чьи рассказы из быта офицерства с удовольствием читались в свое время в приложениях к «Ниве»; а раз писатель, — значит, все же культурный человек.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Чунне турра панӑ Калединран лайӑххине — ҫӳлти патшалӑха кайтӑр вӑл! — тупса пулмасть, — ассӑн хашлатса ячӗ кӑвак сухаллӑ Шумилин ҫынни.

— Лучше покойного Каледина — царство ему небесное! — не сыскать, вздохнул сивобородый шумилинец.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суворов ҫынни нумай ҫӗре ҫитнӗ, тӗрӗссине нимӗн те пӗлеймен.

Обходит суворовский посланец войска, никак не добьется истины.

Смелый капитанӑн роти // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Пудрӑ — тар мар, кӑтра — тупӑ мар, ҫивӗт — хӗҫ мар, эпӗ нимӗҫ мар, сирӗн сиятельствӑ, эпӗ чӑн-чӑн вырӑс ҫынни! — унтан парадран пӑрахса кайнӑ.

— Пудра — не порох, букли — не пушки, коса — не тесак, а я не немец, ваше величество, а природный русак! — и уехал с парада.

Пудра — пӑшал тарӗ мар // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

«Ӑҫтан санран ҫар ҫынни пултӑр? — кулнӑ унран ашшӗ.

«Ну где же тебе быть военным! — смеялся над ним отец.

Пӗрремӗш пайӗ. Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Суворов мӗн ачаранах ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗ.

Суворов с детства мечтал стать военным.

Пӗрремӗш пайӗ. Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней