Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ячӗпе (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Христос турӑ ячӗпе, хӑта!

— Ради господа Христа, сват!

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Бонд капитан хӑй ячӗпе тата Ошэн капитан ячӗпе хӑйсене Килӗшӳ держависенчен Дон тӑрӑхӗнчи лару-тӑру ҫинчен пӗлме официаллӑ йӗркепе хушса яни ҫинчен Дон атаманне пӗлтерме кирлӗ тесе шутлать.

— Капитан Бонд от своего имени и от имени капитана Ошэна уполномочен заявить донскому атаману, что они являются официально посланными от держав Согласия, чтобы узнать о том, что происходит на Дону.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вешкирен хушнӑ — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ лешӗ Мишка амӑшӗ хутор пухӑвӗнче чӗркуҫҫи ҫине ӳксех Стариксене тархасланӑ-мӗн те, лешсем вара Михаил Кошевоя, вӑл килӗнче ҫемьене тӑрантаракан пӗртен-пӗр ҫын пулнӑ май, хутор халӑхӗ ячӗпе атарщика яма ыйтса приговор ҫырнӑ.

— Получено распоряжение из Вешек, — неохотно ответил тот, оказалось, что Мишкина мать, ползая на коленях на хуторском сборе, упросила стариков, и те написали от общества приговор с просьбой Михаила Кошевого как единственного кормильца в семье назначить в атарщики.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Паллах, ун ячӗпе конференцисем ирттереҫҫӗ, анчах ку ман шутпа ҫителӗксӗр.

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Хамӑн ҫырӑва вӗҫленӗ май, ман ҫакна каласа хӑварас килет, атте ҫурални 75 ҫул та, 100 ҫул та иртсе кайрӗ, 1990 ҫулта 120 ҫул ҫитет, анчах Шупашкарта ун ячӗпе пӗр палӑк та ҫук, пӗр урам ячӗ ҫеҫ.

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Вавилов мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ: вӑл анне ячӗпе аттене 1929 ҫулта член-корреспондента суйлани пирки справка ярса пачӗ, президент ман пата та: «Хисеплӗрен те хисеплӗ Виктор Никоваевич!..», — тесе ҫырчӗ.

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Умӗн кӗскен калани: 1988 ҫулхи майӑн 25-27-мӗшӗсенче Н.И. Ашмаринӑн ывӑлӗ Виктор Николаевич (отставкӑри ветеринари службин гварди подполковникӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II ушкӑнри инваличӗ, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ) Совет Союзӗн Министрсен Совечӗн Председателӗ Н.И. Рыжков ячӗпе Мускава ҫыру ҫырса янӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Раҫҫей салтакӗсен ячӗпе кунашкал эрех ӗҫнӗшӗн ҫылӑх пулас ҫук.

Не грех за российского солдата такое винцо выпить.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӗсем темиҫе кун Нютӑна пӑхӑнса ирттернӗ, унтан Рындинпа Лаптев мӗн пур арҫын ачасен ячӗпе Суворов патне пынӑ.

Побыли они несколько дней в подчинении у Нюты, а потом Рындин и Лаптев обратились к Суворову с жалобой от всех ребят.

Шкул // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унтан, Дураццо хулинчен, палланӑ ҫынсен ячӗпе Каргин хуторне Албанири кӑвак ту-сӑртсене ӳкернӗ, тӗлӗнмелле штампсем ҫапса тултарнӑ почта карточкисем килсе тӑма пуҫлаҫҫӗ.

Оттуда, из Дураццо, приходили в Каргин на имя знакомых его почтовые карточки с голубыми нагорными видами Албании, со странными штемпелями.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Помоги переводом

Йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2020/03/13/vrio ... ravlyaet-s

Ялти активистсем ветерансен юхӑмне аталантарас, ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас ӗҫсемшӗн грамотӑсемпе тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ, шкулта вӑй хуракан хӗрарӑмсем Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе парнесем илчӗҫ.

Сельские активисты удостоились грамот и благодарственных писем за патриотическое воспитание молодежи, развития движение ветеранов, женщины, которые трудятся в школе, получили подарки к 8-му Марта.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Вӗсенчен пӗри, лутра кӑна шӑлсӑр старика, тӑрӑхласа панӑ ячӗпе — Шӗпӗн мучи тенӗскер — хуторта ӗмӗр тӑршшӗпех суд тӑрӑх сӗтӗрӗннипе паллӑ пулса тӑнӑ.

Один из них, мелкий беззубый старичонка, по уличному прозвищу Сморчок, был известен тем, что всю жизнь сутяжничал.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Дон ревкомӗ ячӗпе сире — хӑвӑра шанса панӑ икӗ сотньӑпа пӗрле халех позицирен тухма, тӑшмана сылтӑм флангран ҫавӑрса илме хатӗрленсе, кунтан курӑнакан ҫил арманӗнчен сулахай енчи участока тип ҫырма тӑрӑх юртӑпа васкаса кайма хушатӑп…

Приказываю вам именем Донского ревкома с двумя вверенными вашему командованию сотнями сняться с позиций и спешным аллюром идти в обхват правого фланга противника, имея направление на участок, что виден отсюда, немного левее ветряка, по балке…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Революци ячӗпе пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫлама хушатӑп!..

Именем революции приказываю немедленно подчиниться!..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казак чаҫӗсен питӗ пӗчӗк пайӗн представителӗ кӑна пулса тӑракан Ҫарпа революци комитечӗ мӗн пур чаҫсен, ҫитменнине тата пӗтӗм казаксен ячӗпе требованисем лартма пултараймасть.

Являясь представителем только незначительного числа казачьих частей, Военно-революционный комитет не имеет права предъявлять требования от имени всех частей, а тем более — от имени всего казачества.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксен ҫарпа революци комитечӗн депутацийӗ Атамански, 44-мӗш, 28-мӗш, 29-мӗш полксем, 16-мӗш, 27-мӗш, 23-мӗш, 8-мӗш чаҫсем, 2-мӗш запасной полкпа 43-мӗш полк, 14-мӗш уйрӑм сотня, 2-мӗш ҫуран ҫар батальонӗн 6-мӗш гвардейски, 32-мӗш, 28-мӗш, 12-мӗш, 13-мӗш батарейисем тата Каменскинчи вырӑнти команда ячӗпе тӑратнӑ требованисене сӳтсе явнӑ май, Дон ҫинчи Ҫар Облаҫӗн Ҫар правительстви чи малтанах правительство облаҫри мӗн пур казаксен представителӗ пулса тӑни ҫинчен пӗлтерсе хурать.

Войсковое правительство Войска Донского, обсудив требования Военно-революционного казачьего комитета, представленные депутацией комитета от имени Атаманского, Лейб-казачьего, 44-го, 28-го, 29-го, частей 10-й, 27-й, 23-й, 8-й, 2-го запасного и 43-го полков, 14-й отдельной сотни, 6-й гвардейской, 32-й, 28-й, 12-й и 13-й батарей 2-го пешего батальона и каменской местной команды, — объявляет, что правительство является представителем всего казачьего населения области.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каледин ирӗк панипе, залри халӑх ячӗпе георги хӗресӗн тӑватӑ степенне те илнӗ кавалер, ахаль казакранах подъесаула ҫитнӗ Шеин тухса калаҫрӗ.

С разрешения Каледина из публики выступил подъесаул Шеин, георгиевский кавалер всех четырех степеней, из рядовых казаков дослужившийся до чина подъесаула.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулеметчиксенчен пӗри революцилле казаксен ячӗпе делегацие халех арестлеме хистет.

Один из пулеметчиков от имени революционных казаков требовал ареста делегации.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Саккӑр. Рагулин Стефан Петровича — Рощенски районӗнчи Усть-Невински станицинчи Буденный ячӗпе тӑракан колхоз председательне тӑватҫӗр сакӑрвунӑ гектар ҫинчен кашни гектартан вӑтӑршар центнер кӗрхи тулӑ илнӗшӗн».

«Восемь. Рагулину Стефану Петровичу — председателю колхоза имени Буденного станицы Усть-Невинской Рощенского района, получившему урожай озимой пшеницы тридцать центнеров с гектара на площади четыреста восемьдесят гектаров».

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней