Поиск
Шырав ĕçĕ:
Давид ӗнтӗ Аннон патне, ӑна ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӑпатса лӑплантармашкӑн, элчӗсем янӑ; Давид тарҫисем Аммон ҫӗрне, Аннон патне, ӑна йӑпатса лӑплантарма пырса ҫитнӗ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид патша Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, мана ҫаплах ҫӗклемешкӗн камах ӗнтӗ эпӗ, мӗнех ӗнтӗ манӑн килӗм?
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вӗсем, ятран ҫырӑннӑскерсем, унта Иуда патши Езекия вӑхӑтӗнче пырса ҫитнӗ, унти куҫса ҫӳрекенсене те, пӗр вырӑнта пурӑнакансене те аркатса тӑкнӑ, вӗсене яланлӑхах тӗп туса вӗсен вырӑнне йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унта вӗсем валли кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем пулнӑ.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах та ҫиччӗмӗш уйӑхра кунта Исмаил — Елишама ывӑлӗн Нефанийӑн ывӑлӗ, патша йӑхӗнчен тухнӑскер — вунӑ ҫынлӑ ушкӑнпа пырса ҫитнӗ те Годолийӑна тапӑннӑ, ӑна вӗлернӗ, унпа пӗрле Массифӑра пулнӑ иудейсене те, халдейсене те вӗлерсе тухнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн тарҫи — пырса ҫитнӗ, 9. вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур кил-ҫурта та ҫунтарса янӑ, чи пысӑк ҫуртсене аркатнӑ; 10. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вавилон патши Навуходоносор унта чурисем хулана ҫавӑрса илсессӗн пырса ҫитнӗ.11. И пришел Навуходоносор, царь Вавилонский, к городу, когда рабы его осаждали его.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем, тапранса тухса, Иерусалима пырса ҫитнӗ; каллех тапранса тухса, пир-авӑр шуратмалли хире каякан ҫул ҫинче, Тури пӗвен шыв ҫулӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара унта Самарирен куҫарса килнӗ священниксенчен пӗри пырса ҫитнӗ.28. И пришел один из священников, которых выселили из Самарии,
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Патша, Дамаскран таврӑнсассӑн, парне вырӑнне асӑрханӑ, патша парне вырӑнӗ умне пырса тӑнӑ, ӗнтӗ ун ҫинче парне кӳнӗ; 13. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене тата тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳнӗ, эрех сапнӑ, канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухне пӗр ҫынна пытарнӑ пулнӑ; ҫар эшкерӗ тапӑнса килнине курсассӑн, пытаракансем вилене Елисей тупӑклӑхне пӑрахнӑ, ӳкнӗ чухне виле Елисей шӑммине пырса ҫапӑннӑ та, вара вилнӗ ҫын чӗрӗлнӗ, ура ҫине тӑнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Елисей Дамаска пырса ҫитнӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл ҫапла калаҫнӑ хушӑрах акӑ патша янӑ ҫын ун патне пырса кӗнӗ те каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫаран инкек килсе ҫитрӗ! малашне Ҫӳлхуҫаран тата мӗн кӗтмелле-ши манӑн? тенӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Самарие пырса ҫитсессӗн, Елисей каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! вӗсенӗн куҫне уҫсамччӗ, курччӑр вӗсем, тенӗ.20. Когда они пришли в Самарию, Елисей сказал: Господи! открой глаза им, чтобы они видели.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кусем ҫӗрле пырса ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ача амӑшӗ, чупса пырса, ун ури умнех ӳкнӗ, ҫӗре ҫити пуҫҫапнӑ; унтан ывӑлне илсе тухнӑ.37. И подошла, и упала ему в ноги, и поклонилась до земли; и взяла сына своего и пошла.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ чӗннӗ, хӗрарӑм ун умне пырса тӑнӑ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Елисей ӗнтӗ Илиян ӳксе юлнӑ юпӑнчине илнӗ те хӑй килнӗ ҫулпа каялла утнӑ, Иордан хӗррине пырса тӑнӑ; 14. Елисей Илияран ӳксе юлнӑ юпӑнчипе шыва ҫапса ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Илия Турри, — Ҫавӑ ӑҫта? тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ типӗ тытмалли куна пӗлтернӗ, Навуфее халӑх умне, малти вырӑна, лартнӑ; 13. унтан икӗ юрӑхсӑр ҫын тухнӑ та ӑна хирӗҫ пырса ларнӑ, ҫав усал ҫынсем халӑх умӗнче ӑна хирӗҫ кӳнтеленӗ: Навуфей Ҫӳлхуҫана тата патшана хурларӗ, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Израиль патшине Турӑ ҫынни пырса каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Сири ҫыннисем: «Ҫӳлхуҫа — сӑрт-ту Турри, айлӑм Турри мар» тесе калаҫнӑшӑн Эпӗ ҫак пӗтӗм эшкере санӑн аллуна паратӑп, ҫапла сирӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлмелле пултӑр, тет, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль патши патне пророк пырса ҫапла каланӑ: таврӑн та вӑй пух, мӗн тумаллине астусах тӑр: ҫулталӑк иртсессӗн, Сири патши татах сана хирӗҫ килӗ, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.