Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫра (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Черетпе халӗ пирӗн ачасемпе мӑнуксем тивӗҫлипе ӗҫлеме вӗренччӗр, хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса парса пурнӑҫра тивӗҫлӗ ҫын пулччӑр тесе хамӑртан мӗн кирлине йӑлтах тумалла.

Мы, в свою очередь, должны сделать все, чтобы наши дети и внуки научились трудиться, смогли самореализоваться и состояться как личности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Шухӑшӗ ансат – тӳрӗ кӑмӑлпа тата чунтан хавхаланса пурнӑҫлакан ӗҫ кӑна пурлӑх тӗлӗшӗнчен те, ӑс-хакӑл енчен те ырлӑх кӳрет, пултарулӑха туллин уҫса пама тата пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма май парать.

Идея проста - только честный и вдохновенный труд приносит блага, как материальные, так и духовные, является способом самоутверждения и самовыражения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Хамӑн пурнӑҫра курнӑ футбол матчӗсене аса илсен, 1982 ҫулта Испанири тӗнче чемпионатӗнчи Франципе ФРГ командисем хушшинчи ҫурма финалти вӑйӑ пӗрремӗш вырӑна тухса тӑрать.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Кӗнеке чылайӗшӗшӗн ӗҫме-ҫиме пекех, сывлӑш пекех пурнӑҫра кирлӗ япала пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Пурӑнан пурнӑҫра ҫыннӑн тем тӗрлӗ йывӑрлӑх та чӑтса ирттерме тивет.

В жизни человеку приходится испытать разные трудности.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пурнӑҫра кам мӗнле ҫулпа каясси хамӑртан, саманаран, ӑнсӑртлӑхран килет.

Выбранный путь в жизни зависит от нас самих, от времени, от случайности.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пурнӑҫра асра юлмалли самант чылай: шкулта вӗренни, ҫарта службӑра тӑни, студент ҫулӗсем, ӗҫ вырӑнӗ тупни...

В жизни немало запоминающихся моментов: учеба в школе, служба в армии, студенческие годы, нахождение рабочего места...

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Эсир хӑвӑр ӗҫпе экономикӑна тата социаллӑ сферӑна аталантарма пулӑшатӑр. Ырми-канми ӗҫлесе ҫеҫ пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем тума май килнине ӗнентерсе паратӑр», — тав турӗ вӗсене Михаил Игнатьев.

Помоги переводом

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Мирлӗ пурнӑҫра та — вӑрҫӑри пекех

И в мирной жизни - как на войне.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Пурнӑҫра та ӗмӗр тӑршшӗпех ҫавӑн пек пултӑрччӗ.

Помоги переводом

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Пурнӑҫра пахалӑхсӑр тавар туяннӑ тӗслӗх пӗрре кӑна мар тӗл пулать.

Помоги переводом

Пахалӑхсӑр тавар сутнӑшӑн явап тытма тивет // А.ТУМАЛАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Куҫа-куҫӑн калаҫура Пӗрлехи информкунӑн темисене хускатрӗҫ, унсӑр пуҫне кулленхи пурнӑҫра тӗл пулакан ыйтусенчен те пӑрӑнмарӗҫ.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫамрӑк ӑру аслисен шанӑҫне тивӗҫсен, пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупсан кӑна республикӑн тата Раҫҫейӗн малашнехи кун-ҫулӗн тӑнӑҫлӑхне ҫирӗп ӗненме май килӗ.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Янташ» ушкӑна та пурнӑҫра хура-шурне нумай курнӑ ҫынсене ытларах илетпӗр.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сцена ҫинче кӑна мар, юрӑҫсене кулленхи пурнӑҫра та алӑ паман мар.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑра ӑслӑлӑхӑн малта пыракан пӗлӗвӗпе пурнӑҫра усӑ курма, хальхи технологисене производствӑна тата управлени тытӑмне кӗртме ӑнӑҫлӑ майсем йӗркеленеҫҫӗ.

В республике формируется благоприятная среда для применения на практике передовых научных знаний, внедрения современных технологий в производство и управление.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Пирӗн тӗпчевҫӗсем туса хатӗрлекен ӗҫсенчен чылайӑшӗпе пурнӑҫра анлӑн усӑ курни савӑнтарать.

Отрадно, что многие разработки наших исследователей широко применяются на практике.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

Пурне те ырӑ сунакан хӗрачана пурнӑҫра хӑйне те ӑнӑҫса ҫеҫ пытӑрччӗ.

Пусть и ей, девушке, которая желает всем добра, в жизни всегда будет удача.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Эпӗ пурнӑҫра пачах урӑх ҫын, вӗсем манӑн шалти тӗнчене пӗлмеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫапах вӑл пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илсе малалла та ҫирӗп утӑмсемпе утассинче иккӗленӳ ҫук.

Помоги переводом

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней