Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑрса ларма пултарайманнисем тӗлӗнче вӗт шӑнасем пӗлӗт пек явӑнаҫҫӗ.Мошка тучами вилась над теми, у кого уже не было сил подняться.
Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.
Ҫумӑр чылай вӑхӑт ҫунипе палаткӑра тытса хупнӑ ҫын пек ларма тивессинчен хӑраса, эпӗ халлӗхе, типӗ чух, канма вырнаҫнӑ вырӑнтан ытлашши аякка каймасӑр кӑштах пӑхкаласа ҫӳреме шут тытрӑм.
Xурчкапа куян // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 38–40 с.
Чжан Бао манӑн ыйтӑва удэхееца куҫарса пачӗ, лешӗ вара пуҫне сулчӗ те нимӗн чӗнмесӗрех кимӗ варрине ларма тӗллесе кӑтартрӗ.Чжан Бао передал мою просьбу удэхейцу, тот мотнул головой и молча указал мне место в середине лодки.
Каҫхи сунар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 27–32 с.
Ҫур ҫула ҫитичченех каҫ пулса ларма ӗлкӗрет.Ночь застигнет меня раньше, чем я успею пройти и половину дороги.
Тайгари каҫ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 16–22 с.
Саламлама килнӗ ҫыннӑн нумай ларма кирлӗ мар, ҫамрӑк ача амӑшӗн ытти ӗҫсем пулма пултараҫҫӗ, вӑл ывӑнма пултарать.
Ача ҫурални // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сӗтел хушшинче тӳрӗ ларма тӑрӑшмалла, калаҫнӑ чухне пуҫа ҫеҫ пӑркаламалла, пӗтӗм кӳлепепе ҫаврӑнмалла мар.Сидеть за столом нужно прямо, поворачивая при разговоре только голову.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫемьери пӗр-пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗре кил хуҫи хӗрарӑмӗн кухньӑна час-часах каймалла пулни ӑна хӑнасемпе пӗрле ларма май памасть.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Арҫын хӑй ҫумӗнчи хӗрарӑма ларма пулӑшать: хыҫлӑ пуканне шутарса сӗтел ҫумӗнчен илет, вӑл ларсан, каялла вырнаҫтарса лартать.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Икӗ енче те хисеплӗ хӑнасем ларма пултараҫҫӗ.Особо уважаемые в этом обществе гости могут находиться с обеих сторон.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хыҫлӑ пукана сӗтел ҫумне лартнӑ чухне ҫынна ларма меллӗ пултӑр тесе тӑрӑшмалла.Стулья размещаются вокруг стола таким образом, чтобы сидящий за столом чувствовал себя удобно.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сӗтел ҫине лайӑх майланӑ, ун хушшинче ларма канлӗ пулсан ҫеҫ, тутлӑ пӗҫерсе хатӗрленӗ апата тулли кӑмӑлпа, киленсе ҫиме пулать.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кресло, диван тата ытти ларма меллӗ вырӑна ватӑ ҫынсене, хӗрарӑмсене лартмалли ҫинчен ҫамрӑксем яланах асра тытмалла.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Темиҫе сортлӑ эрех илсе килчӗҫ пулсан вара, кил хуҫин сӗтел ҫине пурне кӑларса ларма кирлӗ мар.В таком случае хозяину не следует все напитки ставить на стол.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ватӑрах хӗрарӑмсем шлепкине хывмасӑр ларма пултараҫҫӗ.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Эсир пынӑ чухне кил хуҫисем кӑнтӑрлахи е каҫхи апат ҫисе лараҫҫӗ пулсан, кил-хуҫи арӑмӗ ытахальтен ҫеҫ сире пӗрле ларма сӗнет пулсан, ларма килӗшмесен те юрать.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Чирлӗ ҫын патӗнче нумай ларса ӑна ывӑнтармалла мар, ун вырӑнӗ ҫине ларма юрамасть.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вагон-ресторанта апат хыҫҫӑн сӑра е кофе ӗҫсе ларма кӑмӑллӑ.В вагоне-ресторане приятно после обеда или ужина посидеть за кружкой пива или чашкой кофе.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кӗтесре ларакан йӗркеллӗ ҫамрӑк ҫын (кӗтесри вырӑн питӗ майлӑ вырӑн шутланать, мӗншӗн тесен чӳрече енне те, ҫурӑмпа та таянса ларма май пур) хӑйӗн вырӑнне ватӑ е чирлӗ ҫынна парать, хӑй урӑх ҫӗре куҫса ларать.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Машина ҫине ларнӑ чухне арҫын хӗрарӑма е аслӑрах арҫынна ларма пулӑшать.Садясь в машину, мужчина открывает дверь и пропускает вперед женщину или более старшего мужчину.
Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Транспорт ҫине ларма илнӗ билета пӗтӗрмеҫҫӗ, лӳчӗркемеҫҫӗ, тӗрӗсленӗ чухне ҫакӑн пирки тавлашу сиксе тухма пултарать.Проездной билет не сворачивают и не мнут, т. к. при контроле из-за этого могут быть недоразумения.
Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.