Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӳлӗмре (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Аароншӑн тунӑ сӑваплӑ тумтир ун хыҫҫӑн кайран унӑн ывӑлӗсене тивӗҫӗ; вӗсене ҫав тумтире тӑхӑнтартса, ҫу сӗрсе, священник тивлетне парӗҫ; 30. Аарон ывӑлӗсенчен пӗри, унӑн вырӑнне пулас [аслӑ] священник — сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тумашкӑн пуху чатӑрне кӗрес ҫын — ҫав тумтире ҫичӗ кун хушши тӑхӑнса ҫӳремелле.

29. А священные одежды, которые для Аарона, перейдут после него к сынам его, чтобы в них помазывать их и вручать им священство; 30. семь дней должен облачаться в них [великий] священник из сынов его, заступающий его место, который будет входить в скинию собрания для служения во святилище.

Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑна бассейнра, пӗрлехи душра, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмре, пляжра ҫаклатма пулать.

Помоги переводом

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Пӳлӗмре газ шӑрши сарӑлсан ҫурта кӗрекен крана хупмалла, пӳлӗме уҫӑлтармалла, кун пирки газ хуҫалӑхӗн авари службине - 04 - пӗлтермелле.

Помоги переводом

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пӗр пӳлӗмре пурӑнакан Люба тем пек ырӑ ӑс парасшӑн пулчӗ ӑна, вӗренме хистерӗ, малашнехи пурнӑҫ паянхи кунран килнине ҫирӗплетрӗ, каччӑсемпе асӑрхануллӑ пулма ыйтрӗ.

Помоги переводом

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫавӑнпа та пӳлӗмре ларнипе ҫеҫ ӗҫ тумаҫҫӗ, тухса та ҫӳреҫҫӗ% выльӑхсене тӗрлӗ чир-чӗртен укол тӑваҫҫӗ.

И поэтому сидя в кабинете, дела не сделаешь, ездят, делают животным уколы от разных болезней.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Архивра документсем ятарласа уйӑрнӑ пӳлӗмре тимӗр стеллажсем ҫинче сыхланаҫҫӗ.

Архивные документы хранятся на железных стелажах в специально отведенном помещении.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней