Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ту чейӗн тураттисем тӑрӑх юр катӑкӗ шуса анса ӳкрӗ; йывӑҫӑн тӗксӗм те йӑлтӑркка ҫулҫисем тӑкӑнкаларӗҫ те турат каллех тӳрленсе ларчӗ; юн тӗслӗ кӗрен чечекӗсем татах илемлӗреххӗн курӑнма пуҫларӗҫ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Эрехе Кун И-цзи хӑвӑрттӑн ӗҫсе ячӗ, ҫынсем ахӑлтатса кулнӑ хушӑра, аллисемпе тӗрӗнсе аяккалла шуса кайрӗ.Осушив чашку, Кун И-цзи медленно пополз, сопровождаемый взрывами смеха.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Пурте вӗсене хупӑрласа илчӗҫ, хӑшӗ-пӗри скамьесене шуса лартрӗҫ те хӑнасене тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пама ыйтрӗҫ.Все обступили их, сдвигая скамейки, прося гостей рассказать обо всем подробнее.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл сапера юриех малалла ирттерсе ячӗ те, хӑй илтӗнми выртса, ансӑр хушӑка шуса кӗчӗ.Он нарочно пропустил вперед сапера, а потом неслышно прилег и скользнул в узкую расщелину.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӗлӗнмелле, темӗнле шуса тухнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя ӗлӗк курнӑ васан тӑрӑх, тӗттӗм ҫӗрте пралук ҫине пырса тӑрӑнас мар тата мина ҫаккине ҫаклатас мар тесе хӑйӗн умӗнчи ҫулне аллисемпе хыпашласа пӑхса, ӑнӑҫлӑ шуса тухрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вилнӗ тусне йӑтнӑ Макаров штольнӑна шуса кӗчӗ те, хӑй те тӑнне ҫухатса, чул урайӗнчен тӑраймарӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Темиҫе минутран йывӑр аманнӑ, пӳлӗнсе сывлакан Макаров шӑтӑка шуса кӗчӗ; ҫурӑмӗ ҫине вӑл вилнӗ Важенина хурса йӑтнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл каллех темиҫе хут кантраран туртрӗ, вӗтлӗх витӗр шуса иртнӗ пек, тӗмсем хускалма пуҫларӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӗмсем патне шуса пырсан, Володя выртнӑ ҫӗртех кӗсьери кантрана кӑларса, вӗҫне сӳтрӗ, ҫула май илнӗ патака хуҫнӑ тӗлтен авса, рогатка турӗ те ҫӗр ҫумӗнченех хулӑн туратран ҫыхрӗ, унтан сӳтӗлсе пыракан кантрана хӑй хыҫҫӑн туртса, аяккалла шума тытӑнчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл шӑпланать, каялла чакать, аяккалла шуса каять, пӗр-ик минут итлесе выртать, ҫӗнӗрен хӑйӗн шӑтӑкӗ патнелле вӑрттӑн шума тытӑнать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Нимех те мар… асӑрхаймӗҫ», пӑшӑлтатать хӑй ӑшӗнче пӗчӗк разведчик; тӑпӑлтарса кӑларнӑ известь чул муклашкисем хыҫне часовойсенчен пытанса, асӑрханса, сывлама хӑраса, мина хушшисемпе шуса пырать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чӑнах, чавса кӑлармалла та минӑпа тӗп труби патне шуса пымалла, унтан аякран кантраран туртмалла та (запас тума юратакан разведчикӑн кӗсьере ҫӑмха пулнӑ) минӑна трубопроводпа пӗрле сирпӗтмелле…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тен, ав ҫав шланг патне шуса пырса, ылханлӑ пыршӑна бритвӑпа (Володя ӑна яланах кӗсьере усранӑ) касса татмалла мар-ши?
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ним иккӗленмесӗр коньки ҫинче шуса пыракан ача ӗренки, нимӗҫ салтакӗсене хӑйсен ачалӑхне, таҫта инҫетре юлнӑ ҫемйисене аса илтерчӗ пулмалла, вӗсем ытла ҫемҫе, ҫепӗҫ кӑмӑл тыткӑнне кӗрсе ӳкрӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Каҫ иртессе кӗтсе, ҫутӑлас умӗн, курӑнакан пуличчен, ҫӳле вӑрттӑн тухса, шӑтӑкран аяккарах шуса кайма тивнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кулма юратман Жученков та паян, малтан пӗкӗрӗлсе, стенаран тытса тӑчӗ, унтан, хӑйне чӗркуҫҫисенчен ҫапа-ҫапа, урайне шуса анчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсем унӑн путмар сакки патнелле шуса пычӗҫ те, Ланкина вӗсем патнелле усӑнса, илтӗнми йӗрсе, пиччӗшӗ мӗнле вилни ҫинчен каласа пачӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя касмӑк патӗнчен шуса кайрӗ, пахча витӗр Ваня Гриценко хӑйӗн пӗчӗк командирне кӗтсе тӑракан вырӑна чупрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Нимӗҫ часовойӗсем тӑман пӗчӗк вар тӗпӗпе шуса пычӗҫ те вӗсем, ҫӳлелле хӑпарса, поселок хӗрринче ларакан ҫурри ишӗлнӗ сарая кӗчӗҫ.