Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кучерӗ, хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ҫӳҫне ҫавракалатса каснӑ, кӑвакрах тӗслӗ сӑхман тата така тирӗнчен ҫӗленӗ лутра ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ ҫамрӑк, унпа юнашар танлӑн ларса пынӑ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Ҫак ҫын хӗлӗн-ҫӑвӗн нимӗҫ пуставӗнчен ҫӗлетнӗ сарӑрах тӗслӗ сӑхманпа ҫӳрет, анчах та пилӗкне вара пиҫиххи ҫыхать; кӑвак шалавар тата кӑтрашка тиртен ҫӗленӗ ҫӗлӗк тӑхӑнса ҫӳрет.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Вӑл пӗр минут хушшинчех тумланса та тӑчӗ; мӑйӑхне хуратрӗ, пуҫ тӳпи ҫине пӗчӗк кӑна хурарах ҫӗлӗк лартса ячӗ, — капла ӑна хӑйне ҫав тери лайӑх пӗлекен козаксенчен те никам та паллаяс ҫук.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӑхӑр ҫӗлӗк ванса аяккалла ыткӑнчӗ, лях сулӑнса кайрӗ, унтан ҫӗре пӗрсе анчӗ; Шило ӑна, тӑнсӑр пулнӑскере, хӗреслесе ваклама тапратрӗ.Разлетелась медная шапка, зашатался и грянулся лях, а Шило принялся рубить и крестить оглушенного.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Малта лашисене харӑссӑн уттарса ахаль тумтир тӑхӑннӑ гусарсем пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кольчуга тӑхӑннӑ ляхсем, унтан тимӗр кӗпе тӑхӑннӑ, аллисене вӑрӑм сӑнӑсем тытнӑ воинсем, унтан пуҫӗсене йӗс ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ляхсем, унтан кашни хӑйне евӗр тумланнӑ чи пуян шляхтичсем уйрӑмӑн пыраҫҫӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Урапасем ҫывӑхӗнче, урапасем айӗнче тата урапасенчен нумай аякра курӑк ҫинче пур ҫӗрте запорожецсем выртаҫҫӗ, вӗсем пурте илемлӗ ҫывӑраҫҫӗ: пӗрисем пуҫ айне ҫапнӑ кӗлте, тӗприсем ҫӗлӗк хунӑ, тӗприсем пуҫӗсене юлташӗсен айӑк пӗрчи ҫине хунӑ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Тупата туршӑн тӗрӗс!» кӑшкӑрчӗҫ пӗчӗк ҫеҫ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, тӑм пек кӑвакарса кайнӑ Шлемапа Шмуль халӑх хушшинчен.— Ей-богу, правда! — отвечали из толпы Шлема и Шмуль в изодранных яломках, оба белые, как глина.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсен ҫилпе тата хӗвелпе кӑшт ҫеҫ пиҫӗхнӗ пичӗсем хитреленсе, шуралса кайрӗҫ темелле: тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ мӑйӑхӗсем ӳт шуррине тата ҫамрӑклӑхӑн витӗрех курӑнса тӑракан сӑнне уҫҫӑнтарах палӑртса тӑраҫҫӗ; така тирӗнчен ҫӗленӗ ылттӑн тӑрӑллӑ хура ҫӗлӗк вӗсене ҫав тери килӗшет.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл ҫакӑн пек виҫӗ вӑхӑтра яланах алла хӗҫ тытмалла тесе шутланӑ: комиссарсем ӑҫта та пулсан старшинасене хисеплемесен, вӗсен умӗнче ҫӗлӗк хывмасӑр тӑрсан; православирен мӑшкӑлама тытӑнсан тата аттесемпе асаттесен йӑлисене пӑхӑнмасан; юлашкинчен, кирек те мӗнле тӑшман вырӑнӗнче бусурмансемпе туроксем пулсан, — вӗсене хирӗҫ вара вӑл христиан тӗнӗшӗн кирӗк хӑҫан та алла хӗҫпӑшал тытма юрать тесе шутланӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл хӑй те хӗрлӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.
Сутӑҫӑпа упӑтесем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Хуҫан приз илме тивӗҫлӗ, тимӗр кӑвак орловски рысакӗ вырӑнне, виҫӗ ытам хулӑмӑш, бобр тирӗнчен ҫӗлетнӗ, парчча тӑрӑллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ кучер вырӑнне кӗтесри ланккамаран пӗр хыткан лаша сӗтӗрӗнсе тухрӗ; ларчӑкӗ ҫинче чалӑшшӑнрах ларнӑ, якалса пӗтнӗ кивӗ сӑхман тӑхӑннӑ извозчик пулнӑ, ун хыҫӗнче вара — ҫамрӑк, кӗтмен ҫӗртен ахӑрашса, камитле, ӑна кӗтсе илнипе тӗлӗннӗ, хӗллехи те мар, Мускаври пек те мар фасонлӑ, ҫемҫе шӗлепке тӑхӑннӑ ҫын ларса пынӑ.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пуҫне вӑл кӑкӑрӗ ҫине уснӑ, хуралса пӗтнӗ аллинче — хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ ҫӗлӗк.Голова у Стёпки была опущена на грудь, в грязных руках он держал шапку с красной звёздочкой.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Кабининчен бурка тата ҫӳлӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын васкавлӑн тухрӗ.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫӳлӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, мӑйӑхлӑ ҫынна курсан — ҫавӑ вара Чапаев!
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫаврӑнкаларӗ-ҫаврӑнкаларӗ те, шурӑ ҫӗлӗк пек пулса, хӑпарса кайрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Ҫӗлӗк патне резинӑран тунӑ труба пырать; шыв айне кӗнӗ ҫынсем сывлама пултарччӑр тесе труба ӑшне ҫӳлтен сывлӑш ярса тӑраҫҫӗ.
Путнӑ пӑрахута кӑларни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Шыв айӗнче ҫӳрекенсем курма та пултарччӑр тесе пӑхӑр ҫӗлӗк ӑшӗнче пӗчӗк ҫеҫ кантӑк пур.А в медном колпаке есть стеклянное окошечко — чтобы водолазу смотреть.
Путнӑ пӑрахута кӑларни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Ҫакӑн пек костюмсен ҫухипе кӑкӑрӗ тӗлне пӑхӑртан тӑваҫҫӗ, пуҫа пӑхӑр ҫӗлӗк пекки тӑхӑнаҫҫӗ.Грудь и воротник у этого костюма — медные, голову водолаза закрывают медным колпаком.
Путнӑ пӑрахута кӑларни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
— Унтан старик тӑлӑх арӑм ҫине хӗллехи хура халат, ачи ҫине чечеклӗ ешӗл пурҫӑнран ҫӗлетнӗ халат ҫакса ячӗ, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тыттарчӗ.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл Со-чжу валли йытӑ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк, хӗлле тӑхӑнмалли пӗр мӑшӑр туфли, кивӗ куртка тата шӑлавар илчӗ.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.