Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен пӗри пилӗкри пиҫиххи ҫумӗнчен хӗвел ҫинче ялтӑртатакан сапёр кӗреҫине вӗҫертсе илчӗ.Один из них отстегнул у ремня саперную лопатку, блеснувшую в лучах солнца.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӳме ҫумӗнчен хӑйпӑтса илнӗ хӑмасене ашшӗ пӗтӗмпех кунта тиесе килнӗ, ҫав хӑмасенчен вӑл выртса тӑма путмар тӑвать.Отец привез сюда оторванные от забора доски, я теперь из них мастерили нары.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫуйӑна хӑй, мӗн май килнӗ таран ҫӳлерех ҫӗклес тесе, алара аран кӑна тытса тӑрать, пулӑ хӳри пурпӗрех ҫӗр ҫумӗнчен кӑшт кӑна хӑпнӑ.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫак самантра Ленькӑна карлӑк ҫумӗнчен темӗнле хӑватлӑ вӑй туртса уйӑрчӗ, пуҫне темле япала ыраттармалла пырса ҫапрӗ.Тут невероятная сила оторвала Леньку от перил, что-то больно ударило по голове.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вара Бородатый, хӑйӗн ӗмӗтсӗрлӗхне чараймасӑр, унӑн хаклӑ япалисене илес тесе лях ҫинелле пӗшкӗнчӗ, вӑл ӗнтӗ унӑнне ҫуталса тӑракан чулсемпе илемлетнӗ йӗнӗллӗ турок ҫӗҫҫине те илме ӗлкӗрнӗччӗ, пиҫиххи ҫумӗнчен пӗр ҫыхӑ червонеца та салтнӑччӗ, ҫӳхе кӗпепе хаклӑ кӗмӗл тата асӑнмалӑх упракан хӗр ҫивӗтне чикнӗ сумкӑна та мӑйӗнчен вӗҫертнӗччӗ, ҫав вӑхӑтра ун патне хыҫалтан хӑй икӗ хутчен йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ тата унран яланлӑхах сӗвӗленсе юлмалӑх суран туяннӑ хӗрлӗ сӑмсаллӑ хорунжий вӗҫтерсе ҫитрӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унтан каллех ушкӑналла шӑтарса кӗчӗ, лашисем ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ шляхтичсене ҫӗнӗрен тапӑнчӗ, пӗрне вӗлерчӗ, теприне мӑйран йӑлмакпа ҫаклатрӗ те хаклӑ тыткӑҫлӑ хӗҫне туртса илсе тата пиҫиххи ҫумӗнчен пӗр чамака червонец салтса илсе хӑйне йӗнертен ҫыхса лартрӗ, вара ӑна пӗтӗм хир тӑрӑх сӗтӗрсе кайрӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫак молекулӑсенчен пӗри-пӗри е хаваслӑн каҫса кайса ахӑлтатать, е, хӑйӗн кӑвакарса-сарӑхса кайнӑ чӗркуҫҫийӗсене вӗлтлеттерсе, ҫил пек чупса иртет, вӑл, халь-халь ҫӗр ҫумӗнчен уйрӑлса, аялта юлакансене асӑнмалӑх хӑйӗн пушмакӗн ҫийӗнсе пӗтнӗ тӗпне кӑтартса, тӳпене ыткӑнассӑн туйӑнать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хайрулла лашине ҫапнӑ та Таниле ҫумӗнчен шӑлтӑртаттарса иртсе кайнӑ, авалхи йӑлапа сывлӑх сунса, тӳпетейне ҫӗклесе илнӗ.
Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.
Анчах Антонов «пӗрре» тенине! те тумарӗ, «иккӗ» тенине те тума шухӑшламарӗ, хӗрарӑма хулпуҫҫийӗпе айккинелле сирсе, («буфета ҫӗмӗрттерсе кӗнӗ пек!» терӗ-и-ха нумай пулмасть физрук?) ун ҫумӗнчен пӑр ҫӗмӗрекен карап пек сиввӗн те пӑхса иртмерӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анчах Семиноса алӑк ҫумӗнчен хӑпӑтма та ҫук, салхулӑхӗ иртсе кайрӗ унӑн, — вӑл, яланхи пек, шӑл йӗрме пуҫларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Мишка, эсӗ аманнӑ! — кӑшкӑрчӗ Аксенкина, ун ҫумӗнчен чупса иртсе каякан хуратутлӑ вӑрӑм йӗкӗт.— Мишка, ты ранен! — сказал Аксёнкину пробегавший мимо длинноносый парень.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ун ҫумӗнчен хунарҫӑ чупса иртнӗ, чикмекне юпа ҫумне лартса, васкавлӑн хӑпарма пуҫланӑ.Фонарщик пробежал, обогнал его, подставил лестницу к фонарю и полез по ней.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуҫӗ ун хулпуҫҫийӗсем ҫинче текех вӗлтлетсе, ҫаврӑнса тӑнӑ, ҫакна пула, Фома ӑна сӑнаса та ӗлкӗреймен, вӑл ӑна ҫакӑншӑн ҫилленнӗ, хӑй ҫумӗнчен тӗрте-тӗрте ярса, тарӑхса кӑшкӑрнӑ:
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Саша, юррине татса, унӑн ҫумӗнчен тата та аяккарах куҫса ларнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак кӑмӑл капланса килнипе ун пичӗ ҫине тар персе тухнӑ, вара вӑл, ӑшӗ вӗҫнипе шурӑхса кайнӑскер, сасартӑк мачта ҫумӗнчен уйрӑлса, пысӑк сикӗмсемпе ворот патнелле ыткӑннӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑпрӗ те хӗр хапха юли ҫумӗнчен, такам курасран сехӗрленнӗн, килӗ еннелле вӑш-ваш ярӑнтарчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Амӑшӗн ҫамки сивви те кайса пӗтмен-ха Дина ҫумӗнчен.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗр ҫумӗнчен ытлашши ҫӳлех хӑпма ӗлкӗреймен хӗвел, ав, хӑйӗн йӑлтӑркка ҫутине те тӗссӗрлетме ӗлкӗрнӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Го Цюань-хай ҫепӗҫҫӗн ун ҫумӗнчен юнпа вараланнӑ патронташне хывса илчӗ те юлташӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.Го Цюань-хай осторожно снял с него залитый кровью патронташ и побежал догонять товарищей.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Медынская ҫакӑн пек: «сирӗн, сирӗнле, купецла», — тесе калаҫнӑ чух, ҫак сӑмахсене вӑл Фомана хӑйӗн ҫумӗнчен тӗртсе ярасшӑн ҫеҫ каланӑ пек туйӑннӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.