Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗнчен (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вут ҫутисем ҫумӗнчен, винтовкӑсем ҫумӗнчен, шавлакан салтаксем умӗнчен, кӑшкӑракан ораторсем патӗнчен, нимӗн тума аптӑранипе ҫилленнӗ офицерсем умӗнчен, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа эпӗ хавассӑн утса халиччен курман вокзал таврашӗнчи тӗттӗм урамсем тӑрӑх кайрӑм.

Так мимо огней, мимо винтовок, мимо возбужденных солдат, кричавших ораторов, растерянно-озлобленных офицеров я, взволнованный и радостный, зашагал в темноту незнакомых привокзальных улиц.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ещӗксем, арчасем, михӗсем хушшинчен, чей ӗҫекен, хӗвелҫаврӑнӑш катакан, ҫывӑракан ҫынсем ҫумӗнчен, кулса е вӑрҫкаласа ларакан ҫынсен хушшинчен эпӗ алӑк патнелле утрӑм.

Мимо ящиков, сундуков, мешков, мимо людей, пивших чай, щелкавших семечки, спавших, смеявшихся и переругивавшихся, я пошел к выходу.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ вӑл ҫывӑрса кайиччен кӗтсе тӑтӑм та, каярах икона ҫумӗнчен лампадкӑна илсе каллех вулама пуҫларӑм.

А я подождал, пока она заснет, взял от икон лампадку и опять стал читать.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чакӑл ту ҫумӗнчен лаптак чул тӑрӑллӑ пысӑках мар кутамас ҫурт ҫыпҫӑннӑ.

У скалы лепился грубый небольшой дом с крышей из плоских камней.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант ҫумӗнчен васкавлӑн иртсе кайрӗ те ҫапкаланчӑк — сулӑнсах кайнӑ каччӑна кӑшкӑрса хӑварчӗ: «Ан ӳк, сӗт пӑрушки, ҫапса хӑварма пултаратӑп!» — вара кӗҫех вӗтлӗхре ҫухалчӗ.

Затем бродяга быстро миновал Давенанта, крикнув отшатнувшемуся юноше: «Держись, сосунок, а то сшибу!» — и исчез в аллеях.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вара вӑл, пӗлетӗр-и… параппан ҫапнине илтрӗ: тӑкӑрлӑкран салтаксем тухрӗҫ те ун ҫумӗнчен утса иртрӗҫ: «Пӗрре-иккӗ… Пӗрре-иккӗ…» — малта вара кӗре сӑнлӑ параппанҫӑ пырать.

И он услышал, знаете… стук барабана: солдаты вышли из переулка и прошли мимо него: «Раз-два… Раз-два…», — а впереди шел барабанщик с темным лицом.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Гадаутов ун ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, анчах ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр япалана туйсан айккинелле сикрӗ, Мордкин вара ҫулташӗн хул пуҫҫинчен шуса анчӗ, вӗрен ҫинчи кӗпе-йӗмле усӑнса тӗм ҫине лаплатрӗ; вӑл ӑнран кайрӗ.

Гадаутов прошел мимо, то, чувствуя на спине тяжесть, отскочил в сторону, а Мордкин скользнул по его плечу и плашмя упал в кусты, согнувшись, как белье на веревке; это был обморок.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Пер минутран вӑл Пек ҫумӗнчен пушӑ вырӑнтан иртнӗн утса кайрӗ.

Постояв с минуту, он прошел мимо Пека, как мимо пустого места.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Ҫак хушӑра Шамполион, хуралҫӑ ҫумӗнчен иртсе пынӑ май, ӑна темӗн пӗлтерчӗ те — салтак ҫӑвар туллин ахӑлтатма пуҫларӗ.

Шамполион между тем, проходя мимо часового, сказал ему что-то такое, отчего солдат зычно захохотал.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Вӑхӑт-вӑхӑтӑн вӑл хӑйне таҫта шӑрӑхра, хӗвел питӗнче, чылай вӑхӑт ҫывӑрнӑн, кӑкӑрӗнчи ыратупа вӑранса кайнӑн туять, мӗншӗн тесен ыйхи чаплӑ та черчен пулчӗ, шел те — юрату тунсӑхӗпе тулнӑ курӑнусем унӑн вырӑнӗ ҫумӗнчен ирте-ирте ҫухалчӗҫ, вӑл кӑнтӑрлахи ҫунтаракан шӑплӑхра, пӗчченлӗхре вӑранса кайрӗ.

Временами ему казалось, что долго, в жару спал он где-то на солнцепеке и проснулся с болью в груди, потому что сон был прекрасен и нежен, и видения, полные любовной грусти, прошли мимо его ложа, а он проснулся в знойной тишине полдня, один.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Демин чӗннипе, Крапивин та, Сӑпани ҫумӗнчен вӑйпа тӑрса, унта кӗчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мана халлӗхе ку туссем хӑйсен ҫумӗнчен хӑптармаҫҫӗ, татах тӗрӗслесшӗн курӑнать, — хыпаланса ӑнлантарчӗ Телегин.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй хваттерте тӑнӑ хӗрарӑм пахчи вӗҫӗнче, малтанах калаҫса татӑлнӑ тӗлте, вӑл Валет умӗнчех ватӑ йӑмра ҫумӗнчен сехетсемпе хаклӑ япаласен ҫыххине чавса кӑларчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мана халлӗхе ку туссем хӑйсен ҫумӗнчен хӑптармаҫҫӗ пулас, татах тӗрӗслесшӗн курӑнать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавна тӗксе антарнӑ-ҫке Сӑпани хӑй ҫумӗнчен

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шари! ҫухӑрса ячӗ вӑл, хӑй ҫумӗнчен халӗ те хӑпа пӗлмен упана пӗррех тӗкрӗ, ҫавӑнтах, хӑй сассинчен хӑй хӑранипе, вӑранса кайрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах хӑй мӑшӑрӗ ҫумӗнчен каймарӗ, ӑна куҫран ӑшшӑн-ӑшшӑн вӗлт те вӗлт пӑха-пӑха илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урайне сармалли ҫивиттисем чӑсӑлса выртаҫҫӗ, ҫтенисем ҫумӗнчен пӑхӑр крансем тухса тӑраҫҫӗ.

Тянулись половики, торчали в стенах медные краны.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Сивӗ ҫӗртен кӗнӗ Анна аппана ӑшӑ хум ҫапрӗ, вӑл ҫӑм тутӑрне салтрӗ те кӑмака ҫумӗнчен сӗтел патнелле куҫса ларчӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней