Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑлха кунчи ҫыхса ларакан Дуняшка, куҫне йӗпсем ҫинчен ҫӗклесе, хуллен пӑшӑлтатса каларӗ:Дуняшка, надвязывавшая паголенок чулка, подняла от спиц голову, шепотом сказала:
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл вӑрӑм шалпар кӗпепе, пакунсӑр-мӗнсӗрех; кӗпи ҫинчен Кавказ тӑрӑхӗнче ҫыхса ҫӳрекен капӑр пиҫиххи ҫыхнӑ, лампаслӑ шӑлаварне шурӑ ҫӑм чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл юбкине пӳрни вӗҫӗсемпе ҫӗклесе тытнӑ, чӗркуҫҫийӗсенчен ҫӳлерех хӑпартса янӑ чӑлха ҫыххисем ӳчӗ ӑшне касса кӗнӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн тулли ура хырӑмӗсем ҫинче чӑлха ҫыххинчен юлнӑ хӗрлӗ йӗрсем палӑраҫҫӗ.Белые, полные в икрах ноги с красными полосками на коже — следами подвязок.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мишка ватка пиншак, атӑ, вӗҫӗсене шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чиксе шалавар тӑхӑннӑ; карттусне ӗнси хыҫне шутарса лартнӑ та ӳсӗртсе яракан сивӗ сывлӑша, тӑварсӑр шывӑн нӳрӗ шӑршине сывласа утать.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сана кунта тепӗр мӑшӑр ҫӑм чӑлха парса хӑваратӑп.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сӗтел ҫинче йӗркесӗррӗн таса мар савӑт-сапа ларать; унтах, хыҫсӑр пукан ҫинче, арланӑ ҫип ҫӑмхи выртать, ҫыхса пӗтерме ӗлкӗреймен ҫӑм чӑлха кунчи ҫумӗнче тӑватӑ енчен тирнӗ йӗпсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Урине, йӗм вӗҫне кӗртсе, пански чӑлха тӑхӑннӑ, кивелнипе симӗсленсе кайнӑ улӑм картузне ҫамки ҫине антарса лартнӑ, куҫӗсем ун сивӗрех пӑхаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн ӳксе вилеслех тенӗ пек лайӑх ресторанра ҫиесси тата пурҫӑн чӑлха илесси килнӗ.Ей до зарезу захотелось пообедать в хорошем ресторане и купить себе шелковые чулки.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аннӳ сана типӗтнӗ чие ҫырлипе пӗр мӑшӑр ҫӑм чӑлха, кунсӑр пуҫне тата салӑпа тӗрлӗрен кучченеҫсем парса ярать.Сушеной вишни мать тебе посылает и пару шерстяных чулок, а ишо сала и разного гостинцу.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хулӑнрах чӑлха ҫыхтӑр-ха вӑл ман валли.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чӑлха ҫыхса ларнӑ ҫӗртех аллинче йӗпписем чӗтреме пуҫлаҫҫӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Митрий, вӑл, эсӗ чӑлха вӗҫҫӗн пыни ҫине пӑхса, тӗлӗнсе тӑрать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫул тӑрӑх юр ҫинче кручокпа ҫыхнӑ хулӑн чӑлха йӗрӗ уҫӑмлӑн йӗрленсе пырать.На хрушком снегу дороги ясно печатался след вязанного крючком толстого чулка.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Чӑлха вӗҫҫӗн пырӑн.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унпа пӗр тӑван Мартинӑн шурӑ чӑлха ӑшне персе чикнӗ йӗмпӗҫҫийӗ тухса кайрӗ; ӑна пӗркелесе чикме пӗшкӗнчӗ вӑл, анчах ҫак самантра арман умӗнче шӑри-шари кӑшкӑрса ячӗҫ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн кӗске ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ урисен чӗркуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ.И ноги его, обутые в шерстяные короткие чулки, дрожали в коленях.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑйӗн юратнӑ мӑнукне — Наталие: — Ҫӑм чӑлха тӑхӑнса ятӑм, ҫапах та ӑшӑтмасть урасене. Эсӗ мана, пепкем, панӑскилле ҫыхса пар, — тесе ӳпкелешсе каласа панӑ Гришака асатте.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн шурӑ ҫӑм чӑлха ӑшне чикнӗ шалпар шӑлаварӗн хӗрлӗ лампасӗсем вӗлтлетсе пыраҫҫӗ.Широкие его шаровары, заправленные в белые шерстяные чулки, алели лампасами.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чӑлха ҫыхать тейӗн.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.