Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халь сăмах пирĕн базăра пур.
халь (тĕпĕ: халь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь кая юлман-ха, халь ҫитме пулать.

Пока еще время, пока проехать можно.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Халь тесен халь выставкӑна леҫ!

Хоть на выставку!

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена халь Берсенев ҫывӑхнерех пулма тӑрӑшрӗ; Андрей Петрович унӑн хӑшпӗр вӑрттӑнлӑхне пӗлет пулсан та, Елена унран хӑрамасть, вӑл ун хӳтлӗхӗнче халь те хӑй ҫине унчченхи пекех кулмасӑр, анчах тинкерсе пӑхакан ҫӑлӑнӑҫ тупрӗ.

Елена старалась держаться около Берсенева; она его не боялась, хоть он и знал часть ее тайны; она спасалась под его крылышко от Шубина, который всё продолжал посматривать на нее — не насмешливо, но внимательно.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Халь вара… халь манӑн кунтан тухса каяс пулать.

— А теперь… а теперь я должен удалиться.

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ман чӗрере халь ҫав тери ачаш туйӑм, вӑл халь ҫемҫе…

У меня на сердце теперь такая нежность, так оно смягчено…

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпир халь Любӑпа иксӗмӗр проспектпа пыратпӑр — ӑна шӑпах ҫапла ят панӑ халь, — анчах вӑл тахҫан ҫукчӗ-ҫке-ха.

Мы идем сейчас с Любой по улице и даже по проспекту — он называется сейчас именно так, — но ведь когда-то его не было.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Пӗлетӗн-и, халь эпӗ… эп халь вӗлернӗ пулӑттӑм-ха вӗсене…

— А ты знаешь, я сейчас бы мог… еще убить мог…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ку сӑмахсене эпӗ ӑна лӑплантарас тесе ҫеҫ мар, вӑл «мӗн пулать ӗнтӗ халь?» тесе иккӗмӗш хут ыйтсан (пӗрре ун чухне — Лигницра, халь кунта — Ризӑра), ун ыйтӑвне тивӗҫтерес тесе те каларӑм.

Я говорил, чтобы не только как-то успокоить ее и ответить на ее «а что теперь будет?», произнесенное вот уже дважды: тогда в Лигнице и теперь в Ризе.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл кухньӑра апат хатӗрлет, вӑл мӗн тунине эпӗ халь курмастӑп, хӑйне ҫеҫ, пин ҫул хушши пӗлекенскере, халь вара пачах урӑхласкере, куратӑп.

Она готовила на кухне, но я не видел, что она делала, а видел лишь ее, тысячу лет знакомую и совсем иную.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир халь те ӗлӗкхи пекех, ӗлӗкхи ҫулсенчех, Чистые пруды таврашӗнче ҫӳренӗ вӑхӑтри евӗрлех, эпир халь — нумай ҫулсенче, мӗншӗн тесен чӑтса ирттернине миҫе ҫултипе виҫмеҫҫӗ.

И нам столько же, сколько было прежде, когда мы шагали по Чистым прудам, и нам — много-много, потому что испытанное не меряется возрастом.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Бреслау ҫинче халь те тӳпе сенкерленет, анчах вӑл халь питӗ инҫетре пек туйӑнать.

Над Бреслау, который казался сейчас очень далеким, полыхали зарницы.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсене халь тасатакан та ҫук, ун вырӑнне юра халь тӗрлӗрен кусатӑрансем, танк гусеницисем, сахал йышлӑ Мускав ҫыннисемпе фронта каякан салтаксен аттисем таптаҫҫӗ.

Его почти не убирали теперь, его лишь приминали шины колес и гусеницы танков, ноги немногих москвичей да сапоги солдат, уходивших на фронт.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эп ӑна халь тесен халь хам ӑҫта тата мӗн курни ҫинчен чи хитре сӑмахсемпе каласа панӑ пулӑттӑм, юлашкинчен каллех унта, тин таврӑннӑ ҫӗре, кайма шутлани ҫинчен систерӗттӗм.

Я мог бы наговорить ей сейчас тысячу самых красивых слов о том, где я был и что видел, и обязательно добавить в конце, что опять поеду туда, откуда только что вернулся.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ирхине ҫеҫ вӑл каталажкӑраччӗ, ак халь Тоньӑпа юнашар, таса тумтир, пуринчен ытла — вӑл халь ирӗкре.

Еще утром каталажка, а сейчас Тоня рядом, чистая одежда, а главное — свобода.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Халь ӗлӗкхи мар анне, модӑра мар халь ҫав мешехесем.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эпӗ халь тесен халь хатӗр…

Да я бы хоть сейчас…

1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

— Хӗрлисем те, шуррисем те, симӗссисем те халь нумайлӑха ямаҫҫӗ, мӗншӗн тесен халь вӑрҫӑ пырать.

— Ни у красных, ни у белых, ни у зеленых надолго сейчас не отпускают, потому что сейчас война.

1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Анчах, вулакансенчен кам та пулин халь, шӑпах халь, эпир кӑтартса панӑ кашни ҫынах мӗн тунине пӗлесчӗ тейӗ, тен.

Но, быть может, кто-нибудь из читателей пожелает узнать, что делает теперь, именно теперь, каждое из выведенных нами лиц.

XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Халь ӗнтӗ вӑл хусах, отставкӑна тухнӑ, вӗҫкӗнленме те пӑрахнӑ, мухтанмасть те, чӑркӑшланмасть те, чей ӗҫме тата пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетме ҫеҫ юратать; пӳлӗмӗ тӑрӑх уткалать, ҫунакан ҫуртасене майлакалать; кашни уйӑх иртмессерен хӑй ҫуртӗнче пурӑнакансем патне хваттер укҫи ыйтма ҫӳрет, аллине ҫӑраҫҫи тытса пӳрчӗ тӑррине пӑхма тесе тухкаласа кӗрет; кунне темиҫе хутчен дворнике ҫывӑрма пытанакан хӳтлӗхӗнчен хӑваласа кӑларать; пӗр сӑмахпа каласан, халь вӑл отставкӑна тухнӑ ҫын, унӑн шавлӑ пурнӑҫ хыҫҫӑн тата почта ураписем ҫинче кисренсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн ниме юрӑхсӑр хӑнӑхусем ҫеҫ юлнӑ.

Он был уже вдов, был уже в отставке, уже не щеголял, не хвастал, не задирался, любил только пить чай и болтать за ним всякой вздор; ходил по комнате, поправлял сальный огарок; аккуратно по истечении каждого месяца наведывался к своим жильцам за деньгами, выходил на улицу с ключем в руке для того, чтобы посмотреть на крышу своего дома; выгонял несколько раз дворника из его конуры, куда он запрятывался спать; одним словом, человек в отставке, которому, после всей забубенной жизни и тряски на перекладных, остаются одни пошлые привычки.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Ҫӑмӑл-и: вӑл ревматизмпа ҫакӑн пек вӑхӑтсенче кӑмака ҫинче те асапланатчӗ, халь вара, уйӑх ытла вӑрманта пурӑнать, акӑ халь кунта — нӳрлӗ улӑм ҫинче…

Шутка ли: бывало в это время и на печи он мучился от ревматизма, а тут больше месяца в лесу прожил и теперь вот здесь — на сырой соломе…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней