Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тумасть (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫавӑн пирки эпӗ, Василиса Прокофьевна, тӳрех калатӑп: хавас чӗрене эрех пӑртак та сиен тумасть.

— Это я тебе, Василиса Прокофьевна, прямо скажу: веселой душе водочка не вредит ни с какой стороны.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кунталла куҫ хӳрипе пӑхса илсе те чыс тумасть иҫмасса.

В нашу сторону и не взглянет — видать, думает, что велика честь.

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

Тен, юри те тумасть?..

Может, он не специально?..

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

Йӑшӑлт та тумасть.

Даже не шелохнётся.

Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.

Урамри хурӑнсен ҫулҫисем кайӑксемпе пӗрле кӗркуннех кӑнтӑр енне вӗҫсе кайрӗҫ, манӑн йывӑҫ хӑнк та тумасть — ем-ешӗл ларать!

Осенью листья на берёзах улетели вместе с птицами на юг, а моё деревце по-прежнему такое же зелёное!

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Унта вӗҫенкайӑк йӑва тумасть, ун патӗнчен аякран пӑрӑнса каять тискер кайӑк, хӑвӑрт ҫунатлӑ ҫил кӑна ун ҫийӗн вӗҫсе иртет, кӑвак кӗлпе йӳҫек тутӑллӑ хура тусана инҫете-инҫете хӑваласа салатать.

Не гнездует на ней птица, стороною обходит ее зверь, только ветер, крылатый и быстрый, пролетает над нею и далеко разносит сизую золу и едкую темную пыль.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫынсем кӗтеҫҫӗ пуль-ха хӑйне унта, вӑл пур — хӑнк та тумасть.

Люди ждут, наверное, его, а он и в ус не дует!

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Председатель хӑнк та тумасть.

Председатель не двинулся.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Анчах этем хӑй ӗмӗрӗнче нимӗн аваннине те, ним ыррине те тумасть пулсан, вӑл вилет.

Только когда человек за свою жизнь не сделает ничего хорошего, не совершит доброго дела, он умирает.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Артерипе юнашар выртнӑ та, хӑнк та тумасть.

Лежит себе рядом с артерией и в ус не дует.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хӑйӗн арӑмӗ иккӗмӗш ҫул хире тухса курманнишӗн вӑл хӑнк та тумасть!

А что его баба второй год в поле глаз не кажет, ему горя мало!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тӑватӑ ҫула яхӑн инструкторта ӗҫлерӗ, райхаҫат редакторӗ пулнӑ, халӗ пропагандӑпа агитаци пайне ертсе пырать, ман шутпа, хӑйӗн ӗҫне начар тумасть.

— Ходил года четыре в инструкторах, был редактором районной газеты, сейчас руководит отделом и, по-моему, неплохо справляется со своими обязанностями.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫирӗп халӑх мар ҫав вӑл хӗрарӑм тени: паян капла, ыран апла, хӑйне сиен кӳрет те, пурпӗр малтанхи пек тумасть!

Нетвердый народ эти бабы: сегодня одно, завтра другое, пусть хоть во вред себе, лишь бы не по-старому!

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ман сӑмсаран юн пӗрӗхтерет, вӑл пур, хӑнк та тумасть!

У меня из носу кровяное сусло хлещет, а он хоть бы что!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кайнӑшӑн никам та айӑп тумасть сана.

Никто тебя не осуждает, что ты уехал.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗншӗн вара ку ҫиҫӗм ҫынна сиен тумасть?

— Так почему ж та молния не делает человеку вреда?

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мансӑр пуҫне вӑл пӗр ӗҫ те тумасть.

Без меня он ничего не решает!

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Нарыжный ним отчет та тумасть, пӗтӗмпех пирӗн ҫине йӑвантарать.

Нарыжный не делает никакого отчету, а все валит на нас.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Артамашовӑн йӑнӑшсем те, туса ҫитерменни те пур, анчах нимӗн те ӗҫлемен ҫын анчах йӑнӑш тумасть.

— Знаю, у Артамашова есть и промахи, и ошибки в работе, но тот не ошибается, кто ничего не делает.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ман шутпа, улталани никама та чыслӑ тумасть, — паҫӑрхи пекех шӑппӑн, анчах тухтӑра кӳрентересшӗн пулнине пытармасӑр каларӗ Озеров.

— А по-моему, это никому не делает чести, — все еще тихо, но не скрывая желания обидеть врача, сказал Озеров.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней