Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ ахаль те мана пит лайӑх пулӑшрӑн, — типпӗн хуравларӗ Наталья.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лаша пӗтӗм ӳпкепе хашлатса илчӗ те вут чулӗ пек хытӑ та пирчек ҫӗр тӑрӑх таканӗсемпе типпӗн чаклаттарса утса кайрӗ.Лошадь вздохнула всем нутром и пошла, сухо щелкая подковами по сухой и крепкой, как кремень, земле.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫук, мӗн-ха капла, пӗрлех кайӑр, Григорий Пантелевич! — терӗ вӑл типпӗн, Григорий ҫинелле пӑхмасӑр.Не глядя на Григория, она сухо сказала: — Нет, чего уж там, идите вместе, Григорий Пантелевич!
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья упӑшки ӑна кӳрентересшӗн маррине тавҫӑрчӗ, анчах чуна пӗрмаях темле именӳ туйӑмӗ кишеклесе ыраттарнине сисрӗ те, хӑйсен хушшинчи иккӗленӳ йӑлтах пустуй иккенне ӗнентерес, хӑй пӑлханнине пытарас тесе, юри майӗпен, шухӑша кайнӑ пек типтерлӗн те типпӗн калаҫрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья ют ҫынсемпе пӗрле каҫма май пулманни, Мелеховсене тархаслас килменни ҫинчен типпӗн хуравларӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эсир хаҫатра облаҫ ҫинчен ытла та типпӗн, ҫара цифрӑсемпе тенӗ пек каланӑччӗ, ҫавнашкал вуншар, ҫӗршер хут та ҫырнӑ ӗнтӗ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тикӗс вырӑна тухсан, вӑл лава кӗпер ҫине туртса кӗчӗ, малалла темиҫе утӑм турӗ, Корней кӗпер хӑмисем типпӗн шатӑртатса хуҫӑлнине илтрӗ те сасартӑк вӗриленсе кайрӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Урӑм-сурӑм кӑшкӑрашупа хутӑшса кайнӑ винтовка сассисем вара кӗскен те типпӗн кӗрӗслетсе янӑрарӗҫ.Винтовочные выстрелы, перемежаясь с криками, прощелкали сухо и коротко…
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах Вороновский, тутине ывӑҫ тупанӗпе хупласа, юнашар тӑракан хӗрлӗармеецпа хыпӑнчӑклӑн темӗн пӑшӑлтатрӗ те, Штокман сӑмах ҫаврӑмне вӗҫлеме те ӗлкӗреймерӗ — ҫамрӑк ҫумӑрӑн апрельти нӳрӗкне сӑрхӑнтаракан чӗрӗ сывлӑша типпӗн ҫурса, пӑшал сасси кӗрӗслетсе кайрӗ.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Типпӗн хуравласа каланӑ сӑмах Штокмана кӳрентермерӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӑхатӑн та — Дон тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене хуп-хура ҫӑра пӗлӗт хупласа илсе унта чӗмсӗррӗн те хӑрушшӑн капланса тӑнӑн, вӑл кӗҫ-вӗҫех, тирек йывӑҫҫисене асар-писеррӗн ҫӗр ҫумне ава-ава хурса, типпӗн шартлатса ҫурӑлакан аслати сассипе кӗмсӗртетсе каяссӑн, унтан Дон леш айккинчи шурӑ вӑрмана шӑтӑр-шатӑр хуҫса-ватса пӗтерме, акшар сӑрчӗсем ҫинчен аҫа чулӗсене вӑркӑнтарма, вӗлерсе ярас пек хаяр аслати сассипе кисренме тытӑнассӑн туйӑнать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Аксинья сасси типпӗн янӑраса тухрӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Степан типпӗн калаҫрӗ, унта пӗр ӑшӑ сасӑ та сӑрхӑнса кӗмерӗ.Голос Степана звучал сухо, ни одной теплой нотки не вкралось в него.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аксинья сасси янӑравлӑн та типпӗн тухрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урисене вӑрӑммӑн ярса пусса, симӗс шӑлаварӗн сӗркеленсе якалнӑ кивӗ сӑранне типпӗн кӑштӑртаттарса, Горчаков пӳрте кӗчӗ.Широко шагая, сухо шурша вытертыми леями защитных бриджей, Горчаков вошел в дом.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аслати ҫапнӑ сасӑ тепӗр хут ҫав тери вӑйлӑн, типпӗн те сулмаклӑн шатӑртатса ҫурӑлчӗ те, Кошевой учӗ малтан кукленсе ларчӗ, унтан, картах чӗвенсе, пӗр вырӑнта пӗтӗрӗнсе илчӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗҫре пирчесе сӑранланнӑ хура алӑсенчен типӗ те темскер ҫатӑртатнӑ пек тӳрккес сасӑ тухать; калас пулать, ҫак сасӑ, галерейӑпа коридорсенче кӗпӗрленсе тулнӑ майрасемпе дамӑсен, офицерсемпе вӗренекенсен черчен аллапписенчен тухакан сасӑсен ҫемҫе музыкипе танлаштарсан, пачах типпӗн, килӗшӳсӗррӗн те урмӑшшӑн янӑрать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫара уран, ҫарамас хӗрлӗ гвардеецсен ҫӗнӗ ушкӑнне илсе килчӗҫ те, персе вӗлерме кӑмӑл тунӑ казаксем ҫӗннисемпе улшӑнчӗҫ, каллех пӑшал сассисем кӗрлесе кайрӗҫ, типпӗн ҫурӑлса, пӗчченшер пенӗ сасӑсем кӗрӗслетрӗҫ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куҫӗсем ун типпӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, тути асаплӑн туртӑнса илкелет.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе сиккипе ӗрӗхтерсе пычӗҫ; ҫанталӑк ҫумӑрсӑр тӑнипе пирченӗ ҫӗр ут чӗрнисен айӗнче типпӗн йынӑша-йынӑша юлчӗ.Местами скакали наметом; глухо роптала под копытами зачерствевшая от бездождья земля.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.