Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑнта кама та пулин тӗл пулма тӳр килсен вырӑссем, паллах, ӑна ҫӗр те пӗр татӑк туса вакласа тӑкатчӗҫ ӗнтӗ, анчах крепость таврашӗнче никама та тупаймарӗҫ.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл хуҫа сӗнессе кӗтмесӗрех сӗтел хушшине кӗрсе ларса пӗр-ик татӑк какай хыпрӗ, кӑмака патне пырса ҫурӑмне ӑшӑтма тытӑнчӗ.
7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Каруман тимӗр татӑк ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.
Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кӑват чӗртсен Аспар тимлесе пӑхрӗ тимӗр татӑк ҫине.
Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Эпӗ сисрӗм вӑл камне, — терӗ те Каруман, пырса Сӳрӗкӗн хӗввинчен тимӗр татӑк кӑларчӗ.
Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫав пӗр татӑк кукӑльшӗн пӗр тенкӗлӗх кӗмӗл сӗтел ҫине кӑларса ҫапма тиврӗ вӗт, — чипер юратакан лашанах чӑпӑрккапа чашлаттарса илчӗ Данилов.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Чӗмсӗртерех Пикментей, кунта пуринчен те аслӑраххи, хӑйӗн хутаҫҫинчен пуҫламан пӗчӗк шӑрттан туртса кӑларчӗ те ӑна вакласа пӗрер татӑк валеҫсе пачӗ.
15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл ҫын пырсан нихҫан та сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме кӑларса лартса курман, хӗрхенсе ку таранччен никама та пӗр татӑк ҫӑкӑр паман, хӑй вара ӗмӗрӗпех ҫын патӗнче ӗҫсе ҫинӗ, ӗмӗрех ҫынран тем те пӗр илнӗ.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кулач сӑмсине хуҫса илчӗ те пӗр татӑк сыр тытрӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вара пӗр татӑк касса пачӗ ӑна.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Супӑнь пур — икӗ татӑк, — кулмасӑр каларӗ Ахах.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗрер татӑк ҫӑкӑрпа сахӑр катӑкӗсем кӑна юлнӑ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн тӑлӑх ачана ҫапса вӗлерме хатӗр!
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Котелок тӗпӗнче пӗрер татӑк шӑл витмен какай татки те тупӑнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чухӑн халӑх ывӑлӗсем ӗлӗк выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ пулсан, халӗ пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр лараҫҫӗ.
8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Люмпен-салтак таврашӗсем пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн та чунне сутма хатӗр!
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вара вӗри шыв ҫине чӗр чӑмарта ярса хутӑштарчӗ, ик татӑк сахӑр хурса ирӗлтерчӗ, кӑшт чейпе хӗретрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Апатне уйрӑм хатӗрлемен — пурте пӗр тан ҫинӗ: пӗр стакан сӗтпе шуратнӑ чей, услам ҫӑвӗпе ҫиелтен кӑшт ҫемҫетнӗ пӗр чӗл хура ҫӑкӑр, пӗр татӑк шур кулач е сушкӑ — сӗтел ҫинче кашни ирех пулнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ман пекех поездран тӑрса юлман-и? — ыйтрӗ старик Павлушран, пӗр татӑк кӑлпассипе шур кулач хуҫса парса.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Иртсе ларсам, кин, пӗрер татӑк сухан кукли ҫисе пӑхсам.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.