Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрле, кил-йышпа пӗрле канашласа илсе, ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Ильиничнӑпа Пантелей Прокофьевичӑн ачасемпе пӗрле килтех юлмалла, пурлӑха пӑхмалла, ҫапнӑ тырра ҫӗр айне чавса чикмелле; Дуняшкӑна, арчасем тиеттерсе, икӗ ватӑ вӑкӑрпа Чир хӗрринчи Латышев хуторӗнче пурӑнакан хурӑнташӗсем патне ӑсатмалла.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аллисене колхоз кӗсйине чикекен ҫынсене парти сивленӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртнӗ тата ҫирӗп йӗркесем тунӑ пулин те, ямӑт пурлӑха хапсӑнакансем пӗтмен-ха.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эпӗ хамӑн пурлӑха юлашки ҫип юлмиччен паратӑп, ҫав тӑшмансене анчах пӗтерсе тӑкасчӗ.Я все имущество до нитки отдам, лишь бы уничтожить этих врагов.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эпӗ ҫапларах каларӑм: «Пурлӑха тӑккаламалла мар, вӗсем урӑх ӗҫ валли кирлӗ пулӗҫ. Пире Хусанти патшалӑх хваттерӗ те ҫитӗ!».
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
— Хатӗр пурлӑха хапсӑнакан нумай, ҫав начар…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Рагулин йӗрки уйрӑмах Артамашова килӗшмест, вӑл-ҫке пурлӑха апла та, капла та салатакан ырӑ председатель, ун пирки ҫапла мухтав ҫӳрет…
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Старик, картла вылянипе пӗтӗм пурлӑхне салатса ярса, юхӑнса ҫитнӗ; унтан ҫӗнӗрен ура ҫине тӑма тытӑннӑ пулнӑ, анчах пушар мӗнпур пурлӑха тӗтӗме вӗҫтернӗ пирки, Сергей Платоновича пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пуҫласа яма тивнӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мӗнпур пурлӑха хӑйне илчӗ те Петро, паша пек пурӑнма пуҫларӗ.
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вакула, паллах ӗнтӗ, ун хӗрне качча илсен, ҫав мӗнпур пурлӑха хӑйӗн аллине тытса илме пултарать.Вакула, понятное дело, после женитьбы на ее дочери может все хозяйство прибрать к себе.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫав мӗнпур пурлӑха хам хуҫалӑх ҫумне хушсан ытлашши пулмӗччӗ, тет Солоха, хӑй ӑшӗнче.Все это Солоха находила не лишним присоединить к своему хозяйству,
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗлсе ҫитрӗҫ, вӑл мӗнле кайӑк иккенне: никам та мар вӑл, ҫӗр айӗнчи пурлӑха алтса кӑларас шухӑшпа этем сӑнарне йышӑннӑ шуйттан; ҫӗр айӗнчи пурлӑха таса мар алӑпа алтса кӑларма май ҫук та ӗнтӗ, каччӑсене илӗртсе астарать вӑл.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эпӗ вӗсене мӗнпур пурлӑха патӑм, вӗсем мана ачасене памарӗҫ.
XV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Чи пирвайхи парӑма яланах малтан парса тататпӑр, устава пӗртте пӑсмастпӑр, кладовойра йӗркеллӗ, обществӑллӑ пурлӑха сыхлатпӑр…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вӑл пирӗн пурлӑха нимӗҫсем валли упрать тенине никам та ӗненмӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Кам валли упратӑн пурлӑха?
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Аллӑрсем мӗнле ҫӗкленӗҫ ҫав пурлӑха илме? —
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй ӑшӗнче вӑл шансах тӑнӑ: Ольховка ҫыннисем халӗ колхозран тарса пӗтеҫҫӗ пуль ӗнтӗ, колхоз картишӗнчи мӗнпур пурлӑха ҫӗклесе пӗтереҫҫӗ пуль, тенӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Эпир мӗн чухлӗ каялла чакатпӑр, ҫӗршыва, пурлӑха пӑрахса хӑваратпӑр, нуша куратпӑр, ҫапах та, ҫук, ҫак вӑрҫӑ нумайӑшне чӗререн пырса тивеймен-ха!
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫитменнине тата ку таранччен пухнӑ мӗнпур пурлӑха пӑрахса хӑварӑн та — ҫӗклесе кайса пӗтерӗҫ: халӑх вӑл ҫын пурлӑхне хапсӑнма хавас.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Колхозра туяннӑ пӗтӗм пурлӑха ӑҫтан-ха пӗр урапапа тиесе кайӑн?Разве можно было увезти все нажитое в колхозе добро на одной телеге?
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.