Поиск
Шырав ĕçĕ:
КПСС Центральнӑй Комитечӗн черетлӗ Пленумне тата СССР Верховнӑй Совечӗн суйлавне хатӗрленнӗ май, радио ӗҫ ҫыннисен кулленхи ҫитӗнӗвӗсене палӑртса, икӗ суйлав хушшинчи ӳсӗмсем, халӑхӑн, коммунистсемпе партире тӑманнисен никам ҫӗнтерейми блокӗн кандидачӗсем ҫинчен очерксемпе ытти передачасем пачӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Радиовещанипе телевидени халӑха коммунизмла воспитани парас ӗҫре ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса, Коммунистсен партийӗ хӑйӗн хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалне тата рупорне малалла аталантарас тӗлӗшпе мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвать.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Тӗрлӗ национальноҫлӑ совет ҫыннисен ӑс-тӑнӗнче пӗрешкел палӑрӑмсем йӗркеленчӗҫ, ҫав палӑрӑмсем ҫӗнӗ йышши обществӑлла хутшӑнусене пула ҫуралнӑ, вӗсем ССР Союзӗнчи халӑхсен чи лайӑх традицийӗсене палӑртса тӑраҫҫӗ».
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Районта маунтинбайк валли ятарласа палӑртса тухнӑ 10 VTT трасса пур.
Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA
Экспрессен анлӑшне анлӑлатма палӑртса хунӑ, анчах хальхи вӑхӑтра ҫӗр бюджетӗнче укҫа-тенкӗ сахал пулни ҫакна чарса тӑрать.
Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97
Ҫирӗп аталанӑвӑн хальхи хӑвӑртлӑхӗсем, палӑртса хунӑ пысӑк плансем тата хамӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин тӑтӑшах пулӑшса пыни пирӗн пурте ӑнассине, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине ӗненме шанчӑк кӳреҫҫӗ!
Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom
Малашнехи плансен шутӗнче – палӑртса хунӑ ӗҫсене малалла тӑсасси кӑна мар, тӗллевсене пурнӑҫлассин хӑвӑртлӑхне ӳстерсе пырасси.И в планах – не просто продолжать, а увеличивать темпы реализации намеченных задач.
Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom
Хушма транспорт проекчӗсене аталантармалли стимул пулса тӑнине палӑртса каланӑ вӑл.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh
Президент хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейре транспорт инфраструктурине малта палӑртса хунинчен чылай маларах пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh
Тепӗр тесен, предприятинче пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ пурри те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар пулӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao
Вӗрентӳ, воспитани процесӗнче ҫӗнӗ идейӑсемпе меслетсем йӗркелерӗҫ, ачасене пултарулӑх ӗҫӗнче, спортра ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма пулӑшрӗҫ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav
Апла пулсан пӗтӗм ҫӗршыври вӗрентекенсен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама тата вӗсене ӗҫпе тивӗҫтересси те анлӑланчӗ» – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Владимир Путин.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav
Пирӗн ушкӑн валли вӗрентекенӗмӗр лайӑх майсем туса пачӗ: маршрут палӑртса хунӑ, вырӑнти пуҫлӑхсемпе телефонпа ҫыхӑнса килӗшӳ тунӑ, студентсем валли меллӗ условисем хатӗрлеме хушнӑ, экспедици ушкӑнӗ валли ҫул ҫинче ӗҫпе тӑкакланма университетран нухрат та ҫырӑнса илме пултарайнӑ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Ҫапла майпа салтаксен кун шалӑвне палӑртса, стройка мастерӗсемпе пӗрле хак лартса алӑ пусмаллаччӗ.
Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.
Ҫавӑн пекех салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫре пысӑк хастарлӑх кӑтартакан волонтерсене те уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗҫ.
Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/
…Улькапа Улюк, маларах калаҫса татӑлнӑ пек, пахчасем хыҫӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑт тӗлне Уй ҫырмине анчӗҫ, унтан Ҫатракассине ҫул тытрӗҫ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Ванюк пиччӗшӗн кителӗ ҫинчи 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫ фашисчӗсене ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртса кӑларнӑ медале, значоксене тыта-тыта, салтак карттусне тӑхӑнса пӑхрӗҫ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Патшалӑх сыхлӑх органӗн вырӑнти ӗҫтешӗ малтанхи редактора вӑл кулак йӑхӗнчен тухнине тата хаҫат наборламалли шрифтӑн темиҫе сас паллине ятарласа ҫухатнине-вӑрланине тупса палӑртса айӑпланӑ-мӗн.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
— Ҫамрӑк ҫыннӑм, эсӗ Иринӑпа пӗрле вӗреннӗ-и е халь пӗрле ӗҫлетӗр? — ыйтрӗ сӑмахсене уҫӑмлӑн палӑртса ҫемье пуҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Ҫуралнӑ кунсене кашниннех палӑртса пӗтернӗ.
Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.