Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куҫхаршисем хӗвелпе саралса кайнӑ: уйӑрса ил-ха ӗнтӗ халь, хура сӑнлӑ-и эпӗ, е хӗрлӗ-и?Брови на солнце выцвели: попробуй-ка разбери теперь, брюнет или рыжий.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Хӑшпӗр чух ҫеҫ, уйрӑммӑнах фронтсем пирки калаҫма тытӑнсан, унӑн куҫхаршисем тӗлӗнчи ӳчӗ пӗркеленсе илет, вӑл вара калаҫма чарӑнать те темӗн ҫинчен чылайччен шухӑшласа ларать.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Унӑн тӑкӑс ҫамки урлӑ пӗркеленчӗк тӑсӑлса выртать, куҫӗсем кӑвакарнӑ куҫхаршисем айӗн сиввӗн пӑхкалаҫҫӗ.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Пӗчӗкҫӗ чӳрече витӗр кӗрекен ҫутӑ ҫинче лайӑх курӑнакан ӑсан маччара ҫаврӑнса ҫӳрет, аялалла пӗшкӗннӗ пуҫӗ ҫинчи куҫхаршисем хӗп-хӗрлӗ чечексем пек ҫунаҫҫӗ, кукӑр хӳрине тӑсса янӑ, вӑл хӑйӗн юррине юрлать.
Ӑсан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 63–66 с.
Вӑл, тӑртанарах тӑракан чие ҫырли тӗслӗ пӗчӗк тути тата питҫӑмартисемпе куҫхаршисем ҫинчи шӗпӗнӗсем питӗ ырӑ кӑмӑллӑ сӑн кӳрекен ҫавра питне чӑмӑрласа тытнӑ аллипе тӗревлесе ларнӑ та, ывӑлӗ ҫинчен куҫӗсене илмест, пӗрмаях ассӑн сывлать.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӑйӗн тутисем те, куҫхаршисем те, сухалӗ те чӗтреҫҫӗ…
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Базаров куҫӗсем самантлӑха тӗттӗм куҫхаршисем айӗнче йӑлтӑртатса илчӗҫ.Глаза Базарова сверкнули на мгновенье из-под темных его бровей.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Спасибо, Аркаша, — шӑппӑн каларӗ те Николай Петрович, унӑн пӳрнисем каллех куҫхаршисем тӑрӑх тата ҫамки тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗҫ.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак ҫынсенни пек мар тарӑн та вӑйлӑ йӗрсем, бронза тӗслӗ пичӗ, ҫав тери ҫара куҫхаршисем, чӑтма ҫук хӑрушӑ куҫсем, унӑн пӗрӗмлӗ, ытла та шалпар, Азире тӑхӑнакан тумтир пек тумӗ, — пурте унӑн вӑйӗ ытти ҫынсен вӑйӗ пек кӑна маррине кӑтартнӑн туйӑннӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫӳллӗ те пысӑк пӗвӗ, тӗксӗм те ырхан сӑн-пичӗ, ҫав тери ҫивчӗ куҫӗсем, усӑнса тӑракан ҫӑра куҫхаршисем ӑна столицӑра пурӑнакан кӗл тӗслӗ ҫынсенчен тӗпренех уйӑрса тӑнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ури айӗнчи тротуар хӑйне хирӗҫ шунӑн, кӳме кӳлнӗ сиккипе пыракан лашасем пӗр вырӑнта тӑнӑн, кӗпер тӑсӑлнипе ун аркисем хуҫӑлса ишӗлнӗн, ҫуртсем кутӑн ларнӑн, будка хӑйне хирӗҫ тайӑлса аннӑн, часовой алебарди, ылтӑн саспаллисемпе ҫырнӑ тата хачӑ ӳкернӗ вывескӑпа пӗрлешсе, куҫхаршисем ҫинче ҫутӑлса тӑнӑн туйӑнчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Шефӑн куҫхаршисем сиксе илнӗ хыҫҫӑн Зюсмильхпа салтаксем кабинетран тухрӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Лебяжье отрячӗн командирӗ сиксе тӑчӗ те унӑн шурӑ куҫхаршисем айӗн куҫӗсем ҫуталса илчӗҫ.Командир лебяженцев вскочил, и в глазах его под седыми бровями заплясали искры.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Зимин тӑчӗ, вӑл шурса кайнӑ, куҫхаршисем пӗрлешсе тӑраҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ридлерӑн тӗссӗр куҫхаршисем ҫӗкленчӗҫ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн кӑкӑрӗ ҫине усӑннӑ пуҫне кепепе чӗркенӗ, ҫӳҫӗпе куҫхаршисем ӗннӗ, пичӗпе мӑйӗ ҫинче вырӑнӗ-вырӑнӗпе ӳчӗ хӑпаланнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Куҫхаршисем хушшинче мӑкӑрӑлса тӑракан вырӑн вӑл ирӗклӗ шухӑшлине палӑртнӑн туйӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чи малтан вӑл пуҫӗ ҫинче ҫӳҫ ҫулӗсене уҫнӑ, тата икӗ еннелле мӑйракасем пек тармакланса тӑракан парик тӑхӑннӑ, унтан питне темӗнле шурӑ эмелпе сӗрнӗ те, шура краска ҫине куҫхаршисем, уссисем тунӑ, питҫӑмартисене писевленӗ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Тути хӗррисем ытла шалалла кӗнӗрен пит ҫӑмартисем ҫинче кӑшт палӑракан путӑксем пулса тӑнӑ; пӳрне сарлакӑш куҫхаршисем пӗтӗм ҫамки тӑрӑх выртнӑ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей пуҫне ҫӗклерӗ, пичӗ ҫине, куҫхаршисем ҫине шултра юр пӗрчисем ларнӑран кӑмӑллӑн кулса илчӗ.Сергей подымал голову, чувствуя, как крупные пушинки садились ему и на ресницы и на брови.
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.