Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Манӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсен сӳсменне Унӑн алли тыткӑчларӗ; вӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхнӑ та манӑн мӑя тӑхӑнтартнӑ; Вӑл манӑн вӑйӑма хавшатрӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӑшманӗсем мала тухрӗҫ унӑн, ӑна усал суннисем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӗ нумайран Ҫӳлхуҫамӑр ун ҫине ҫапла хуйхӑ ячӗ; хӑйсен умӗнчен уттарса, тӑшмансем вӗсен ачисене тыткӑна илсе кайрӗҫ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та Эпӗ хулана сиплӗп, эмеллӗп, Эпӗ вӗсене сыватӑп, вӗсене тулли тӑнӑҫлӑхпа чӑнлӑх ҫулне уҫса парӑп, 7. Иудӑпа Израиле тыткӑнран тавӑрӑп, вӗсене малтанхи пекех ҫирӗплетӗп, 8. вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ — Эпӗ вӗсене мӗнпур усаллӑхӗнчен тасатӑп, вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ — Эпӗ вӗсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫне каҫарӑп.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫак хула ҫурчӗсем ҫинчен, Иудея патшисен керменӗсем ҫинчен — тӑшман хӗҫӗпе ишӗлчӗк купи пуласскерсем ҫинчен — ҫапла калать: 5. унта пурӑнакансем халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма каяҫҫӗ, хӑйсен ҫурчӗсем вара вилепе — Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа пӗтерес ҫынсен виллисемпе — тулса ларӗҫ, ҫав ҫынсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Эпӗ ҫак хуларан Хамӑн сӑнӑма пытартӑм.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗлӗр» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — хӑйсемех пӗлме пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ун чухне ӗнтӗ: «ашшӗсем пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ» тесе каламӗҫ, 30. кашниех хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вилӗ; пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫиекенӗн чӑнах та шӑлӗ шанӗ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук — ҫавӑнпа сана ҫапла турӑм.по множеству беззаконий твоих Я сделал тебе это, потому что грехи твои умножились.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сурану санӑн тӳрленсе ҫитейми, чирӳ санӑн питех те хаяр; 13. санӑн тавӑҫна никам та тишкермест; им-ҫам та ҫук сурану валли, сана сиплетейместӗн; 14. сана тусусем пурте манса кайрӗҫ, сана шырамаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук, ҫавӑнпа сана тӑшманусем аркатмалла турӑм, сана хаяррӑн хаса патӑм.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх ҫинчен ҫапла калать: вӗсем ҫӗтсе-аташса ҫӳреме юратрӗҫ, хӑйсен урине хӗрхенмерӗҫ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫавӑншӑн кӑмӑлламасть, йӗркесӗр ӗҫӗсене астутарать те ҫылӑхӗсемшӗн хаса парать.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем хамӑра хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана темиҫе хутчен пӑрахрӑмӑр пулин те, Санӑн умӑнта ҫылӑхӑма кӗтӗмӗр пулин те, пире Хӑвӑн ятушӑн пулӑшсамччӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эхер те хӑвӑн ӑшӑнта: «мана ку мӗне пула ҫитсе ҫапрӗ-ха?» теетӗн пулсассӑн, пӗл: темӗн чухлӗ йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн санӑн кӗпӳ аркине уҫнӑ, сана мӑшкӑлланӑ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Иуда арӗсем те, Иерусалим ҫыннисем те хӑйсем хушшинче кавар тунӑ: 10. вӗсем каллех хӑйсен мӑн аслашшӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем еннелле ҫаврӑнчӗҫ, лешӗсем Ман сӑмахӑмсене итлеми пулнӑччӗ те ют турӑсем хыҫҫӑн кайнӑччӗ, вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑччӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ сӑнаса тӑрсах итлерӗм: вӗсем тӳррине каламаҫҫӗ, хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн пӗри те ӳкӗнмест, никам та: «мӗн туса хутӑм-ха эпӗ?» тесе каламасть; вӑрҫӑ хирӗнче талпӑнакан ут пек, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе чупать.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫапла каламашкӑн сире йӗркесӗр ӗҫӗрсем чӑрмантарчӗҫ, ҫак ырлӑхран сире ҫылӑхӑрсем пӑрса ячӗҫ: 26. Манӑн халӑхӑм хушшинче усал ҫынсем пур: вӗсем кайӑк тытакан пек сыхласа тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнаҫҫӗ, тапӑ лартаҫҫӗ, ҫынсене тытаҫҫӗ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑншӑн вӗсене вӑрманти арӑслан тапӑннӑ, вӗсене пушхир кашкӑрӗ тӑпалать, хула хӗрринче вӗсене барс сыхласа тӑрать: хуларан тухакана туртса ҫурӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсем нумайланчӗҫ, Турӑран уйӑрӑлсах кайрӗҫ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Савӑшу тупмашкӑн хӑвӑн ҫулна мӗн тери ӑста майлаштарса пыратӑн эсӗ! ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсене те хӑвӑн ҫулна-йӗрне вӗрентрӗн.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара эпӗ Иудея халӑхне мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн, ют ҫӗр туррисен ячӗпе фимиам тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен аллипе тунӑ йӗрӗхсене пуҫҫапнӑшӑн сут тӑвӑп.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Санӑн ятна чӗнекен, Санран ҫирӗп тытса тӑма хистекен ҫук, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн сӑнна пирӗнтен пытартӑн, пире хамӑрӑн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн пӗтме пӑрахса хӑвартӑн.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир пурте ирсӗрленсе ҫитнӗ пекех пулса кайрӑмӑр, пирӗн мӗнпур тӳрӗлӗх те — вараланнӑ тумтир пек; эпир пурте ҫулҫӑ пек сарӑхса кайрӑмӑр, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем пире ҫил пек вӗҫтерсе каяҫҫӗ.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хытӑ кӑшкӑр, хӑвна ан чар; сассуна вӑйлат — трупа пек пултӑр, Манӑн халӑхӑма хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене, Иаков килне хӑйӗн ҫылӑхӗсене кӑтарт.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.