Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗлеретӗп (тĕпĕ: вӗлер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна вӗлеретӗп тесе каларӑм-и вара?

А кто говорит про убийство?

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

15. Вара Иоанан, Карей ывӑлӗ, Массифа хулинче Годолийӑна вӑрттӑн каланӑ: ирӗк пар мана, эпӗ Нафания ывӑлне Исмаила кайса вӗлеретӗп, ҫавна никам та пӗлмӗ; мӗншӗн-ха вӑл сана вӗлерессе кӗтсе тӑмалла, мӗншӗн-ха сан патна пухӑннӑ иудейсене саланса кайма, Иудӑн юлашки йышне пӗтме памалла? тенӗ.

15. Тогда Иоанан, сын Карея, сказал Годолии тайно в Массифе: позволь мне, я пойду и убью Исмаила, сына Нафании, и никто не узнает; зачем допускать, чтобы он убил тебя, и чтобы все Иудеи, собравшиеся к тебе, рассеялись, и чтобы погиб остаток Иуды?

Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мелхола Саула ҫапла каланӑ: вӑл: мана кӑларса яр, унсӑрӑн эпӗ сана вӗлеретӗп, терӗ, тенӗ.

И сказала Мелхола Саулу: он сказал мне: отпусти меня, иначе я убью тебя.

1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑвӑр хушшӑртан пӗр ҫын суйласа илӗр те, ҫавӑ ман патӑма антӑр; 9. вӑл манпа ҫапӑҫаять, мана вӗлереет пулсассӑн, эпир сирӗн чурӑрсем пулӑпӑр; эхер те эпӗ ҫӗнтеретӗп пулсассӑн, ӑна вӗлеретӗп пулсассӑн, эсир пирӗн чурасем пулатӑр та пирӗншӗн ӗҫлесе тӑратӑр, тенӗ.

Выберите у себя человека, и пусть сойдет ко мне; 9. если он может сразиться со мною и убьет меня, то мы будем вашими рабами; если же я одолею его и убью его, то вы будете нашими рабами и будете служить нам.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Куратӑр ӗнтӗ, [куратӑр]: вӑл Эпӗ, Эпӗ — Мансӑр пуҫне Турӑ ҫук: Эпӗ вӗлеретӗп те, чӗртетӗп те, Эпӗ ураран ӳкеретӗп, Эпех тӳрлетсе тӑрататӑп, никам та Ман аллӑмран хӑтараймӗ.

39. Видите ныне, [видите,] что это Я, Я - и нет Бога, кроме Меня: Я умерщвляю и оживляю, Я поражаю и Я исцеляю, и никто не избавит от руки Моей.

Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Исав вара Иакова ашшӗ панӑ пиллӗхӗшӗн курайми пулнӑ; Исав хӑй ӑшӗнче: аттемшӗн йӗрес кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ — Иакова, хамӑн шӑллӑма, вӗлеретӗп, тенӗ.

41. И возненавидел Исав Иакова за благословение, которым благословил его отец его; и сказал Исав в сердце своем: приближаются дни плача по отце моем, и я убью Иакова, брата моего.

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней