Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗрӗллех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем эпир выҫӑпа аптӑранине аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен тапӑрӗнчен тухнӑ та хирте пытанса ларнӑ, вӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ: «кусене эпир хуларан тухнӑ-тухман чӗрӗллех ярса илетпӗр те хамӑр вара хулана ҫӗмӗрсе кӗрсе каятпӑр» теҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пытанса тӑнӑ ҫар хулана туртса илнине, хула тӗлӗнче тӗтӗм [тӳпенелле] мӑкӑрланса хӑпарнине курсассӑн, Иисуспа израильсем пурте каялла ҫаврӑннӑ та Гай халӑхне ҫӗмӗре пуҫланӑ; 22. хуларисем Гай ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ, лешӗсем вара Израиль ҫыннисем хушшине пулса юлнӑ; вӗсене пӗрисем пӗр енчен, теприсем тепӗр енчен хӗстернӗ; Гай ҫыннисене ҫапла ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсем пӗри те ҫӑлӑнайман, чӗрӗ юлни те, тарса хӑтӑлни те пулман; 23. Гай патшине вара чӗрӗллех тытса Иисус патне илсе пынӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫапла каланӑ ҫеҫ вӑл, лешӗсен ури айӗнчи ҫӗр кисренсе пута пуҫланӑ; 32. унтан ҫӗр ҫурӑлса кайса ҫав ҫынсене, вӗсен кил-ҫуртне тата Корейӗн пӗтӗм килне-йышне мулӗ-мӗнӗпе пӗтӗмпе ҫӑтса янӑ; 33. вӗсем пӗтӗм пурлӑхӗпе пӗрле чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса кайнӑ, ҫиелтен вӗсене ҫӗр хупланӑ, вара вӗсем халӑх хушшинчен ҫухалнӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Моисей каланӑ: [ҫакна эпӗ] хамӑн ирӗкӗмпе туманнине, ҫак пӗтӗм ӗҫе тума мана Ҫӳлхуҫа янине эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлетӗр: 29. вӗсем ытти ҫынсем пекех вилес пулсассӑн, вӗсене тивес хаса ытти ҫынсене тивекен хаса пекех пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа яман; 30. эхер те Ҫӳлхуҫа нихӑҫан пулманнине кӑтартсассӑн, ҫӗр ҫурӑлса кайса вӗсене [килӗ-ҫурчӗпе, чатӑрӗсемпе пӗрле], вӗсен мӗн пуррине пӗтӗмпех ҫӗр ҫӑтас пулсассӑн, вӗсем чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса каяс пулсассӑн — пӗлӗр вара: ҫак ҫынсем Ҫӳлхуҫана сума суман ҫынсем пулнӑ, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.