Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн тесен калт туртсан вӑхӑт сахал каять, t нуле ҫывӑх пулать, Ft произведени те нуле ҫывӑх пулать, апла вара mv те кире пуканӗшӗн нуле ҫывӑх пулать; кире пуканӗн m масси пысӑк пулсан, унӑн v хӑвӑртлӑхӗ практика тӗлӗшӗнчен нульпе тан пулать.
2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Черевик хӑйӗн кумӗ патӗнче, улӑм витнӗ сарайӗнчи вӑкӑрсемпе пӗрле, тулӑ тата ҫӑнӑх миххисем хушшинче карӑнкаласа, анаслакаласа тӗлӗрсе выртать, тӑрас кӑмӑлӗ те, тӗлӗкӗсенчен уйрӑлса каяс кӑмӑлӗ те ҫукчӗ пулас унӑн, анчах та сасартӑк сасӑ илтӗнчӗ, сасси ӗнтӗ ҫав тери ҫывӑх, палланӑ сасӑ, — наянлӑх йӑви евӗрлех — турӑ пиллесе панӑ кӑмака пек, е ҫывӑх хурӑнташӗн инҫетре те мар, пӗр вунӑ утӑмра ҫеҫ ларакан хупахӗ евӗр ҫывӑх та палланӑ сасӑ.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
4. Ҫын вӗлерекенӗ акӑ мӗнлескерӗ унта тарса чӗрӗ юлма пултарать: кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, ӑна вӗлерме шухӑш тытман халлӗнех, уншӑн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман вӑхӑтрах, ӑнсӑртран вӗлерсе пӑрахать — ҫавӑ; 5. кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннипе вӑрмана вутӑ касма кайсассӑн, пуртӑ тытнӑ аллине йывӑҫ касма сулса янӑ чухне пуртти авринчен вӗҫерӗнсе ҫывӑх ҫынна лексе ӑна вӗлерсе пӑрахрӗ пулсассӑн, ҫавӑ вара, чӗрӗ юлас тесе, хайхи виҫӗ хуларан пӗрне тарса ӳктӗр: 6. юншӑн тавӑраканӗ, чӗри тарӑхса-хӗрсе кайнипе, ун хыҫҫӑн хӑваласа ан каяйтӑр, ӑна инҫе ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе ан вӗлерейтӗр, унсӑр пуҫне тата вӑл айӑпа тивӗҫлӗ те мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗлернӗ ҫыннишӗн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман; 7. ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ эпӗ сана: виҫӗ хула уйӑрса ил, терӗм.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн, унӑн уй-хирне те, унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, унӑн вӑкӑрне те, ашакне те, [нимӗнле выльӑх-чӗрлӗхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗне те ан хапсӑн, терӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн; ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, [унӑн уйне-хирне те,] унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, вӑкӑрне те, ашакне те, [унӑн кирек хӑш выльӑхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗнне те ан хапсӑн, тенӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫатрасенчен — чӗнӗпӗр, Ҫывӑх ҫынсем, тийӗпӗр, Ҫывӑх пулар, тийӗпӗр.
Юбилей юрри // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 91-93
— Марине хӑлхасӑр — илтмест, акӑ вӑл сасӑ илтме тытӑнать; пӗр-пӗччен, тунсӑхлать, ӑна ҫывӑх тус кирлӗ — акӑ сана ҫывӑх тус.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
Каҫалла сулӑннӑ чух вӗсене хӑйсем пӗр-пӗрине пурнӑҫ тӑршшипех палласа пурӑннӑ пек, Володьӑшӑн Оля пек ҫывӑх ҫын, Ольӑшӑн Володя пек ҫывӑх ҫын урӑх никам та ҫук пек туйӑнчӗ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Ҫывӑх, шӑллӑм, ҫывӑх… — пӑшӑлтатрӗ вӑл, Виктора аллинчен тытса.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл ҫывӑх, ҫывӑх…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тӗлӗнмелле, эпир унпа приготовительнӑй класра пӗр парта хушшинче юнашар ларнӑ пулин те, пӗр-пӗрне ытла ҫывӑх пӗлмен пулас, ҫапах шухӑш-ӗмӗтпе пӗр-пӗрне питӗ ҫывӑх пулнӑ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫывӑх, ҫывӑх, ак ҫитет!
Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсене хытах ан хурлӑр – вӗсем халӗ уйрӑмах чуна ҫывӑх илеҫҫӗ.Не судите строго родных и близких: они сейчас особенно ранимы.
16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Сирӗн сехетӗр ҫывӑх ӗнтӗ, хӑвӑрӑн айӑплӑ ӗҫӗрсемшӗн турӑ ярас тавӑру та ҫывӑх.Близок ваш час и близко возмездие Божие за все ваши преступления.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Влаҫа тытса илнӗ хыҫҫӑн чи ҫывӑх вӑхӑтра, — чи ҫывӑх вӑхӑтра кӑна та мар, — мӗн-мӗн тумаллине уҫҫӑн палӑртакан программа.— Ясная программа действий на ближайшее время после захвата власти, да и не только на ближайшее.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Штаб начальникӗ Бертье, маршалсем тата Наполеона ҫывӑх ҫынсем хуллен пӑшӑлтатса илнӗ те, Наполеона чи ҫывӑх ҫынсенчен пӗри, Дарю, тивӗҫлипе ҫемҫен, анчах ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: пурте ватӑ гвардие ҫапӑҫӑва кӗртме кирлӗ тесе шутлаҫҫӗ, тенӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Унӑн юлташӗсем ҫывӑхрах ҫулне уйӑрса илнӗ, анчах вӗсен — ҫывӑх ҫулне суйласа илнӗшӗн ӳкӗнмелле пулнӑ.А товарищи его выбрали ближний брод и вскоре раскаялись в этом.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
— Ав лешӗ, сулахайри — ҫывӑх та инҫе, ав тепри, сылтӑмри — инҫе те ҫывӑх.— Тот, что налево, — близок, да далёк; тот, что направо, — далёк, да близок.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Хушӑран ӑна хӑй пӗр вырӑнтах тӑнӑ пек туйӑнса каять, хӑйне хирӗҫ вара тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа темскер, ҫав тери пысӑкскер ӗрӗхтерсе килнӗн туйӑнать, анчах ҫав пысӑкскер уншӑн пулсан чи ҫывӑх тӑван пек туйӑнать, кунта уншӑн кашни хӑйӑр пӗрчи, кашни йывӑҫ тӗми ҫывӑх.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Астӑватӑп, ман патӑма пӗр ҫын пычӗ, кайран вӑл манӑн ҫывӑх, питӗ ҫывӑх тус пулса тӑчӗ.
Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.