Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсемпе пӗрле таҫти аялти кӑвак пӗлӗт те, хӗвел ҫаври те хускалать, йӑмрасем авкаланма, кукӑрӑла-кукӑрӑла чӳхенме пуҫлаҫҫӗ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Лӗп шывпа эсир ваннӑра та чӳхенме пултаратӑр.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Аяларах кайса, хӗрсем те каҫхи ӑшӑ шывра чӳхенме тытӑнчӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ирхине хӗвел шевли вылянӑ вӑхӑтра, ай, аван та-ҫке шывра чӳхенме!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Малалла кайма юрамасть, — калаҫма пуҫларӗ Астарот; вӑл тата темиҫе сӑмах каларӗ, анчах хыпса илсе турат таткисем вутлӑ чӗлхисемпе чӳхенме пуҫларӗҫ те — ҫак самантра эпӗ, шалтах тӗлӗнсе, Астаротӑн ҫӗнӗ, тӗпренех улшӑннӑ сӑнне куратӑп.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
— Шыв вӑл ҫӑвӑнма та чӳхенме аван, — хирӗҫленӗ тепӗр чура, — анчах ӑша кантарас тесен, эпӗ эрехе маларах хуратӑп.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара самолет кӑштах чӳхенме пуҫларӗ, эпӗ аттене: — Мӗншӗн? Мӗншӗн? — тесе кӑшкӑртӑм.Потом самолёт стало немножко качать, и я кричал папе: — Почему? Почему?
Эпир Харькова самолетпа вӗҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Астӑватӑп, «Демонӑн» пирвайхи строкисене вуласанах, Ситанов кӗнеке патне пӗшкӗнсе пӑхрӗ, унтан мана питрен пӑхса илчӗ, кистине сӗтел ҫине хучӗ те, вӑрӑм аллисене чӗркуҫҫисем патнелле чиксе, йӑл кулса, чӳхенме тапратрӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пароход вӑрӑммӑн кӑшкӑртса ячӗ, буксир шыв ӑшнелле чӑмпӑлтатрӗ; тӗп-тӗттӗмре, пристань ӑҫтине кӑтартса, хунар ҫути чӳхенме тапратрӗ, тӗттӗмрен тата ҫутӑсем анма пуҫларӗҫ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Валек ҫакӑн пек услови лартрӗ: манӑн тул ҫутӑличченех тупӑк ҫинче выртмалла е лармалла, хӑть те мӗн пулас пулсан та, Калинин старик шӑтӑкран тухнӑ чух тупӑкӗ чӳхенме пуҫласан та, ҫапах ун ҫинчен анмалла мар.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Арман сули ҫине пырса ҫапӑнсан, кимӗ, каялла кайса, чӳхенме пуҫларӗ, анчах пралукран тытса чӗркуҫленсе ларнӑ ватӑ мельник арман сули карлӑкӗнчен ярса тытрӗ те Йован еннелле ҫаврӑнса: — Малтан икӗ теҫетке тӳле, унтан вара ҫак пӗрене тӑрӑх арман витӗр тухса, пусмапа ут! — тесе хучӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унта эпӗ сулхӑнта курӑк ҫине выртатӑп та вулама тытӑнатӑп, сайра хутран кӑна пуҫа кӗнеке ҫинчен ҫӗклетӗп, вара сулхӑн тӗлӗнче хӑмӑртарах кӑвак тӗслӗ курӑнакан тата ирхи ҫилпе чӳхенме пуҫлакан ҫырма шывӗ ҫине, тепӗр ҫыранти сап-сарӑ курӑнакан ыраш уйӗ ҫине, пӗрин хыҫне тепри пытанса, манран таса вӑрман инҫечӗ еннелле кайса ҫухалакан хурӑнсем ҫине, ҫав хурӑнсене аяларах та аяларах йӑлтӑртаттаракан ирхи шупкарах хӗрлӗ ҫутӑ пайӑркисем ҫине пӑхатӑп, таврари ҫутҫанталӑкра пур ҫӗрте те сисӗнекен пурнӑҫ вӑйӗ хамра та тулса тӑнине туйса савӑнатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ ӗнтӗ эпир хуларан тухрӑмӑр; пылчӑклӑ ула-чӑла урамсем, хӑлхана ҫуракан йӑлӑхтаруллӑ шӑв-шав анлӑ уйсемпе тусанлӑ ҫул тӑрӑх кустӑрмасем ҫемҫен кӑлтӑртатса пынипе улшӑнчӗҫ; ман тавра пур енче те ырӑ шӑршӑллӑ ҫурхи сывлӑш анлӑ ирӗклӗхре чӳхенме пуҫларӗ; ҫакӑнта ҫеҫ эпӗ юлашки икӗ кун хушшинче мӗн курни-илтнипе ирӗклӗ пурӑнма пуҫланин тыткӑнӗнчен хӑтӑлса, хама хам алла илтӗм, унсӑрӑн чӑлханса кайма пуҫланӑччӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир те Сашӑпа кӗрсе кайрӑмӑр, вара тӗрле йышши пӗренесенчен ҫыхса тунӑ «палуба» ярӑнса чӳхенме пуҫларӗ.Мы с Сашей тоже полезли, и разноцветная, сколоченная из разных бревен «палуба» заходила ходуном.
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Шлепке хӗррисем ҫинче ҫӗкленсе тӑракан пуҫ ҫемҫе курӑк ҫинче чӳхенме пӑрахичченех, Кольхаун лашана шпорӑсемпе тӑрӑнтарса, сиккипе вӗҫтернӗ.
LХХХI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Акӑ, тепӗр енчи чӑнкӑ ҫыранта, пӗр пӗчӗк ҫырма патӗнче, йывӑҫ тӗми чӳхенме пуҫларӗ.Вот на противоположном крутом берегу, у оврага, зашевелился кустарник.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӗтӗ-вӗтӗ хумсем ун ҫийӗн ситрелсе пӗрле хутшӑнаҫҫӗ те, вара анӑҫ хӗвелӗ кӳлӗре чӳхенме тытӑнать.Еле заметная мелкая рябь переливается в багровеющих лучах заходящего солнца.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсем чӳхенме шыв тултарнӑ чух, тумланмалли пӳлӗмрен шавлӑ калаҫу илтӗнчӗ.Когда они наливали воду для окачивания, из раздевалки послышался громкий разговор.
11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Кимӗ пур еннелле те тайкаланса чӳхенме пуҫларӗ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Учителӗн мӑнтӑр кӑна пысӑк кӗлетки пӗчӗккӗн чӳхенме пуҫлать, унӑн ырӑ кӑмӑллӑ, пӗчӗккӗ, сӑрӑ куҫӗсем хӗсӗнеҫҫӗ те, класра пӗр хушӑ ватӑ ҫыннӑн «хе-хе-хе» кулли илтӗнсе тӑрать.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
- 1
- 2