Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ура ярса пусмассерен сарлака урам чӑнкӑртатса ванса каяссӑн туйӑнать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Стакансем чӑнкӑртатса илчӗҫ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сӗтел ҫинчен сирпӗнсе ҫӗре ӳкнӗ кӗмӗл укҫасем пӗр самант чӑнкӑртатса илчӗҫ те, пӳрт ӑшчикки каллех щӑплӑха путрӗ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лешӗ трюмо ҫине кайса ҫапӑнчӗ — тӗкӗр чӑнкӑртатса саланчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тимӗр тӗкӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑнкӑртатса ҫӗре тӑкӑнма тытӑнчӗҫ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Ҫурри ытла пушӑ витре, урана перӗнсе, ҫӗрлехи шӑплӑхра хӑрушшӑн чӑнкӑртатса илчӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Саня йӑмӑкӗ сӗт витрипе чӑнкӑртатса ӗне сума тухрӗ иккен.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Итлесе ларать те Матюк инке Элекҫей вуланине, ҫӑм ҫиппи урай урлӑ кусса кайнине те курмасть, хачӑ ҫӗре чӑнкӑртатса ӳкнине те илтмест.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Ака хыҫҫӑн вӑл Нӗркеҫе кайрӗ те унти кирпӗч ӑстисен ӗҫӗпе паллашса килчӗ, вара лупасай тулли кирпӗч ҫапрӗ, хӑех, курна туса, чӑнкӑртатса тӑракан кирпӗч хӗртсе кӑларчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Витресем пӑр ҫине чӑнкӑртатса ӳкрӗҫ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Шӑнкӑрав сасси кӑна чылайччен хурлӑхлӑн чӑнкӑртатса янӑрарӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Йӑмрасем ҫинчи кураксен сассисем, ҫурт хӗрринчи пӑр катӑкӗсем чӑнкӑртатса ӳкнисем уҫҫӑн илтӗнеҫҫӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Хутаҫри укҫасем ун сассине витленӗ пек чӑнкӑртатса илчӗҫ, хӑйӗн чӑнкӑрти сассипе хӗре илӗртме, лӑплантарма шутларӗҫ, тейӗн.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Танк тискеррӗн чӑнкӑртатса илчӗ те чарӑнчӗ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Кухньӑри витре чӑнкӑртатса урай тӑрӑх кусса кайрӗ.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Наҫтук аппа тӗрӗсене пуҫтарса хума ӗлкӗрчӗ кӑна, ҫенӗк алӑкӗ чӗриклетрӗ, унтан пушӑ витре чӑнкӑртатса ӳкни илтӗнчӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Такама хыттӑн чӗннӗ пек, такама асӑнса ҫын ӳлесе макӑрнӑ пек ҫухӑракан шӑпӑрсем хыҫҫӑн кӗсле сасси янкӑр уяр ҫанталӑкра тӳпере тӑри тӗрӗлтетнӗ евӗр, таврара кӗмӗл, йӗс, хурҫӑ хӗлӗхсем пӗрре сыпӑнса тепре чӑнкӑртатса татӑлнӑ евӗр илемлӗн янӑраса кайрӗ.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗнер Тукайӑн чӑнкӑртатса уҫӑлакан вырӑсла хапхинчен калама ҫук чаплӑ кӳме урапи кӗрсе кайрӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Те вӑл таҫта хӑнана кайнӑ пулнӑ, сывланипех хуллен чӑнкӑртатса тӑракан кӗмӗлле йывӑр тухьяпа, умне те ҫанни вӗҫӗсене тӗрленӗ катан пир кӗпепе.
Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ каҫхи тӳпере тӑрисем чӑнкӑртатса юрлаҫҫӗ.В розовом от вечерней зари небе все еще висят звонкоголосые жаворонки.
Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.