Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яков Тарасович, пӗчӗк те хытканскер, пӗркеленчӗк питлӗскер, тӗпренчӗк хура-шӑллӑскер, кукша та тӗксӗмскер, пурнӑҫ хӗрӗвӗпе ӑшӑннӑ пек пӗтӗм чунхавалӗпе сиксе чӗтренӗ, тулли, яштака, ҫамрӑк хӗрӗ ҫине чӑнкӑртатса саланакан, йӗрӗнекен сӑмахсем тӑкнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫитменнине тата хула тулашне каякан трамвай та чӑнкӑртатса янӑраса, ҫав самантрах пырса чарӑнчӗ.Тут ещё номер трамвая, нужный для поездки за город, подкатывает к остановке, звеня и громыхая.
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Ҫак вӑхӑтра ҫывӑхранах трамвай чӑнкӑртатса иртсе пырать.
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Ҫав самантрах темскер чӑнкӑртатса аяккалла вӑркӑнчӗ; эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та ҫӑраҫҫи выртнине куртӑм.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫав самантрах тимӗр чӑнкӑртатса илчӗ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пӑхӑр укҫасем — ҫынсем ыйткалакана панӑ укҫа — чӑнкӑртатса, аяккалла кусса саланчӗҫ.Медяки, которые люди ему подали, звеня, покатились по пыльной земле.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пӳлӗм витер уласа та шӑхӑрса ҫил вӗрет, уҫнӑ чӳречи ҫапӑнать те, кантӑкӗ чӑнкӑртатса тухса ӳкет, алӑкӗ хыттӑн стена ҫумне кайса ҫапӑнать, унтан каялла ыткӑнать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Сасартӑк вӑл чышкипе сӗтел ҫине ҫав тери хытӑ шанлаттарчӗ — пӗтӗм стакансем чӑнкӑртатса илчӗҫ, — унтан: — Ҫапса пӑрахӑттӑм!!! — тесе кӑшкӑрчӗ.Вдруг он сжал зубы, стукнул кулаком по столу так, что задребезжали стаканы, и вскрикнул: — Убил бы!
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Уҫӑ чӑнкӑртатса илчӗ, партизансем кӗчӗҫ.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сасартӑк пӑрахут, темле хӑрушӑ япала умӗн чӗтренӗ пек, хыттӑн чӗтренсе илчӗ, шӑвӑҫ савӑт чӑнкӑртатса кайрӗ, лампӑри ҫулӑм йӑлтӑртатрӗ те ҫутӑрах ҫуна пуҫларӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ:
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӑл вара ҫав укҫана ҫиленсе, мӑнкӑмӑллӑн ывӑтса ячӗ, укҫи, кӑштах чӑнкӑртатса, ҫул ҫинчи шурӑ тусан ӑшне ӳксе ҫухалчӗ.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Хӗрлӗ трамвай вагонӗсем, вӗсене ӑсатса янӑ пекех, хурлӑхлӑн чӑнкӑртатса илчӗҫ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӗҫпӑшалсем чӑнкӑртатса илчӗҫ, ҫав самантрах шӑннӑ юр ҫинче колонна йывӑррӑн таплаттарса утни илтӗнчӗ.Опять звякнуло оружие, слышно было, как зашагала колонна по смерзшемуся снегу.
10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫынсем трактир туллиех пухӑннӑ, сӗтел-пукансем лачӑртатаҫҫӗ, урамран халӑх алӑка пырса тӑрӑннӑ, кантӑксем пӗрин хыҫҫӑн тепӗри хурлӑхлӑн чӑнкӑртатса ҫӗмӗрӗлеҫҫӗ, ҫакна кура, Семянников, макӑрнӑ евӗр ҫинҫе сассипе, ҫухӑрать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫӳҫне вӑл паян ҫӳлелле тураса, пуҫ кӑшӑлӗ пек хурса майлаштарнӑ, ҫакӑ кил хуҫи хӗрарӑма ҫӳллӗрех туса кӑтартать; шалпар хӗрлӗ капот тӑхӑннӑ хӑй, аллисенче алӑ суллисемпе ҫӗрӗсем ҫутӑлаҫҫӗ, пиҫиххинчен ҫакса янӑ ҫӑраҫҫисен ҫыххи чӑнкӑртатса тӑрать, вӗтӗ шӑлӗсене йӗрсе хунӑ, куҫӗсем виртлешсе хӗсӗннӗ — ҫаксене мӗнпурне курсан, кил хушши хуралҫин аллисем те, пуҫӗ те лаштӑрах усӑнчӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бутылка пуҫӗ чӑнкӑртатса саланса кайрӗ, бутылка пӑкӑртатса шыва путрӗ.Головка бутылки разлетелась с треском, и, булькнув, бутылка затонула.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тупӑсен сасси ҫурҫӗр иртсе виҫӗ сехетчен кӗрленӗ май, начар сӗрсе ҫыпӑҫтарнӑ кантӑк кӗленчисем чӑнкӑртатса тӑчӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Пӗлместӗп, — терӗ вӑл унчченхи пекех лӑпкӑн пӑхкаласа; унӑн ӳт-пӗвӗ чӗтрет, кӑкшӑмӗсем пӗрин ҫине тепри перӗнсе чӑнкӑртатса илеҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унӑн кӑкӑрӗ ҫинче тата темиҫе ҫӗнӗ орден кӗвӗллӗн чӑнкӑртатса тӑраҫҫӗ.Несколько новых орденов мелодично позванивали у него на груди, прибавилось важности.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсем ҫак пӳлӗмрен апат ҫимелли сӗтеле, ҫемҫе тенкелсене урӑх пӳлӗме куҫарса лартнӑ, савӑт-сапасемпе чӑнкӑртатса тӑракан буфета асӑрханса ҫеҫ тепӗр вырӑна шутарса куҫарнӑ та чӳречесене кирпӗчсемпе купалама пуҫланӑ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.