Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чухнех (тĕпĕ: чухне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухнех профессиллӗ художниксем — Ф.Мадуров, А.Трофимов, Е.Е. фремова, А.Ильбекова тата ыттисем пысӑк хак панӑ ӗҫӗсене.

Помоги переводом

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Хӑпартӑва Петюк ҫенӗкре пытанса, рехетленсе, тутӑ хырӑмлӑ пурнӑҫ ҫитессе ӗмӗтленсе ҫисе ларнӑ чухнех ҫывӑрса кайнӑччӗ вӑл.

Помоги переводом

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

— Кирлӗ-кирлӗ мар чухнех йывӑҫ-курӑка амантма юрамасть.

Помоги переводом

Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.

Лаша кӳлсен: «Асту, — тенӗччӗ, — ытлашши йӑраланса, утнӑ чухнех ҫывӑрса ан ҫӳре.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эс ав утса пынӑ чухнех хӑв ӑҫта кайма тухнине манса каятӑн, путек шырас вырӑнне вӑйӑ-кулӑ тапратса яратӑн урамра, — ашшӗ каланӑ сӑмахсем хулӑ пулса чуна пырса тивеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӗнӗ самана пуҫланнӑ чухнех эпӗ ҫакӑн пек ҫӑра сухаллӑччӗ.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Йывӑр аманнӑ салтака, кӗске йӗм пӗҫҫиллӗскерне, ҫерем ҫинче айлатса лараканскерне, кӗтмен-туман чухнех пырса тухнӑ санитарка — асламӑшӗ ҫавӑтса каять.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Апла та капла йӑпатса, сахӑр парса, ачаран ятне-шывне ыйтса пӗлет вӑл майӗпен, вара пач кӗтмен-туман чухнех ыталаса чуптума: «Эпӗ сан аҫу вӗт! Паян кӗҫнерни кун-иҫ!» — теме тытӑнать.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӗтмен-туман чухнех алӑка шаккани илтӗнет.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӑна вӑл ҫамрӑклах, хӗр чухнех, тӗрленӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Эс, ачи-пӑчи-качаки, пули-пулми чухнех урамри куҫҫуле киле илсе ан кӗр малашне.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Шкулта вӗреннӗ чухнех Шалтӑрма Ваҫҫи еплерех ҫыратчӗ сӑвӑ таврашне: пӗрре пӑхатӑн та Нина ятлӑ хӗре халаллать вӑл хӑйӗн «шедеврне», тепре пӑхатӑн та — Гальӑна, Вальӑна, Юльӑна…

Помоги переводом

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чакакӗ, унтан кирлӗ-кирлӗ мӑр чухнех вӗҫсе тухса, ҫын хӑлхине сӑмах хывӑхне сапать.

Помоги переводом

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кирлӗ-кирлӗ мар чухнех ма вырса, вакласа, ҫӗмӗрсе хӑвармалла ӑна касмаллишӗн ҫеҫ касса?

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ачасем, ним ҫилӗ те ҫук чухнех Анна инке ҫилпе темле армансем пирки вӑлтнинчен тӗлӗнсе, кӑлин-калин пӑхкаласа илеҫҫӗ те ҫӗнӗрен пикенеҫҫӗ пырӗсене тӗрӗслеме.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Чип-чипер ҫикелесе ларнӑ чухнех алӑ, ывӑҫла-ывӑҫла сапма хӑнӑхнӑскер, темиҫе хутчен те кӑларса ӳкерет тута умне илсе пынӑ кашӑка.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Унсӑрӑн, хытарса нӑкӑтмасан, ҫӑпата вӑл аппаланса ларнӑ чухнех лӑпӑш-лапӑшланса каять.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑл ҫулсенче партӑсем хушшинче ларнӑ чухнех ачасене ӗҫе юратма хӑнӑхтарас, пӗр-пӗр ӑсталӑха вӗрентес тесе нумай тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫавӑн пек тумсемпе эрешсем пур чухнех ӳнер хайлавне ҫӗкленеймеҫҫӗ, анчах халӑх пултарулӑхӗ вӑранни, ӗлӗкхи эткерлӗх патне туртӑнни паха.

Помоги переводом

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Испанирен тухнӑ чухнех палӑртнӑ инструкципе килӗшӳллӗн экспедици генерал-капитанӗ вырӑнне Элькано йышӑннӑ .

Генерал-капитаном экспедиции, согласно инструкциям, полученным еще в Испании, становится Элькано.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней