Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн сӳннӗ куҫӗ ерипен чӗрӗлет, ҫамрӑк пичӗ, хӗвеле хирӗҫ уҫӑлакан хитре чечек пек, чиперленсе ҫуталать.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Паян уҫӑлакан «Добро.Центрта» сирӗн ырӑ та усӑллӑ ӗҫӗрсене пурнӑҫа кӗртме ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%91/
Хӗрӳлӗхӗ ытла вӑраха пымасть ун: те чалӑш пуснипе, те турӑ пӳрнипе, тӑлтти-талтти пускаласа ҫенӗкелле уҫӑлакан алӑк ҫумне пан! пырса ҫапӑнать те тулалла катапультсӑрах кӑптӑрт-каптӑрт тухса ӳкет.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн министерствине асӑннӑ малашлӑхлӑ ҫул-йӗрпе ӗҫе малалла тӑсма тата уҫӑлакан мӗн пур майпа усӑ курмашкӑн тӳрлетӳсене васкавлӑн кӗртсе пыма ыйтатӑп.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Тӑкаксем пысӑк мар, уҫӑлакан май вара чылай.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Эп каям ӗнтӗ, — терӗ Ҫимун ҫырманалла уҫӑлакан калинккерен тухса.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑрушсӑрлӑх техника инженерӗн стройка еннелле уҫӑлакан пӗр чӳречеллӗ пысӑках мар пӳлӗмӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Кайӑк вӗҫевӗн ҫӳллӗшӗнчен уҫӑлакан сӑнӗ, 1971 ҫул
Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8
Ик еннелле уҫӑлакан «демократка» текен кӗпе ӑна килӗшмен пулӗччӗ, тӗрлӗ-тӗрлӗ «голливудка» вара пушшех те килӗшес ҫук.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Юнашарти, паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлакан мини-стадионпа та паллашрӗҫ комисси членӗсем.
Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/
Рабочисен команди утрав ҫинче ҫӗр каҫнӑ, каярах утрав ҫинчен уҫӑлакан тавралӑха сӑнаса киленнӗ.
Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html
Вӗсене Шупашкар хулин агломерацийӗпе килӗшӳллӗн уҫӑлакан ҫӗнӗ маршрутсем ҫине ярӗҫ.
Общество транспорчӗ туянма 500 млн тенке яхӑн уйӑрӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35504.html
Пӗри форточкисене илнӗччӗ, тепри сылтӑм еннелле уҫӑлакан пайне, виҫҫӗмӗш — сулахай енчине…
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
11 сехетре уҫӑлакан мероприятие пурне те хапӑл тӑваҫҫӗ.
Ентешлӗхӗн черетлӗ уявӗнче // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b5%d0%b ... %87%d0%b5/
Пуҫӑма ялт! ҫӗклерӗм те тымарӗсем туртӑнса алчӑранӑ куҫӑма кунтан янках уҫӑлакан хула еннелле вӗҫтертӗм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫурт ҫумӗнчи вырӑсла хапхапа юнашар алӑкӗ урам еннелле уҫӑлакан пысӑк кӗлет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӗнер Тукайӑн чӑнкӑртатса уҫӑлакан вырӑсла хапхинчен калама ҫук чаплӑ кӳме урапи кӗрсе кайрӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хусан хапхи пӗр хупӑнсан час уҫӑлакан мар вӑл.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кайса курса ҫӳрерӗр пулӗ, ыран уҫӑлакан тапӑ чӑннипех те питӗ чаплӑ пулать.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Икӗ айккинелле уҫӑлакан сарай алӑкӗ яр-уҫӑ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.