Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳперен, сасартӑк татӑлнӑ пан улми евӗр, тӑрисем пере-пере аннӑ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тӳперен сайра та вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхет, анчах Кирей ӑна асӑрхамасть те.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Урӑхла калама сӑмах шыраса тупасси тӳперен ҫут ҫӑлтӑр татса илессинчен те хӗнрехчӗ маншӑн…
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
Алевтина Никитична, сирӗн ҫине тӳперен телейпе ырлӑх ҫумӑрӗ вӗҫӗмех тӑкӑнса тӑтӑр!
Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/
Юрӑри йӗркесенчи тӗп шухӑш — анне пурнӑҫра чи хакли тата пахи, ҫывӑх ҫыннӑн вӗрентӗвӗпе пилӗ ачисене пулӑшса пыни, пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайсан та ҫӳл тӳперен сӑнаса пулӑшса тӑни, яланах пирӗн чӗрере пулни.
Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/
Таҫта ҫӳл тӳперен вӗҫсе аннӑ пек, тӑрук вӑранса кайрӑм.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
… Ӗҫчен хӑнасене тарават кӗтсе илекен тӑван хулана кайӑксем вӗҫекен тӳперен сӑнаса тӑнӑ май, Ирина хӑчӗн пурнӑҫӗнчи чи ӗҫлӗ те хӗрӳллӗ вӑхӑтсем паянтан пуҫланасса шанчӗ-ӗненчӗ…
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Виҫӗ ывӑл, виҫӗ ҫунат ӳсрӗҫ унӑн, пурнӑҫ укӑлча хапхинчен сарлакарах, тӳперен ҫӳллӗрех туйӑнатчӗ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Озерки, — вӑйсӑр сасӑ, унтан Турӑ сасси ҫӳлтен, кӑвак тӳперен илтӗнет.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шыв, пӗлӗте кай, тӳперен аялалла ан, Эсӗ, манӑн сыхлавҫӑ, Турӑран пил илсем.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Юр пӗр шелсӗр тӳперен тӑкӑнма тытӑнчӗ, ҫил вӑйланчӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӳкет тӳперен ҫӑра хӑрӑм, Вутпа хупӑрланнӑ тӗнче.
Фронтовик сӑмахӗ // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.
Чӑн та, таптаса тӳперен сасартӑках ҫил-тӑвӑл йӑтӑнса анать, тем чухлӗ шыв тӑкӑнать.
Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Юр пӗрчисем тӳперен савӑнӑҫлӑн выляса анаҫҫӗ.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫавӑнпа тӳперен юр ҫавӑрӑнса аннине сӑнама ытла та лайӑх.
XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сергей Николаевич хальхипе тӳперен парашютпа улттӑмӗш хут аннине пӗлтерчӗ.
Уява тӳперен парашютпа сиксе кӗтсе илчӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... b%d1%87ec/
…Акӑ ӗнтӗ тӳперен утӑ уйӑхӗн хӗвелӗ шӑратса пӑхать.
13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Анчах халь ни бульдозерсен кӗрлевӗ, ни машинӑсен шавӗ уйрӑммӑн илтӗнмест ӗнтӗ; темле хӑватлӑ, пӗр пӗтӗмлӗ сӗрлев талккишӗпе сарӑлса килет хыҫран; хыҫран ҫеҫ килнӗн те туйӑнмасть, ҫӗр айӗнчен ҫӗкленет пек, тӳперен те анать пек.
XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пӗлетӗп-ҫке: эс каласан, тӳперен ҫӑлтӑр татса илме те пултарать сан мӑшӑру…
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Ак сана янкӑр тӳперен тӑкӑннӑ ҫумӑр! — терӗ вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.