Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тутипе (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тути патне илсе пынӑ ҫӑкӑр татӑкне лаша хӑвӑртах ҫисе ярать, унтан ҫын ал тупанӗ ҫинчи тӗпренчӗксене те тутипе хӑвӑрттӑн мӑкӑльтеттерсе тасатать.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Узин чӗтреве ерчӗ, итлемен тутипе аран-аран калама пултарчӗ:

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӗрарӑм мӗн систернине ҫавӑнтах ӑнланчӗ вӑл, ҫавӑнтах чуптума тытӑнчӗ, вара ӳтӗн кашни сантиметрне вӗри тутипе сӗртӗнчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӳрте кӗрсен, ачине амӑшӗ тӳшек ҫине хурать, ӑна питӗнчен мӑкӑнь тутипе ачашшӑн сӗртӗнсе илет:

Помоги переводом

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ачисем те пӗчӗклех ӗҫе кӳлӗннӗ, ҫӑкӑр тутипе хакне ӑнланса ӳснӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Усӑнчӑк тутипе пӗчӗк янахӗ ҫеҫ амӑшӗнне хывнӑ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ сана тахҫантанпа юрататӑп, Эрхип, — терӗ вӑл, чӗтрекен тутипе пӑшӑлтатса.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашкӑр тутипе алла сӗртӗнчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫтаппан хӗр ҫумне хӑяккӑн сӗвенсе ларчӗ, унӑн кӑптака мӑйӗ ҫине аллине хучӗ, чалӑш тутипе Улькана хыттӑн чуптуса илчӗ.

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ятарласа хатӗрленӗ йывӑҫ пичкене сарӑ-хӑмӑр тӗслӗ, тутипе те, шӑршипе те пуян, нимӗнпе те танлаштарма ҫук техӗмлӗ сӑра тултарса хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Минтер темшӗн витӗр йӗпе, тутипе сӗртӗнчӗ ӑна — тӑварлӑ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анатолий Семенович кулса ячӗ те ҫӗре кукленчӗ, Бианкӑна, пӗчӗк ачана илӗртнӗ пек, тутипе чӳ-ӳ! Чӳ-ӳ! чӑпӑртаттарса чӗнчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Эй, Хайпурен, — терӗ вӑл чӗтрекен тутипе.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ сана ҫӑлма килтӗм! — вӗриленсе кайнӑ тутипе пӑшӑлтатрӗ ҫак ҫын.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫне-пуҫне чалӑртса Тӗлӗннӗ пек те пулать, Хуйхӑ юрри кукӑртса Унтах тутипе кулать.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тутипе чӗрнисене хӗретсех яра куна ирттерет.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Эпӗ месерле выртсан, йӗпе тутипе ман пите шӑлса илет.

Помоги переводом

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Татах упӑшкине тӗмсӗлсе пӑхса тӑркаларӗ, унтан, халсӑррӑн кӗвентеленсе, ӑна тутипе ҫамкинчен ҫемҫен, вӑрӑммӑн тӗкӗнсе илчӗ, вара, чӑматанне йӑтса, васкамасӑр, куҫҫульне пӗчӗк тутӑрпа типӗткелесе, тӑн-тан юхӑнса килхушшине, унтан, тӗнкӗлтеткелесе, урама тухрӗ те укӑлча патнелле, Шӑмӑршӑпа Канаша ҫыхӑнтаракан мӑн ҫул еннелле сӗнкрӗ…

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Малтанах Лена, ихӗлтете — ихӗлтете, ҫакна хирӗҫленҫи турӗ, пуҫне апла-капла пӑркаларӗ, тутине Павӑл тутипе тӗкӗнтертме именчӗ, анчах ку нумая пымарӗ — тахҫантанпах сӑваплӑ вут пек тасан упранса пурӑннӑ туйӑмӗ шалтан вӗҫерӗнсе кайрӗ те (вӗҫертессе кӗтнӗскер!) вӑл савнин ачаш та хӗрӳ юратӑвӗн ытамне «пуҫне ҫухатсах», пӗр «ҫылӑхсӑр» тап-таса чунӗн пӗтӗм хӗрӳлӗхӗпе, виҫесӗр ачашлӑхӗпе ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пенишора ҫилпе кушӑрханӑ тутипе кӗленчери шыва халиччен курман пекех ӗҫме тытӑнчӗ.

Обветренные губы Пенишоры жадно прильнули к горлышку…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней